Ачасене панă чӗре
Ӗç, пурнăç çулӗсем
Февралӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗн хисеплӗ гражданинӗ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, СССР вӗрентӳ отличникӗ, Кивӗ Йӗлмел ялӗн аслă çулсенчи çынни Николай Федорович Романов хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Николай Федорович ахаль колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ (ашшӗ Федор Романов, 1892 çулхи; амӑшӗ – Пелагея Романова, çавӑн пекех, Кивӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 1891 ҫулта çуралнă, хӗр чухнехи хушамачӗ Иванова).
Федорпа Пелагея Романовсен туслӑ ҫемйинче тӑватӑ ывӑлпа икӗ хӗр çуралнă. Хӗллехи сивӗ кунсенчен пӗринче, лашапа Ульяновск хулинчен таврăннă чухне Федор Романов шӑнса чирлет, йывӑр чирлесе выртнă хыҫҫӑн, 1935 ҫул вӗҫӗнче, вилет. Вăл 43 ҫулта кăна пулнă. Ачасем тӑлӑха юлаççӗ. Николай вара – ҫемьере чи кӗҫӗнни, 1936 ҫулхи февраль уйӑхӗнче ҫут тӗнчене килет, ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне кӗтсе илеймест.
Ачалăх, çамрăклăх
1944 ҫулта, 8 ҫулта, вӑл пӗрремӗш класа вӗренме каять, унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ К.И.Кураева, пуҫламӑш шкулăн директорӗ вӑл вӑхӑтра М.С.Мресов пулнӑ. Виҫҫӗмӗш класра Николай Федорович паллӑ ҫыравҫӑ, ентеш-драматург, «Пуян Карук» популярлӑ хайлав авторӗ Н.С.Ефремов хăйсене вӗрентни çинчен те калаçрӗ. Унтанпа 80 ҫул ытла иртнӗ пулин те, вӑл хӑйӗн вӗрентекенӗсене пурне те астӑвать.
Николайăн аслашшӗ Иван мучи ачасене воспитани парассинче тата килти хуҫалӑхра вӑй ҫитнӗ таран пай кӗртет. Аслашшӗ мăнукӗсем валли теттесем, ҫӑпата мӗнле туни, час-часах район центрӗнчен илсе килсе тин пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа сӑйлани тата ытти ҫинчен те хаваспах каласа парать. Вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ йывӑр ачалӑхне куç умне кăларса, ялăн ватă çынни хăйсен килӗнче икӗ сăвакан качака пуррипе ҫемье выҫлӑхран хӑтӑлса юлнине, çавӑн пекех, асламăшӗпе амӑшӗ вӗсене вӑрмана илсе кайса, ҫиме юрӑхлӑ курӑксене тӗрӗс уйӑрма, курӑк чейӗ валли усӑллӑ чечексем пуҫтарма вӗрентнине те каласа иртрӗ.
Пӗртӑвансен тăхăнмалли питех пулмасан та, кӳршӗри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула çӳреме пуçлаççӗ. Математикӑна юратма вара ӑна виҫӗ ҫултанах асламăшӗ явăçтарать, вӑл ăна шутлама та вӗрентет. Унӑн юратнӑ предмечӗпе вӗрентекенсем кӳршӗ ялти шкулта 4-мӗш класра малтан Е.А.Самойлова, каярах М. Н.Вирьялов пулнӑ. Хăть мӗнле çанталăкра та, сивӗ, ҫил-тӑман, пылчӑк, шӑрӑх тата ҫил пулнине пăхмасăр, Коля юлташӗсемпе куллен 10 ҫухрӑмран кая мар ҫуран ҫӳренӗ, ҫакӑ унра палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлу, чӑтӑмлӑх ҫуратнӑ. Вӑтам пӗлӳ илес тӗллев ӑна Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗн 8-мӗш классне илсе ҫитерет. Вӑл вӑхӑтра ку ҫывӑхри шкул пулнӑ, ҫавӑнпа меллӗ те. Тинех, 1955 ҫулхи июнь уйӑхӗ килсе ҫитнӗ, 19 ҫулта вӑл шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухса, вӑтам пӗлӳ ҫинчен аттестат илет.
Николай малалла вӗренме, специальность илме ăнтăлать, анчах çакăншăн ун валли тумтир те çук, укҫа та ҫитмест. Ҫав ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ӑна салтака кайма повестка параççӗ, унччен чугун ҫул, поезд, самолет, карапсене те курман ял каччи питӗ савӑнать, хавхаланать. Унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланать: вӑл çӗршывăн тепӗр кӗтесне, Владивостока, çар службине иртме каять. Петропавловск-Камчаткӑра Лӑпкӑ Океан флотӗнче 4 ҫула яхӑн службăра тӑрса, çирӗп ҫар, политика, ӳт-пӳ енчен тата ҫар хăнăхăвӗ илет.
Ӗç, пурнăç çулӗсем
Николай, 1958 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче, флотран таврӑнсан, шкулта ӗҫлеме шутлать, анчах вӑхӑтлӑха ӗҫе вырнаҫнипе ҫырлахма тивет: Алешкин-Саплӑк шкулӗнче пуҫламӑш классен учителӗ, Çӗнӗ йӗлмел шкулӗнче математика учителӗ, ҫавӑн пекех, тӑван ялӗнчи Кивӗ Йӗлмел шкулӗнче пуҫламӑш классен учителӗ тата Кивӗ Чакӑри 7 ҫул вӗренмелли шкулта математика учителӗ пулса ӗçлет.
Çар флочӗ хыççăн, 5 ҫул хушши, ӗçӗнчен уйрăлмасăр, Ульяновскри педагогика институтӗнче ӑнӑҫлӑ вӗренсе, «Математика учителӗ» специальноҫпа аслӑ пӗлӳ илет. Районти тӗрлӗ шкулсенче вӑхӑтлӑх ӗҫсенче нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн (иртнӗ ӗмӗрӗн 1950-60-мӗш ҫулӗсенче вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлӗнче «запасри учитель» текен ӑнлав пурччӗ), тинех, 1961 ҫулта, ăна Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулне яланлӑхах математика учителӗ пулма сӗнеççӗ. Ҫак шкулта ӑна 17 ҫул, вӗсенчен темиҫе ҫулне завуч пулса ӗҫлеме тивет. Районӗпе пӗр шкултан тепӗр шкула ялан куҫса ҫӳренӗ тапхӑрта Николай Федоровичӑн ҫемье ҫавӑрма условисем те пулман. 1969 ҫулхине, 33 ҫулта, ăна, тинех, тахҫанхи ҫывӑх та юратнӑ савнийӗпе, Аслă Аксу вăтам шкулӗнченех паллашнӑ Елена Магаринапа çемье çавăрма май пулать.
Ун чухне Елена Пӑвари медицина училищине вӗçлесе, Анат Хураката ялӗнче ФАП заведующийӗнче ӗҫленӗ пулнă. Туслӑ ҫемьере, Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри икӗ ывӑл ҫуралать: 1971 ҫулта – Валерий тата 1973 çулта – Сергей.
Унтан ҫемье пуҫлӑхне, 1978 ҫулта, Аслӑ Аксу вӑтам шкулне математика учителӗ пулма куҫарнӑ хыҫҫӑн, Елена юратнӑ мăшăрне тепӗр ывăл парнелет.
Тепӗр ҫулхине, 1979 ҫулта, Николай Федоровича ҫак шкулăн директорӗ пулма палăртаççӗ, çак тивӗҫӗсене вӑл 3 вӗренӳ ҫулӗ тăршшӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать.
1984 ҫулта Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи ачасен ашшӗ-амăшӗсен ытларах пайӗ, районти çутӗç пайӗ урлӑ, Николай Федоровича ялти шкулăн директорӗ пулма ҫирӗплетме ыйтаççӗ. Вӑл, патриот пулнă май, хӑй ирӗкӗпе тӑван ялне шкул директорӗ пулма таврӑнать.
Ун умӗнче тӗллев тăрать – ялта сакӑр ҫул вӗренмелли шкулӑн ҫӗнӗ зданине туса хурасси. Вӑл хӑйӗн ялӗнче ҫӗнӗ шкул тума пысӑк пай кӗртет.
– Шкулӑн пурлӑхпа техника базине тӑвас енӗпе нумай йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тиврӗ. Ку, чи малтанах, пура тата строительство материалӗсене Чӑваш Республикинчен турттарни, «Раҫҫей» колхоз правленийӗн председателӗ Фарит Галлямов строительство материалӗсене турттарма яланах транспорт парса тăни вара лайăх пулчӗ.
Тӗп здание туса пӗтерсен, нумай хушма ӗҫ пурнӑҫласси те пур вӗт: хутса ӑшӑтасси, ҫутатасси, спортзал, столовӑй, шкул ҫумӗнчи ферма тӑвасси, спорт площадкине юсасси, спорт инвентарӗпе тивӗҫтересси, кухня оборудованийӗсем, технологи кабинечӗ валли хатӗрсем туянасси тата ытти те. Шкула педагогика кадрӗсемпе тивӗҫтересси те йывӑр задачӑсенчен пӗри пулчӗ. Вӗсем ҫитменнине пула, çутӗç пайӗн темиҫе ӗҫченӗн ҫӗнӗ шкулта занятисем ирттерме тиврӗ, – тесе аса илет шкулӑн унчченхи директорӗ, тӗп шкула хута ярас енӗпе 2-3 ҫул хушши пӗр чарӑнми ӗҫлени пирки. Хăй йӗркеленӗ тӑван шкулӗнче Николай Федорович юлашки 1984-2008 ҫулсенче ӗҫлет, тивӗҫлӗ канӑва 72 ҫулта тухать.
Кирек ӑҫта ӗҫлесен те Николай Федорович хушнӑ ӗҫе яланах тимлӗ, тӳрӗ кӑмӑлпа тата ăнăçлă пурнăçлать. Унӑн ырӑ кăмăлӗ, характерӗ ентешӗсен хисепне ҫӗнсе илет, вӗсем унӑн ырӑ ятне халӗ те тав туса аса илеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра вара, тивӗҫлӗ канура пулнӑ май, Николай Федорович тӑван шкулӗнче час-часах кӗтнӗ хӑна пулса шутланать. Ял ҫыннисем хушшинче тухса калаҫнă вăхăтра вӑл хӑйӗн чи лайӑх вӗренекенӗсене мӑнаҫлӑн аса илет. Ҫавӑн пекех, хӑйӗн ӗҫтешӗсемпе наставникӗсене те питӗ ӑшшӑн, тав туса аса илет. Унӑн вӗренекенӗсем те Николай Федоровича пысӑк саспаллиллӗ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ, вӗренекенсемшӗн чунне парса ӗçлекен ҫын пек астӑваҫҫӗ, интеллигентлӑ тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.
Николай Федоровичпа Елена Александровна, ялти интеллигенци представителӗсем пек, хӑйсен ачисене те лайӑх та ырă пахалӑхсем парса ӳстернӗ, вӗсене хăйсем кăмăлланă пӗлӗве илме, пурнӑҫри хастар позици йышăма пулӑшнӑ.
Питӗ шел, мăшăрӗ Елена Александровна 7 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрӗ.
Йăх-несӗле малалла тăсаканӗсем
3 ывӑлӗ те аслӑ пӗлӳллӗ, çемьеллӗ: аслӑ ывӑлӗ Валерий аслӑ юридици пӗлӗвӗ илнӗ, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи пайӗнче майор званийӗпе службăра тӑрать.
Вӑталӑх ывӑлӗ, Сергей, Мускаври патшалăх университечӗн Ульяновскри филиалӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн, Ульяновск хулинче пурӑнать, «Улпласт» предприятийӗн тӗп директорӗ пулса вӑй хурать.
Кӗҫӗн ывӑлӗ – Алексей, ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ, урӑхла каласан, çав Ульяновскри педагогика институтӗнченех «Физика тата математика» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Ҫапах та, пӗр вӑхӑт шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн, Шупашкар хулинче тӗпленет. Халӗ вӑл предприниматель, метала ӗçе кӗртес енӗпе предприятийӗн директорӗ.
Виҫӗ ывӑлӗн çемйи тата юратнă ултӑ мӑнукӗ тӗп çуртра яланах кӗтнӗ хӑнасем. Вӗсен чи ҫывӑх ҫынни – ашшӗ тата аслашшӗ – вӗсем килнӗшӗн яланах хавас.
Ӗçшӗн панă наградăсем
Ҫынна яланах унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе хаклаҫҫӗ, теҫҫӗ халӑхра. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Николай Федоровича 1976 ҫулта «РСФСР халӑх ҫутӗҫ отличникӗ» паллӑпа чысланӑ, ҫавӑн пекех, вӑл «СССР халӑх ҫутӗҫ отличникӗ» ята ҫӳретет, 1985 ҫулта Н.Романов «Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 90 ҫул» асӑну медале тивӗçлӗ пулать. Вӑл шкулӑн, ялӑн тата районӑн общество пурнӑҫне яланах хастар хутшӑнать, ăна ҫав шутра совет саманинче парти пурнӑҫӗнче, ялӑн парти организацийӗн секретарӗ пулса, пропагандист, КПСС Марксизм-ленинизмне тата политикине пропагандӑлас енӗпе нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн 1982 ҫулта партин республикӑри область комитечӗн ятӗнчен медальпе наградӑлаççӗ. Николай Федорович 50 ҫулхи педагогика стажӗ пур, ӑна тата районти Хисеп хӑми ҫине сӗннӗ, Тутар АССР парти обкомӗн «Хисеп кӗнекине» кӗртнӗ.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, Николай Федоровича 1985 ҫулта «Ӗҫ ветеранӗ» медальпе наградӑланӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан, вӑл нумай вӑхӑт Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи ветерансен совечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать, ҫавна май ӑна «Ветерансен юхӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Хисеп паллипе чысланӑ, 2024 ҫулта, ӑна «Ҫӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ят пачӗç. Нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес тата воспитани парас ӗҫшӗн ăна РОНО начальникӗн тата район администрацийӗн грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе пӗрре мар чысланӑ.
Çак кун ӗç ветеранне Николай Романова саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов та килнӗччӗ. Хӑнасем юбиляра çуралнă кунӗпе саламласа, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Марат Гафаровӑн саламлă çырăвне, парнине тата чечек çыххи пачӗç, ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлăх сунчӗҫ. Ветеран та хӑнасене хăйне хисеп туса килнӗшӗн, саламланӑшӑн чӗререн тав турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев