Ачасен законлă интересӗсене хӳтӗлесе
Ачаллӑ ҫемьесен тăнăçлăхӗ тата пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма майсем туса парасси ҫине тимлӗх уйӑраҫҫӗ
2020 ҫулта ТР Ача прависем енӗпе уполномоченнӑйӑн Çӗпрел районӗнчи обществӑлла пулӑшуҫи пулма 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул директорӗн вӗренӳпе вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен çумне Алена Петровнӑна Исхакована палартнӑччӗ. Эпир ăна темиçе ыйту патăмăр.
— Алена Петровна, Ача прависем енӗпе уполномоченнӑйӑн пулăшуçин тивӗҫӗсем мӗнре?
— Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӑн обществӑлла пулӑшуҫин тӗп тӗллевӗсем — районта пурӑнакан ачасен прависем, ирӗклӗхӗсем тата законлӑ интересӗсем сыхланнине контрольте тытасси, Тутарстан Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑя çак ыйтусем енӗпе вӑхӑтра информаци пӗлтересси.
— Ку енӗпе иртнӗ çул мӗнле ӗҫсем туса ирттертӗр?
— Иртнӗ Çемье ҫулталӑкӗ тухӑҫлӑ ӗҫ çулӗ пулчӗ, тесе калас килет. Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйăн аппарачӗ ачаллӑ ҫемьесен тăнăçлăхӗ тата пысăк шайри пурнӑҫ пахалӑхӗ валли условисем, вӗсем валли лайӑх хутлӑх туса парасси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ.
Ҫемье ҫулталӑкӗн тематики, граждансен ача прависене хӳтӗлекен институтне шанăçӗ ӳснӗрен граждансен ыйтӑвӗсен шучӗ 9 процента ӳсесси патне илсе çитерчӗ. Иртнӗ çул республикӑра граждансенчен 1880 ыйту кӗнӗ. Уполномоченнӑйӑн обществӑлла пулӑшуҫисем патне тата 600 ытла ыйту кӗнӗ. 386 ыйтăва контроле илнӗ, вӗсенчен ҫурринчен ытларахăшне лайӑх енчен татса панӑ. Ытти йӑлтах контрольте юлать, прокуратура органӗсемпе, ҫул ҫитмен ачасен надзорӗн тата правӑна пӑсассине профилактикӑлакан субъектсемпе пӗрле татса параҫҫӗ.
Ведомствӑсен хушшинчи хутшӑнупа граждансене йышăнассин шучӗ — 6%, ҫав шутра прокуратура органӗсем хутшӑннипе, куçса ҫӳрекен йышӑнусем нумайланнă. Ку енӗпе 281 йышӑну кӗчӗ.
2024 ҫулта законпа гарантиленӗ ача прависемпе тата интересӗсемпе килӗшсе тӑрас ыйтупа килӗшӗве федераци тата республика нормативлӑ право акчӗсен 28 проекчӗ кӗчӗ.
4 ҫул хушшинче федерацин тата республикӑн нормативлӑ право акчӗсен 216 проектне эксперт хаклавӗ панӑ. Лару-тӑрӑва, граждансен ыйтӑвӗсене комплекслӑ тишкерни иртнӗ ҫул ачасене хӳтӗлес, демографи тата пӗтӗмӗшле халӑха хӳтӗлес ыйтусене татса парас енӗпе 20 ытла сӗнӳпе проект хатӗрлеме май пачӗ. Юлашки 4 ҫулта пурӗ 150 ытла сӗнӳ кӗртнӗ. Вӗсен хушшинче «Защитник» организацийӗн ӗçне палăртса иртессӗм килет. Ӑна республикӑра ТР Раисӗ пулӑшнипе Ача прависен уполномоченнӑйӗ пуҫарнипе ачасен хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама йӗркеленӗччӗ.
Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗн шайне ӳстермелли тӗп инструментсенчен пӗри — «Заступник» тӳлевсӗр мобильлӗ приложени, ун урлӑ ача тӳрех инкек сигналне пама пултарать — пулӑшу 2 минутранах килсе çитет.
Приложение максималлă оперативлӑ реакцие тивӗҫтерсе, васкавлӑ пулӑшу службисемпе интеграциленнӗ.
2025 çулхи январӗн 25-мӗшӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Нургалиевич Минниханов республикӑри демографи проблемине татса парас енӗпе программа хатӗрлеме хушрӗ. Уполномоченнӑйсене правительство адресӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсен комплексне сӗннӗ.
Республикӑн власть органӗсемпе пӗрле ачасене хӳтӗлес енӗпе 16 проект пурнӑҫланӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ 2024 ҫултан пуҫласа ӗçлеме пуçларӗ. 4 ҫулта пурӗ 39 проект пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫамрӑксене воспитани парас тата ашшӗ-амӑшӗсемпе ӗҫтешлӗхе аталантарас ыйтусем енӗпе тата 7 проекта 2025 ҫулта социаллӑ блок министерстви пурнӑҫлама сӗнет.
— Ҫемьесене, ҫемье хаклӑхӗсене упрас тата ҫирӗплетес енӗпе мӗнле ӗçсем илсе пыратăр?
— Республикӑра социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесен шучӗ 2 процент чакнӑ пулин те, ҫак ҫемьесенче пурӑнакан ачасен шучӗ самаях пысӑк — 3500 ытла.
2024 ҫулта пирӗн районта социаллӑ хӑрушӑ лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесен шучӗ 7 ҫемье пулнӑ, вӗсенче 12 ача ҫитӗнет, 2023 ҫулта — 6 ҫемье, вӗсенче 19 ача пулнă.
Тутарстан Республикинче 2 ҫултан ытларах реабилитаци срокӗпе учетра тӑракан ҫемьесен шучӗ ӳсни хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Сроксене тӑсни ачасен пурнӑҫне кӑткӑслатать, вӗсен прависене, пурнӑҫ пахалӑхне пайтах пӑсасси патне илсе çитерет.
Пирӗн районта ведомствӑсен хушшинчи 1 ҫултан ытла учетра тӑракан ҫемьесем ҫук.
— Ҫемьесенче пурӑнакан ачасемсӗр пуҫне приютсенче пурӑнакан ачасем те пур вӗт-ха. Ку енӗпе ӗҫ мӗнле пырать?
— Шел те, республикӑри социаллӑ приютсенчи ачасен шучӗ нумай: 6 уйӑхран пуҫласа 1 ҫула ҫитиччен — 271 ача; пӗр ҫултан аслӑраххисем — 66 ача.
Ҫемьене упраса хӑварас ыйту ҫивӗчлӗхне шута илсе, республикӑра Раис Рустам Минниханов пулӑшнипе тата ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй пуҫарӑвӗпе эрех- сӑра тыткӑнне лекнисене сиплес енӗпе «Урӑлӑх пӑнчи» ведомствӑсен хушшинчи проектра хутшӑнакансен йышне анлӑлатмалла.
Проект ҫирӗп те пысӑк результатсем кӑтартать. 2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ачасен 85 процентне ҫемьесене тавӑрнӑ. Ҫемьесен 30 процентне ӗнтӗ учетран кӑларнӑ. Лайӑх динамикӑллӑ ҫемьесен тепӗр 50 проценчӗ пирӗн тимлӗхре юлать. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен республика комиссине, сывлӑх сыхлав, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствисене асӑннӑ кăткăс категорири ҫемьесемпе уйрӑммӑн ӗҫленӗшӗн, ашшӗ-амӑшне ачисене тавӑрма пулӑшнӑшӑн уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗсем каларӗҫ.
— Ҫак проекта пирӗн районтан хутшӑнакансем пур-и?
— 2024 ҫулта пирӗн районта «Урăлăх пăнчи» проекта пӗр ҫемье хутшӑнчӗ, ашшӗ-амӑшӗсенчен иккӗшӗ те алкоголизмран сипленчӗҫ. 2025 ҫулта районти икӗ ҫемьерен 2 ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнать.
— Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене мӗнле пулӑшу пама палӑртнӑ?
— Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен проблемисене тимлемелле, ыйтăвӗсене оперативлă татса памалла. Сӑмахран, çар комиссариачӗпе пӗрле ӗҫленӗ кӑтартусем тӑрӑх, ятарлӑ çар операцине хутшăнакансен ачисене пӗр хутчен тӳлев илме справкӑсем панӑ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитет йышӑнӑвӗпе ашшӗсем ҫар операцине хутшӑнакансен районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче пӗлӳ илекен ачисене — 55 вӗренекене тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех вӗренекенсене районти «Чайка» тата шкулсенче йӗркелекен кӑнтӑрлахи лагерьсене тӳлевсӗр путевкӑсем параҫҫӗ.
Ятарлă çар операцине хутшӑнакансен ачисене шкул çулне çитичченхи пӗлӳ парас программăсене пурнӑҫлакан муниципаллă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче ачасене пӑхнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсенчен илекен тӳлеврен хӑтараҫҫӗ.
Мобилизациленӗ граждансен ҫемйисене шкулчченхи пӗлӳ паракан вӗренӳпе вӗрентӳ программисене пурнӑҫлакан çутӗç организацийӗсене черетсӗр кӗме ирӗк парăнать.
— Тӑлӑх ачасен прависене мӗнле хӳтӗлеҫҫӗ?
— 2024 ҫулăн вӗҫӗ тӗлне Ҫӗпрел районӗнче — 48 тӑлӑх ача регистрациленнӗ. Вӗсенчен 29 ача — опекунсен 21 ҫемйинче, 10 ача — воспитани пама илнӗ 7 ҫемьере, 9шӗ — усрава илнӗ 8 ҫемьере ӳсеҫҫӗ.
18 ҫул тултарсан, 8 ачана учетран кӑларнӑ.
Опекӑпа попечительлӗх органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе кризислӑ тапхӑрта ҫемьене ӑсатасси пирки ашшӗ-амӑшӗпе ӑнлантару ӗҫӗсем илсе пыратпăр, опекунсемпе усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне ачасене воспитани парас енӗпе тивӗҫсене пӑснӑшӑн явап тыттарма та палӑртаҫҫӗ.
— Сывлӑх енчен хавшакрах ачасемпе лару-тӑру еплерех?
— Ачасен сывлӑхӗ пиртен тимлӗх ыйтать. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче сывлӑх енчен хавшак ачасен шучӗ 14 процента ӳснӗ. Паян Тутарстанра çакăн пек ачасем 32 пин ытла. Пирӗн районта 76 инвалид ача пур.
2024 ҫулта республикӑра ачасем хутшӑннипе çул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ те ӳснӗ. Çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче суранланнă ачасен шучӗ 5% ӳснӗ, 17 ачан пурнăçӗ татăлнă.
Пирӗн районта 2024 ҫулта ача хутшӑннипе 1 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнӑ.
— Кӑҫал мӗнле тӗллевсем лартнӑ?
— Тимлӗхре тӑлӑх ачасем, инвалид ачасем, йывӑр çул çитменнисем, патшалӑх енчен тимлӗх кирлӗ ачаллӑ ҫемьесем, ҫавӑн пекех, тулашри сӑлтавсене пула ачасен вилеслӗхне тата суранланассине чакарас енӗпе профилактика мерисем йышăнасси — актуаллă пулса юлать.
— Эсир йышăнусем ирттеретпӗр терӗр. Йы-шӑнусене ӑҫта йӗркелетӗр?
— Ҫапла, пӗр-пӗр проблема килсе тухнă вăхăтра ман пата килме май пур.
Йышӑну графикӗ: эрнекун 14.00 — 16.00 сехетчен, шӑматкун 12.00 —14.00 сехетчен. Адресӗ: Кивӗ Ҫӗпрел, Центральная урамӗ, 12а ҫурт, «Созидание» çамрăксен клубӗ. Çаплах, ман пата 89274421006 телефон номерпе шӑнкӑравлама та, iskhakovaa14@yandex. ru электрон адреспа та çырса яма пулать.
— Калаçăвăршăн, тавтапуç!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев