Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачасен фестивалӗнче

Ачасен творчествин çуртӗнче «Ырӑлăх ман чӗрере» фестиваль иртрӗ.

Инвалид ачасен пултарулăх таланчӗсене палӑртас енӗпе çак мероприятие «Пăшăрхану» халăха социаллӑ пулӑшу кăтартакан центрăн специалисчӗсем районти культура уйрăмӗпе пӗрле йӗркеленӗччӗ. 

Ачасем фестивале питӗ тӑрӑшса хатӗрленсе килнӗччӗ. Сӑвӑсем вуларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, тӗрлӗ заданисем пурнăçларӗç. Фестиваль ӑшӑ атмосферӑра иртрӗ, ачасен творчество çурчӗ ҫак кун савӑнӑҫлӑ сасӑсемпе кӗрлесе тăчӗ.

Фестивальте районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата социаллӑ хӳтлӗх уйрăмӗн ертӳçин ӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Лилия Ракипова грамотăсемпе парнесем пачӗç.

Справка

Районта 1989 инвалид çын пурӑнать. Вӗсенчен 311шӗ — I-мӗш группӑна, 734шӗ — II-мӗш ушкăна, 944шӗ III-мӗш группӑна кӗреҫҫӗ. Районта 75 инвалид ача пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев