Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ачасем хаваслансах интересленеççӗ

Шкул театрӗ

Театр пултарулӑхӗ ачана аталантарма лайăх витӗм кӳрет.

Совет Союзӗн Геройӗ С. А. Уганин ячӗллӗ Матакри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пилӗк ҫул ӗнтӗ «Театра юратакан çамрăксем» ача-пӑча театрӗ ӗҫлет. 

Шкул директорӗ Марина Ермолаева пуҫламӑш классенче вӗренекенсем çӳрекен çак театр уроксем хыҫҫӑн, уроксем хыççăнхи мероприяти пулнă май, ӗçлени çинчен калать. — Шкул театрне — ачасен пултарулӑхне тата ытларах аталантарма йӗркеленӗ, — тет вӑл. — Театрта класс ертӳçисем Людмила Лысова, Татьяна Мосейкина, Маргарита Кузнецова ертсе пынипе 3 класра вӗренекенсем Арсений Ушаков, Алиса Спиридонова, Амалия Шумилова, Вероника Мишанкина, 2 класра вӗренекен Валерия Шумилова пултарулăхӗсене аталантараççӗ. 5 класра вӗренекен Кристина Емельянова — театра ертсе пыраканӗ.

Шкул театрӗнчи ачасем кашни ҫулах районти тата республикӑри мероприятисенче хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Хусанта иртекен «Сайяр» шкул театрӗсен коллективӗсен фестивалӗ. Çак фестивале республикӑра 1998 ҫултанпа ирттереççӗ. 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче шкул театрӗ ҫак фестивалӗн зона тапхӑрне тухать те йыхрав илет. 

— Паллах, куншӑн эпир ачасемпе питӗ савӑнтӑмӑр. Зона тапхӑрӗ валли пирӗн ҫамрӑк артистсем рольсене тата та лайӑхрах вӗренчӗç, юмахри геройсен костюмӗсем те питӗ илемлӗччӗ. Пире зона тапхӑрне кайма вӗрентес тесе районти Культура çурчӗн режиссерӗ Ринат Калимуллин тата районти çутӗç пайӗн методисчӗ Алсу Тумакова та килчӗҫ, — теҫҫӗ шкул театрне çӳрекен ачасемпе вӗсен ертӳçисем.

Пӗрлехи занятисем хӑйсен результачӗсене те панă. Зона тапхӑрне хутшӑнса, ҫамрӑк артистсем 35 театр хушшинче хисеплӗ 1-мӗш вырӑна çӗнсе илеççӗ тата вӗсене Хусана чӗнсе илсе, I степеньлӗ Диплом, 15 пин тенкӗлӗх сертификат параççӗ. 

— Эпир фестивале чӑвашла «Шӑши — ҫулҫӳревҫӗ» юмахпа хутшӑнтӑмӑр. Малтан спектакле шкулта кӑтартрăмăр, унтан Пӑвара финала тухрăмăр. Эпир кӑҫал та ҫак фестивале хутшӑнма шутлатпăр, — теҫҫӗ вӗсем. 

Паллах, пирӗн районти шкулсенче çакăн пек театрсем ӗçлени, вӗренекенсем искусство, творчество патне туртăнни савӑнтарать. Малашне, тен, эпир хамӑр районтан тухнă театр артисчӗсемпе мăнаçланма та пултарăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев