Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачасем турнира кӗтсе илчӗç

Пысăк шайри ăмăртăвăн 25 çуллăхне палăртса ирттерчӗç

Сентябрӗн 26-28-мӗшӗсенче Актанӑшра Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шарипович Шаймиевăн Кубокне çӗнсе илессишӗн çамрăксен регионсем хушшинчи наци кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. 

Мероприятие пăхма Хусантан эпир те кайрӑмӑр. Ӑмӑртусем «Батыр» спорт комплексӗнче иртрӗҫ. 50 яхӑн команда (хӑш-пӗр районсенчен икшер-виҫшер, Хусантан — ҫичӗ команда) пуçтарăннăччӗ — Л. Ю.), пурӗ 400 яхӑн ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ. 

Ҫак паллӑ ăмăрту кӑҫал хăйӗн 25 ҫуллăхне палӑртрӗ. Регионсем хушшинчи турнир пулнӑран, кӳршӗллӗ Пушкӑртстан Республикинчен, Оренбург облаҫӗнчен те килнӗччӗ. Командăсенчен малти вырăнсене: I — Альметьевск, II — Балтасински, III — Актанӑш районӗсен командисем çӗнсе илчӗç. Альметьевсксен командине така тата пур çӗнтерӳçӗ командăсене кубоксем, ачасене укҫалла парнесем пачӗҫ. 

Турнир питӗ хӳрӳ тата интереслӗ иртрӗ. Кавир ҫинчи кӗрешӳçӗсене ҫамрӑк судьясем сăнаса тăчӗç. Тӗп судья тивӗҫӗсене Челны кӗрешӳ федерацийӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Рамиль Хисматуллин пурнăçларӗ. 
Мероприяти пуҫланас умӗн эпӗ районти хӑш-пӗр тренерсемпе калаҫса илтӗм. «Ҫӗпрелсем килсе çитрӗç», — тенине илтсен, эпӗ хӑвӑртрах хамӑр ентешсем патне васкарăм. Тӗл пултăмăмр та, чун-чӗресенче кӑмӑллӑ пулса кайрӗ. Ҫӗпрелӗн команди 660 километр инçешӗнчен автобуспа килнӗ! Паллах, ачасем ывӑннӑ, анчах вӗсем пӗртте ӳпкелешмерӗç, пачах урӑхла, турнира килсе хутшӑнма пултарнӑшӑн савӑнчӗç. 

— Инçе çула кӗскетсе, Актанăша эпир кăмăлласах килтӗмӗр. Командӑра 11 ача, — тесе пӗлтерчӗ кӗрешӳ енӗпе тренер-преподаватель Фарит Ахметов. 

— Фарит Ислямутдинович, тавтапуҫ Сире! Паян Ҫӗпрел районӗнче наци кӗрешӗвӗ енӗпе ӗҫсем мӗнле пыраççӗ? 

— Районта спорт шкулӗ пур. Тӑватӑ филиалта тата центрта кӗрешӳ секцийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 70 ытла ача çӳрет. Спорт тӗсӗсене, уйрӑммӑнах кӗрешӳ тӗсӗсене аталантарасси администраци енчен тимлӗхсӗр юлмасть. Районта пухса йӗркеленӗ команда валли ҫӗнӗ спорт форми туяннӑ. Календарлӑ план тӑрӑх, ҫулталӑкра район шайӗнче вуннăран ытла ӑмӑрту иртет. 

— Актанăшри турниртан мӗнле туйӑмсемпе, пӗтӗмлетӳсемпе таврӑнтӑр эсир?

— Эпир тунӑ ҫитӗнӳсемпе кӑмӑллӑ. Ҫулталӑк хушшинче кӳршӗри Пӑва районне, Чӑваш Енри Шăнкăртан ялне тата ытти регионсене ӑмӑртусене кайма тӑрӑшатпӑр. Анчах пирӗн тӗп тӗллев — республика масштабӗнчи турнирсем. Ҫӗпрел районӗнчи спорт шкулӗнче вӗренекен Актанăшри регионсем хушшинчи ӑмӑртусенче тӑваттӑмӗш результата кӑтартрӗ. Палӑртнӑ тӗллевсем, плансем пур. Вӗсене пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр. Ачасем киленсех çӳретчӗр спорт шкулне, ашшӗ-амӑшӗсем пулӑшччӑр. Кӗрешӗве ытларах ачасене тата кӗҫӗн ҫулти ачасене явӑҫтарма тӑрӑшӑпӑр. 

Ӑмӑртусенче хамăн ентешӗмсене уйрӑмах тимлӗн сӑнама тăрăшатăп. Пирӗн район 50 команда хушшинче вӑтам картлашкасем ҫинче пулчӗ. Вӗсем килсе хутшăннипе кăна та — çӗнтерӳҫӗсем! Республикӑри вӑйлӑ, малта пыракан командӑсем хушшинче хӑйсене тивӗҫлипе палӑртрӗҫ. Малашне тата та пысӑк ҫӗнтерӳсем тумалла пултăрччӗ.


Лилия Юсупова, Хусан хули.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев