«Ачасем — савăнăçăм» мăнаçлăх
Альбина Журавлевапа Гульфия Хайрутдинован шăписем те, характерӗсем те тӗрлӗрен.
Анчах ҫак икӗ хӗрарӑма пӗр пӗлтерӗш пӗрлештерет — ывӑлӗсемшӗн мӑнаçлăх! Вӗсен ывӑлӗсем — йывӑр самантра хӑраса ӳкмен, аллине автомат тытнӑ ҫынсем.
Ҫапла, çак аннесене ҫӑмӑл мар — вӗсен ывӑлӗсем малти линире...
Альбина Валериевнӑпа Валерий Ксенофонтович иккӗшӗ те Тутар Саплӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
— Çемье çавăрнă чухне эпӗ — 18та, Валерий —22 ҫултаччӗ. Мăшăрланнă хыҫҫӑн колхоз пурăнмалли вырăнпа тивӗçтерчӗ. Вӑл пӗчӗк пулсан та, пирӗн пулнишӗн питӗ савăнтăмăр. Унтан майӗпен çак пӳрт ҫумне хушса тата тепӗр пӳлӗм турăмăр, кил-картиш, сарайсем, пахча туса хутăмăр, — тесе аса илчӗ Альбина Валериевна.
Тӗрлӗ ҫулсенче Альбинан колхозра доярка, фермӑра лаборантка пулса та ӗҫлеме тӳрӗ килет. Мăшăрӗ Валерий колхозра 15 ҫултан ӗҫлеме тытӑнни çинчен те калаçрӗ.
Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем тӑватӑ ачана пурнӑҫ парнеленӗ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗрӗ Ольга, ывӑлӗсем Родион, Виктор тата Максим ҫуралаҫҫӗ. Питӗ шел, аслӑ хӗрӗн Ольгăн пурнăçӗ трагедилле майпа татăлать. Журавлевсем хӑйсен ывӑлӗсенчен кашнинех ҫирӗп пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулăшаççӗ.
Родион ҫар тивӗçне Саратов хулинче пурнăçлать, унтан контрактпа ҫар службине Хусан хулинче малалла тӑсать. Паянхи кун тар (пороховой) заводне сыхлать. Иккӗмӗш ывӑлӗ Виктор — ветеринари врачӗ, Краснодарта пурӑнать. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Максим Шупашкарта программист профессине алла илет, 2019 ҫулта контрактпа служить тума пуçлать. Хальхи вӑхӑтра вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнать.
— Ывӑлăмсем ҫар службине суйласа илнине эпӗ хирӗҫ пулман, — тет Альбина Валериевна.
— Вӗсем çемьеллӗ ӗнтӗ — Родионӑн ывӑлпа хӗр пур, часах Максимăн мăшăрӗ те ача ҫуратма тивӗçлӗ, — хавасланса пӗлтерчӗ Альбина Журавлева. — Ывӑлăмăрсем — пирӗн мӑнаҫлӑх, — теҫҫӗ Журавлевсем. — Пирӗн мӗнпур ӗмӗт — тӗнчере, çӗршывра частарах тăнăçлăх вырнаçтăрччӗ! Вӑрҫӑсем ан пулчӑрччӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев