Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ачана ҫухатма питӗ йывӑр»

Çухату

 

Ку ҫапла пулнине, хăвăн пурнăçунта килсе тухсан кăна ăнланатăн. Пирӗн те çавăн пек хуйхă вутӗнче ҫуннӑ кунсем. Манӑн хӗрӗм, манӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрăм Елена чирлесе, ӗмӗрлӗхех пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

Юлашки икӗ ҫул хушши эпир «вут» ӑшӗнче пурӑннӑпа пӗрех. Хӗрӗм, Лена сасартӑк чирлесе ӳкрӗ. Ку мӗне пӗлтернине эпир малтанах ӑнланмарăмăр, ҫавӑнпа та больницӑсенче сипленмелли курссем нумай иртмелле пулчӗ. Пирӗн юлашки шанчӑк та операци хыҫҫӑн сӳнчӗ,  питӗ шел, вӑл яланлӑхах куҫне хупрӗ. Унӑн пӗчӗк ачи, унăн пурнăçне малалла тăсакан, пирӗн мӑнукăмăр тăлăха тăрса юлчӗ.

Лена ачаранах питӗ активлă ача пулса ӳсрӗ. Культура мероприятийӗсенче хутшӑнма юрататчӗ: юрлатчӗ, ташлатчӗ. Ҫавӑнпа та эпир ӑна юратса, «ҫӑлтӑрăмăр» теттӗмӗр. Ленăн çутă сăнарӗ район шайӗнчи, республикӑри мероприятисенче – «Созвездие – Йолдызлык» фестивальсенче сцена çине тухса юрлани паян унӑн сӑн ӳкерчӗкӗсенче, парнеленӗ Хисеп грамотисенче сыхланать. Питӗ шел, «çӑлтӑрăмăрăн» пурнӑҫӗ питӗ ир татӑлчӗ. Вӑл 27 ҫулта кăначчӗ. Анчах шӑпаран иртме ҫук, теҫҫӗ. Хӗрӗме пытарнӑ кунсенче эпӗ хам та тӗтре ӑшӗнче ҫӳренӗ пек пултӑм, халӗ те ҫак çаплах çӳретӗп. Пӗчӗк мӑнукăмăр пӗрмаях амӑшне кӗтет, унӑн сӑн ӳкерчӗкне курсан кашнинчех: «Хӑвӑртрах таврӑн, анне, нумай тӑтӑн вӗт», тесе йӗрсе, чун-чӗрене ыраттарать.

Юрать-ха ҫав кунсенче  тата халӗ те пулсан, пирӗн çухату ыратăвне, йывӑр хуйха пӗрле пайлакан, йăпату сăмахӗсемпе, пурлӑх пулӑшӑвӗпе пулӑшакан ырӑ ҫынсем нумай пулчӗç. Лена вилсен, ăна Мускавран илсе тавӑрма нумай тӑкак кирлӗ пулчӗ.

Культура ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем, кӳршӗсем, тăвансем, хурӑнташсем, эпӗ ӗҫленӗ коллектив – почта ӗҫченӗсем, Ленӑн тусӗсем, пирӗн ҫемьен хуйхине ăнланнă районти мӗнпур çынсем, ентешсем, ырӑ ҫынсем укҫа пухрӗҫ, ăна юлашки çула ăсатнă çӗрте пулӑшрӗҫ. Ленӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшакан врачсем те пысӑк ӗҫ турӗç.

Пурне те питӗ пысӑк тав! Çемйӗрсенче тӑнӑҫлӑх пултăр, ырă-сывă пурăнăр, хуйхă-суйхă çемйӗре, сирӗн килӗре пырса ан кӗтӗр!

Хисеплесе, Еленăн амăшӗ Елизавета  Еремеева, Чӑваш Шемӗршел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев