Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачана шкула яма мӗн чухлӗ укçа кирлӗ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем кăна юлчӗç

Ашшĕ-амăшĕн те пăшăрханмалли чылай: кĕске вăхăтра мĕн кирлине йăлтах илсе çитермелле. Паллах, шкул ачи валли чи малтан шкул формине туянмалла.

Тӗслӗхрен, районти пасарта çӳренӗ хыççăн, арҫын ачасем валли сӗнекен шкул форми 2500 тенкӗрен пуçланни палăрчӗ. Лайӑх пахалӑхлă материалтан тени  – 5550 тенке яхăн тӑрать. Комплекта брюкипе костюм ҫеҫ кӗреççӗ. Вӗсем ҫумне тата тепӗр тум илес тетӗр пулсан, хушма укçа тӳлемелле. Хӗрачасен шурӑ кофтисем вара 1000 тенкӗрен пуçланаççӗ тата юбка илмелле, вӗсем те çак хакран кая мар. Сентябрӗн 1-мӗшне шурă бантсăр епле каяс? Шурӑ колготкӑсем те кирлӗ. Колготкăсем 250 тенкӗрен кая мар тӑраҫҫӗ. 

Вӑрӑм е кӗске ҫанӑллӑ арҫын ачасен кӗписем 800 тенкӗрен пуҫланаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ малтанах хӗллехи сивӗ пирки шутлаҫҫӗ, водолазкӑсем, ӑшӑ свитерсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ.

Атӑ-пушмакăн хакӗ –  700-ран пуҫласа 1200 тенке ҫити. Спортпа интересленме кроссовкӑсем, шкул ӑшӗнче тăхăнса çӳремелли иккӗмӗш пушмака та хушсан, пӗр ачашăн сахалтан та  4000 тенкӗрен кая мар кирлӗ.

Шкул ачине кирлӗ пулнă тата тепӗр хатӗр – ку сумка. Пасарта вӗсенчен мӗн тӗрли кӑна ҫук-ши. Шкул ачисемшӗн ашшӗ-амӑшӗсем рюкзака ытларах кăмăллаççӗ. Вӗсем 800 тенкӗрен кая мар тӑраҫҫӗ. Ортопеди, ҫутӑлса тӑракан маяксем тата ытти майсем пулнă рюкзаксем икӗ пин тенке яхӑн тӑраҫҫӗ.

Сумкӑна чикмелли япаласем тата хаклӑрах пулӗҫ. 18 листаллă ҫӳхе тетрадăн хакӗ –12-15 тенкӗ.  Кун ҫумне хулӑн тетрадьсем, ӳкермелли альбомсем, дневниксем, кӑранташсем, сӑрӑсем, ҫавӑн пекех, кун çумне тата ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен укçисемпе туянакан кӗнекенсем, уйрӑм предметсем валли тӗрлӗ тетрадьсене те хушсан, чылай пысăк сумма килсе тухать. Хӑш-пӗр ҫемьесене шкула ик-виҫӗ е тӑватӑ ачана яма тӳрӗ килнине шута илсен, ку сумма икӗ хут пысӑкланать.

Ҫапах та, ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайăшӗ, укҫа мӗн чухлӗ тӑкаклани пӗлтерӗшлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ача шкула кайма пуçтарăнать, ку вара – ҫемьешӗн пысӑк праҫник.

ЫЙТĂМ

Фарида Нуретдинова:

– Пирӗн аслă ывӑл кӑҫал 11 класа каять. Вӗренекенсем иккӗн, кӗçӗнни 6 класа каять. Хальлӗхе нимӗн те илмен-ха. Анчах питӗ нумай япала кирлӗ. Аслӑ классенче укçа ытларах ЕГЭне хатӗрленмешкӗн «решебниксем» тата консультаци кӗнекисем валли каять пулӗ.

Светлана Насретдинова:

– Сентябрӗн 1-мӗшне хумханса кӗтетпӗр. Пирӗн ывӑл кӑҫал тӑххӑрмӗш класс хыҫҫӑн, Ульяновск хулине техникума вӗренме кӗчӗ. Иккӗмӗш ывӑл ҫиччӗмӗш класа каять, кӗçӗннине – 5 ҫул.  Çак эрнере пасара кайса килме шутлатпăр. Техникум студенчӗ, вӗренекен, ача садне çӳрекен валли те япаласем питӗ нумай илмелле. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан та нумай япала кирлӗ пулать. Ӳпкелешет тесе ан шутлăр, савăнăçлă чăрмавсем, кăмăллă тăкаксем кусем.

Альбина Шарафутдинова:

– Пирӗн ҫемьере виҫӗ ача. Аслӑ хӗрӗмӗр кӑҫал студентка пулса тӑчӗ. Вӗренекенсене те, студентсене те шкула хатӗрлесе ярасси питӗ хака ӳкет. Ӗçлесе тăратпăр, мӗн пулни çитӗ, сывлăх пултăр, ачасем хаваслансах пӗлӳ илччӗр!

Гулия Шарапова:

– Шкула хатӗрленесси хака ӳкрӗ, тесе калама пултараймастӑп. Ывӑлӑмăрăн пӗлтӗрхи тумтирӗ те юрӑхлӑ. Атӑ-пушмак, кӗпе тата «спортивка» туянтӑм, 3-4 пин тенкӗ пулчӗ ӗнтӗ. Канцеляри товарӗсене эпир илмен-ха, ку 1500 тенкӗ пулӗ, тетӗп.

Ирина Кузьмина:

– Эпӗ виҫӗ ача амӑшӗ, – тет Алсу. Кӑҫал ывӑлӗ тӑваттӑмӗш класа каять, хӗрӗ-пӗрремӗш класа, кӗҫӗнни халлӗхе ача садне ҫӳрет. Япаласем кăçал уйрӑмах хаклӑ. Иртнӗ çул Путин укҫи-тенки те  пулӑшрӗ, кӑҫал вара, шел пулин те, ҫук. Ҫемье бюджетне йывăра ан килтӗр тесе, пурне те майӗпен туянма тӑрӑшатпӑр.

Наталья Клементьева:

– Кӑҫал пирӗн ҫемьерен шкула тӑватӑ ача каять. 60 пин тенкӗрен кая мар кирлӗ пулӗ, тетӗп. Савӑнӑҫлӑ та, чылаях чӑрмавлӑ та пулăм. Япаласем туянма тӗрлӗ ҫӗре, пасарсене ҫӳретпӗр. Унта суйласа илесси те ытларах, хакӗ те йӳнӗрех. Капла самаях перекетлеме пулать.

Психологсем ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: пӗрремӗш класра вӗренекенӗн вуланине ӑнланма, сӑнама, шухӑшлама, хӑйӗн шухӑшне каласа пама пӗлмелле. Ҫакна вӑйӑсем урлӑ çӗнсе илме пулать.

Çакна та асра тытăр: 6-7 ҫулсенчи ача тимлӗхе 10-15 минутран ытла вăхăта пуçтарма пултараймасть, ҫавӑнпа ӑна канма тата вӑйӑсем выляма ирӗк памалла. Чи кирли – ачана мухтама ан манӑр, анчах ан ӳпкелӗр. Сывлӑхшӑн кашни кун виҫшер сехет уҫӑ сывлӑшра пулмаллине ан манӑр.

1 класа каякан ачан çаксене пӗлме тивӗçлӗ:

1. Хăйӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, адресне, ҫуралнӑ кунне;

2) Хăй пурăнакан çӗрти паллă вырăнсене;

3. Килти чӗрчунсем, тискер чӗрчунсем, кайӑк-кӗшӗксем, транспорт, тумтир, пахчаçимӗҫ, улма-ҫырла ҫинчен калакан информаци;

4. Юмахсем, картинкӑсем тӑрӑх каласа пама, 6-10 япалана асра хăварма, геометри фигурисене астуса юлма;

5. Çулталӑк вӑхӑчӗ, сӑвӑсем – вӗсем ҫинчен юмахсем;

6. 1рен пуҫласа 10 таран тата каялла шутлама, тӗрлӗ заданисене вунӑ минут хушшинче пурнӑҫлама пӗлмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев