Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ача – тӗп пассажир!»

Районта çавӑн пек акци ирттерчӗç. Çакăн пек мероприятисем те урамра сыхă пулма вӗрентеççӗ

Районта «Тимлӗх – ачасем!» профилактика мероприятийӗ шайӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗн тата «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн ӗҫченӗсен «Ача – тӗп  пассажир!» акцийӗ иртрӗ.

Ӑна водительсене ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗн проблемине явӑҫтарма, вӗренӳ учрежденийӗсен ҫывӑхӗнче хӑвӑртлӑх режимне сыхлама тата ачасене автомобильсенче илсе çӳретмелли правилӑсене пурнăçлаттарма тӗллев лартнӑ.

Акци вӑхӑтӗнче «Сказка» ача садӗнче ашшӗ-амӑшӗсемпе тата водительсемпе ачасене автомобиль салонӗнче хӑрушсӑр илсе çӳретмелли правилӑсем ҫинчен калаҫусем ирттерчӗç. Ача садне çӳрекенсене ача-пӑча автокреслипе мӗнле усӑ курмаллине каласа пачӗҫ, уҫҫӑнах кӑтартрӗҫ. Акцие хутшӑнакансене ҫутта тавӑракан элементсем валеçрӗç.

РФ Çул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх, ачасем 12 ҫула ҫитиччен автомобиль салонӗнче ятарлӑ автокресло çинче ларса çӳреме тивӗçлӗ.

– Ку закон кӑларакансен тӗллевӗ мар, пурнӑҫ валли кирлӗ услови. Ачасемпе çул çитмен çамрăксем – ҫул-йӗр юхӑмӗн чи пулăшусӑр хутшӑнаканӗсем. Вӗсем автомобиль салонӗнче пулнă чухне, вӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ туллин руль умӗнче ларакан çынран килет, – тет Çӗпрел районӗнчи Патшалăх инспекцийӗн уйрăмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов.

Ачасен çул-йӗр-транспорт инкекӗсен анализӗ кӑтартса панинчен, автоаварисенчен ытларахăшӗнче ачасем пассажирсем пулнă май сиен кураççӗ. Йывӑр сурансем илнин, ҫав шутра вилмеллех сурансем сăлтавӗ пулса ачасене автомобильпе илсе çӳретнӗ чухне тытса тӑракан хатӗрсемпе (автокреслопа) тата хӑрушсӑрлӑх чӗн пиҫиххийӗсемпе усӑ курманни пулса тӑрать. Шӑпах ашшӗ-амӑшӗсен тимсӗрлӗхӗ, ҫул ҫинче трагедисем кăларса тăратать те ӗнтӗ, теҫҫӗ автоинспекторсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев