Ача больницӑна пӗччен çеç кайма пултарать-и?
«Ача хӑй тӗллӗн медицина пулӑшӑвӗ илме поликлиникӑна кайма пултарать-и?». Фания, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ.
Хаçат вулаканăн ыйтӑвне Обязательнăй медицина страхованийӗн территорири фончӗн Пӑва хулинчи филиалӗн директорӗ И. Х. Гарипов хуравлать.
— «Раҫҫей Федерацийӗнче граждансен сывлӑхне сыхламалли никӗссем çинченхи» 2011 çулхи апрелӗн 21-мӗшӗнчи 323-мӗш номерлӗ Федераллă закон ( 2021 çулхи апрелӗн 30-мӗшӗнчи 323-ФЗ редакцийӗнче) Федераллă законпа килӗшӳллӗн, медицина пулӑшӑвӗ илмелли пӗлтерӗшлӗ услови пулса ашшӗ-амăшӗсенчен пӗри е çак Федераци саккунӗн 54 статйин 5-мӗш пайӗпе палӑртнӑ законлă представитель ирӗк пани пулса тӑрать.
15 ҫултан аслӑрах çулӗ çитмен ачасене çак Федераци законӗн 54 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн медицина пулӑшӑвне илме е ӑна пӑрахӑҫлама ирӗклӗ майпа ирӗк параççӗ
Апла пулсан, ку вӑл 15 ҫула ҫитменнисене ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри е законлă представитель пулмасан, врач патне хӑйсем тӗллӗн ҫӳреме ирӗк паманнине пӗлтерет!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев