Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Абхази — тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑклă ҫӗршыв

Çулçӳревре иртнӗ çуллахи кану ҫинчен

Ҫулла — ырлӑх, канлӗх вӑхӑчӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтӑн пур тутине те туйса илес тесе, пирӗнтен нумайӑшӗ ку уйӑхсенче канма кайма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче тинӗс хӗрне, ют çӗршывсене каясси те халӗ «модӑллӑ» пулса тӑчӗ. Эпир те, ҫемьепе пӗрле, кӑҫал канăва Абхазире ирттертӗмӗр. 
Тӗлӗнмелле ҫӗршыв, тӗлӗнмелле халӑх

Абхази пурне те хӑйӗн илемлӗ ҫутҫанталӑкӗпе илӗртет тесен, эпӗ пӗртте та йӑнӑшмăттăм. Инфратытӑм элле тем чухлӗ те аталанайман — хӑватлӑ заводсемпе фабрикӑсем ҫук. Анчах та тинӗс талккӑшӗ, субтропикри ӳсентӑрансем, Кавказри кукăр-макăр юхакан юханшывсем вара Абхазие уйрӑмах илем хушаççӗ.

Хальхи абхазсен тӗп пайӗ йӑлана кӗнӗ тӗне (абхаз монотеизмне) тытса пырать, официаллӑ майпа христиансем е мусульмансем пулса шутлаҫҫӗ пулин те. Абхазсем каланă тăрăх, вӗсем пурте юратакан Анцвана ӗненеҫҫӗ. Абхазири тӗн — пуçламăш монотеизмӑн, урӑхла каласан, этемлӗхӗн чи авалхи тӗнӗ, пирӗн кунсене ҫитнӗ авалхи тӗн. Абхазире темиҫе теҫетке православи храмӗсем, икӗ мăнастырь, йӑлана кӗнӗ абхаз тӗнӗн ҫичӗ сӑваплӑ çурчӗ, икӗ мечеть, католик тата лютеран чиркӗвӗсем, синагога ӗҫлеҫҫӗ. Халӑх 245 пин ҫынпа танлашать.

Халӑх кунта ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать теме ҫук. Тӗп тупӑш вӗсен — туристсен шучӗпе пурăнасси. Туристсен тӗп юхӑмӗ ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен тӑсӑлать. Хӗллехи ҫутҫанталӑка юратакансем те пур иккен. Кун ҫинчен лавкаçă Диана каласа пачӗ.

— Ҫынсем яланах апрель вӗҫӗнче — май пуҫламӑшӗнче канма килме пуçлаҫҫӗ. Ноябрь уйӑхӗнче шӑп пулать. Ку вӑхӑт кӑштах тунсăхлă. Анчах аптраса лармастпăр. Ҫав вӑхӑтра финик, мандарин, гранат, инжир пиҫсе ҫитет. Вӗсенчен хӗлӗпех компотсем, варенисем, пылак япаласем тӑватпӑр, кулинари хатӗрӗсем хатӗрлетпӗр. Вӗсем питӗ нумай пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир вӗсене ҫу ҫитессе кӗтсе, канакансене сутатпӑр. Эпӗ хам пенси ҫулне ҫитнӗ. Манӑн пенси пысӑках мар — 5000 тенкӗ илетӗп. Ывӑлăм вилчӗ. Манӑн мӑнукӑмсем Адлер хулинче ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем пулӑшаҫҫӗ. Раҫҫей гражданстви пуррисен пенсийӗ пысăкрах. Хӗлле вара юр ту тӑрринче ҫеҫ выртать, сивӗсем пулмаҫҫӗ. Пӳртсене электричествӑпа хутса ăшăтатпăр, сенкер топливо ҫук пирӗн, — тесе калаçрӗ.

Диана абхаз арҫынӗсем ҫуркунне пуҫламӑшӗнче, юр ӑшне пута-пута, ту тӑррине выльăхсене илсе хӑпарни, унтан эрне-пӗр-вунӑ кун хушшинче анни, сӗт-ҫу хатӗрлесе илсе килни ҫинчен те калаçӗ. 

Наци кухни 

Абхаз кухни ҫӗр ҫул хушши, ҫутҫанталӑкпа социаллӑ пурнӑҫпа экономика условийӗсене пула йӗркеленнӗ. Ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсемпе пӗрлех рационра тырӑ (вир, кукуруза) тата сӗт-ҫу продукчӗсем чылай пай йышăнса тӑраҫҫӗ. Иҫӗм ҫырли, мӑйӑр, тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ку кухньӑна пуян та уйрăмрах тӑваҫҫӗ. 

Тӗп издели кунта —кукуруза ҫӑнӑхӗнчен (маларах вир кӗрпинчен) хатӗрлекен мамалыга. Унран чурексем тӑваҫҫӗ. Ӑна мӑйӑр е чӑкӑт хушса тутлăлантарма пулать. Сӗт-ҫу продукчӗсемпе те ҫителӗклӗ усӑ кураҫҫӗ. Ытларах йӳҫӗтнӗ качака е ӗне сӗтӗпе усӑ кураҫҫӗ. Сӗтрен чӑкӑт тӑваҫҫӗ: ашвлагуан (сулугуни), ашвадза (йӳҫӗ сыр), ашвчапан, ачаюр е ахата ршвы (паста евӗрлӗ сыр), ахчат (сӗт ҫинчи сыр), ахача (тӑпӑрч евӗрлӗ чӑкӑт). 

Аш-какай продукчӗсенчен килти-кайăк кӗшӗк ашне ытларах хисеплеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, така, ӗне, сысна ашӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак апата хатӗрленӗ чухне аджикăпа хатӗрленӗ соуссемпе усӑ кураҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, Абхазири нумай апат-ҫимӗҫ питӗ ҫуллӑ, специсемпе ытларах усă курса хатӗрлеҫҫӗ.


Йӑла-йӗрке

Эпӗ маларах асăнса иртнӗ пек, вырӑнти халӑхсенчен нумайӑшӗ йӑлана кӗнӗ тӗн енлӗ. Урӑхла каласан, вӗсем Турă пуррине, пӗрлӗхне йышăнаççӗ, анчах уйрӑм тӗнпе кăна пурӑнмаҫҫӗ. Кун ҫинчен автобус водителӗ Альберт каласа пачӗ.

— Тӗн тӗлӗшпе кам мӗнле пурӑнас тет, ҫавӑн пек пурӑнать, нимӗнле хирӗҫӳлӗх те ҫук. Сӑмахран, ман асатте мусульман, асанне православнӑй çынниччӗ. Эпӗ хам православи тӗнне суйласа илтӗм. Чи пахи — пирӗн халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни. Уявсене эпир пурте пӗрле ирттеретпӗр. Кивӗлле Ҫӗнӗ ҫул чи пысӑк уяв пулса шутланать. Ҫав кун кашни килтех, çемье шучӗпе, автан пусаҫҫӗ, икӗ ҫулта пӗрре качака пусни паха пулса шутланать. Эпир тырпул, ҫумӑр, хӗвел туррисем пуррине пӗлетпӗр, вӗсене те шанатпăр, — терӗ вӑл.

Хӗрсене, пирӗнни пекех, качча параҫҫӗ, анчах туй эрни-эрнине пырать, унта ял çыннисем пурте хутшăнаççӗ, яланхи пекех, пиншер ҫын пуҫтарӑнать. Хӑнасене, ватӑсене уйрӑмах хисеплеҫҫӗ, вӗсене аксакал теҫҫӗ, вӗсенчен канаш та ыйтаҫҫӗ.

Абхазсем хӑйсен ҫӗршывне питӗ юратаҫҫӗ. Вӑл мӗнле йӑхран тухни ҫинчен легенда та пур. Турӑ халӑха ҫӗр валеҫсе панӑ, тет. Абхаз кăна килмен. Тепӗр кунне килнӗ те, ҫӗр ыйтнă. Турӑ вара: «Мӗншӗн эсӗ ӗнер килмерӗн? Эпӗ вӗт ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре валеҫсе патӑм», — тенӗ. Абхаз ӑна хирӗҫ: «Манӑн хӑнасем пурччӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене пӑрахса кайма пултараймарӑм. Мӗншӗн тесен хӑна — чи кирлӗ ҫын». 


Паллӑ вырӑнсем

Туристсем экскурсие каякан чи паллӑ вырӑнсенчен пӗри — Рица кӳлли. Ку — Кавказӑн чи илемлӗ вырӑнӗ. Унта 6 юханшыв юхса кӗрет, пӗри ҫеҫ юхса тухать. 

Рица кӳлли тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ тӗслӗ пулать, шывӗ вара яланах сивӗ те тап-таса. Кӳлӗри пулӑсене пӑхса савӑнма та пулать. Ҫак вырӑнсем ҫулпуҫăмăрăн Иосиф Сталинăн юратнӑ вырӑнӗсем пулнӑ, кунта унӑн темиҫе дачи пулни те паллӑ.

Абхазире шывсиккисем нумай. Чи пысӑккисенчен пӗри — Гег ятлă шывсикки. Вӗсемпе юнашар туристсем сăн ӳкерӗнеççӗ, канаҫҫӗ.

Ҫӗр хӑвӑлӗсем, упӑтесем, тигрсен зоопаркӗсем, эвкалипт, бамбук сачӗсем — пӗр сӑмахпа каласан, ку ҫӗршывра пӑхса савӑнмалли вырӑнсем питӗ нумай. Пирӗн патӑрти хурӑн йывăçне те ӳстерсе пăхнă. «Эпир сирӗн патăрти шурӑ шыв паракан йывӑҫа та лартса пăхрăмăр та, анчах та вӑл каймарӗ», — теҫҫӗ.
Чи чун-чӗрене тыткăлаканни вара, паллах, тинӗс. Вăл таса та лӑпкӑ пулни тӗлӗнтерет. 

Абхазин тата тепӗр уйрӑмлӑхӗ — серпантин ҫулӗсем. Хӑрушлӑх пур пек туйӑнать пулин те, кунта ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсем пулмаҫҫӗ. Абхазсем хӑйсем ҫул тӑрӑх питӗ хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ. Тусем ҫинчи ҫулсем ҫинче уйрăмах, ҫил пек вӗçтерсе çӳресе, канакан халăха хăратса пăрахаççӗ.

Эпӗ асӑннӑ пур япаласен те ăмсана-ăмсана, кану вăхăчӗ сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Чӑнах та, унти ҫутҫанталӑк — çăтмах. Анчах чӗрере юрӑ сӑмахӗсем янӑраҫҫӗ — «Хамӑр ҫӗршывра маншăн ҫӗрулми пахчи питӗ илемлӗ...»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев