90 ҫул сирӗнпе пӗрле – «Туган як» – «Тăван ен» хаҫат юбилейне ирттерчӗ
Районти Культура çуртӗнче «Туган як» – «Тăван ен» район хаҫачӗн 90 ҫуллăхне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Фойере хаçатăн тӑхӑрвунă ҫуллӑх историне çутатнă, тӗрлӗ çулсенче редакцире ӗçленӗ ӗçченсен сӑн ӳкерчӗкӗсем тата район музейӗнче сыхланнă пичет, полиграфи çинчен ӗçсем вырăн илнӗччӗ. Ҫаксем пурте хӑнасен тимлӗхне илчӗç.
Хаçат 90 ҫул хушшинче нумай улшӑнусем тӳснӗ. Ҫӗнелнӗ, хальхи вăхăтпа пӗрле утнă. Хальхи саманари технологисем вӑхӑтӗнче те вӑл хӑйӗн вулаканӗсен шанăçне çӗнсе илсе пурăнать, пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхать. «Туган як» хаҫатăн хӑйӗн сайчӗ, социаллӑ сетьсенчи ушкӑнӗсем пур, ҫакӑ вара район тулашӗнче пурӑнакан ентешсене тата виртуаллӗ анлăшра пулнисене районпа юнашар пулма, пулӑмсем çинчен хыпарсене пӗлме, район пурнӑҫӗ, унӑн ҫыннисем ҫинчен вулама тата хӑйсен шухӑшӗсене хăварма май парать.
90 ҫулхи историйӗ пулнă хаçат район администрацийӗпе халӑха çыхăнура тăма пулăшать. Ял хуҫалӑх, экономика, культура, ҫутӗҫ енӗпе хыпарсене уҫçăн, туллин вулакансем патне çитерет.
Çакăн çинчен хӑйӗн саламлӑ сӑмахӗнче район пуçлăхӗ Марат Гафаров та палӑртса иртрӗ.
– Юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланине йышӑнӑр. Ҫак уяв редакци ӗçченӗсемшӗн кӑна мар, районта пурăнакансемшӗн те паха пулӑм. Мӗншӗн тесен кашнийӗн пурнӑҫӗ, кӑшт кăна та пулин хаçатпа ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен тӑхӑр вунă ҫул район, унăн халăхӗ ҫинчен ҫырать хаçат. Унӑн страницисенче районӑн летопиçӗ. Содержанийӗ вуламалăх пултăр, интернет тапхӑрӗнче те пурӑнтӑр тесе тӗп редактор, корреспондентсем, яваплӑ секретарьсем, фотокорреспондентсем, журналистсем тăрăшаҫҫӗ. Вӗсем хаçатăн ҫӑлкуҫӗсем пулса тӑракан ветерансен опытне паян та ӑнӑҫлӑ малалла тăсаççӗ. Редакци, типографи ветеранӗсене кашнине чун-чӗререн тав тӑватӑп. Малашне те район хаҫатне вулакансем нумай пулччăр, ҫӗнӗлӗхсемпе савӑнтарса тăччăр, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
«Татмедиа» обществӑн медиа-директорӗ Альфия Адиятова:
– «Туган як» хаçат саманапа пӗрле утать. Хаҫатăн йӑлана кӗнӗ версийӗ те сыхланать, ҫав вӑхӑтрах вӑл интернетра та ӳсӗм илет. Хаҫатăн çирӗп никӗсне хывнӑ ветерансене пысӑк тав. Малашне те хавхаланса ӗҫлемелле пултăр, ăнăçусем сунатӑп, – терӗ.
Юбилей уявӗнче ăшă сунăмсене районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Данис Сатдинов, Хусанта, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсен тӗп редакторӗсем, ҫавӑн пекех, районти организацисен ертӳҫисем пӗлтерчӗç.
Ентешӗмӗр, поэтесса, филологи наукисен кандидачӗ Эльвира Сафина вара «Туган як» хаҫатшăн ятарлă сӑвӑ ҫырнӑ. Ăна Гузалия кӗвӗленӗ. Уявра çак «Татар моны» юрă Рашит Вахапов фестивалӗн лауреачӗ Зухра Валиуллина пурнăçланипе янӑрарӗ.
Районти культура çурчӗн ӗҫченӗсем пулӑшнипе хатӗрленӗ ҫак мероприяти савӑнӑҫлӑ, ӑшӑ лару-тӑру условийӗнче, пӗр самантрах иртсе кайрӗ. Парнелекенсем те нумай пулчӗç – Тав ҫырӑвӗсене, район йӗркеленнӗренпе 90 çул – юбилей медалӗсене, Хисеп грамотисене ветерансем те, ӗҫченсем те илчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев