Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

90 ҫул – пысӑк парне

Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан Сагдатбану Насертдиновна Низаева та 90 ҫула çитнине пысӑк парне тесе шутлать.

Çак уява вӑл кăмăллăн, тӗп никӗсре кӗтсе илет. Анчах та, кунта юлашки ҫулсенче ҫуллахи кунсенче кăна пулать иккен, хӗллехи вӑрӑм каҫсене ирттерме ачисем патне каять. «Кирек мӗнле пулсан та, хамăн никӗсӗм  пур, чун-чӗрене питӗ ҫывӑх», – тесе йăпанать.

Тӑватӑ ачана пурнӑҫ парнелет вăл. Пурне те аслӑ пӗлӳ парассишӗн мӑшӑрӗпе Иниятпа нумай вӑй хураççӗ. Уява ачисем, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем пуҫтарӑнса килнӗ. «Хамăр та аслă çулсенче пулсан та, анне çумӗнче эпир яланах ача пулса юлатпăр, çак туйӑмсене туйма пултарайнăшăн Турра тав тӑватпӑр», – теҫҫӗ ачисем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев