Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

90 ҫул — чикӗ мар

Кӗçӗн Упи ялӗнче пурăнакан Нина Козлова шăпине тав тăвать

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Кӗҫӗн Упи ялӗнче пурӑнакан, ӗҫ ветеранне Нина Сергеевна Козлована 90 ҫулхи юбилей ячӗпе саламларӗ.

Нина Сергеевна хӑйӗн пурнӑҫӗнче савӑнӑҫне те, хуйхине те сахал мар курнă. Унӑн шӑпи те вӑрҫӑ вăхăтӗнчи йывӑр ҫулсене тӳрӗ килнӗ пӗр çултисенни пекех: выҫлӑхне те туять, тăхăнма тумтирӗ те пулман. Анчах вӑл хӑйӗн шăпа сăнавне парăнмасăр, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, çемье çавăрать, ачасем ҫитӗнтерет. Турӑ Нина Сергеевнӑна вӑрӑм ӗмӗр пиллет, хисепре вăл, ачисем те, мӑнукӗсем те анне, асанне тесе кăна тăраççӗ. 

Нина Сергеевна Сергейпе Клавдия Кудряшовсен ҫемйинче, Кивӗ Упи ялӗнче ҫут тӗнчене килет. Ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче хутшăнать. Вăрçăран сывă таврӑнсан, колхозра тимӗрҫӗ пулса ӗҫлет. 
Çемьери пилӗк хӗртен чи асли Нина пулать. Хурăнвар-Шӑхаль шкулӗн 8 класне пӗтерет. Ульяновск хулинче стройкӑра ӗҫлет, унтан вербовкӑпа Бугульмана тухса каять.

1957 ҫулта Кӗҫӗн Упи ялӗнче пурӑнакан Виктор Петрович Козлова качча тухать. Мăшăрӗ колхозра механизаторта ӗҫлет, хӑй фермӑра пӑру пӑхакан пулса вăй хурать. 4 ача: 2 ывӑл тата 2 хӗр çуратса ӳстереççӗ. 

Паян Нина Сергеевна, оптимизмпа хастарлӑха ҫухатмасӑр, кашни ҫӗнӗ куншӑн савӑнса, кӗҫӗн ывӑлӗпе, кинӗпе пӗрле пурăнать. Аслă çулсене çитсе пынă вăхăтра ҫывӑх ҫынсенчен хисеп туйса, вӗсене кирлӗ пулса пурăнни вара, ку — пысӑк телей пуль, тетӗп.

Сумлă юбилейпе Нина Сергеевнӑна Марат Гафаров ăшшăн саламларӗ. Ырлăх-сывлăх, хастарлăх сунчӗ. Саламлă çыру тата парне пачӗ.

— 90 ҫул — вăл чикӗ мар, 95 те, 100е те çитме пӳртӗр, — терӗ район пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев