Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

70 çула çитнӗ арçынсем паянхи пурнăçпа кăмăллă пулни çинчен калаçаççӗ

«Ăҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ» текен каларăш ҫак кунсенче 70 ҫулхи юбилейне палăртса ирттернӗ Рустам Харисович Хамидуллин шӑпине те тӳрӗ килет. Ӑна юбилей ячӗпе саламлама районти администраци представителӗсем килнӗччӗ.

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин экономика аталанӑвӗ, финанс тата ял хуҫалӑх производстви енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗç тăвакан комитет, Мучелей  ялӗнче пурӑнакансен ятӗнчен юбиляра 70 ҫулхи юбилейпе саламларӗ, район пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвне пачӗ, сывлӑх тата ҫемье телейӗ сунчӗ. Районти ял хуҫалӑхӗпе  апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов ӗҫ ветеранне юбилей ячӗпе саламласа, Тутарстан Республикинчи агропромышленность ветеранӗсен Совечӗн тата Премьер-министрӗн çумӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Марат Зяббаров алă пуснă Тав ҫырӑвӗсене пачӗ, вăрăм ӗмӗр, ăнăçусем сунчӗ.  Ветерансен районти  совечӗн ертӳçи Роза Насибуллина юбиляра 70 ҫулхи юбилей ячӗпе саламларӗ, районти ветерансен пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав турӗ, ӑна малашнехи пурнӑҫӗнче ăнăçу, сывлӑх тата вӑрӑм кун-ҫул сунса парнесем пачӗ. Рустам Харисовича саламлама ҫак кун унӑн тусӗсем, ӗҫтешӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, тӗн деятелӗсем те килнӗччӗ.

Рустам Харисовичӑн сумлă та ҫутӑ пурнӑҫӗ Ҫӗпрел ҫӗрӗпе уйрӑлми ҫыхӑнса тӑрать, вӑл нумай ҫул хушши тӑван енпе унӑн халӑхӗн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлекен çынсенчен пӗри.

Юбиляр 1953 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Аслă Чăнлă ялӗнче колхозник ҫемйинче пӗрремӗш ача пулса ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Харис Исмагилович тата амăшӗ Рауза Хабибулловна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче ӗҫлесе пурӑнаççӗ. Ҫемьере ултӑ ача ӳснӗ. Ачаранах ӗҫе хăнăхса çитӗнеççӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче хисеплӗ ветеранӑн сурӑх кӗтӳне кӗтме те тӳрӗ килет, аслӑ классенче вӑл уй-хирте комбайнер помощникӗ пулса ӗҫлет.

Аслă Чăнлă шкулӗнче сакӑр класс пӗтернӗ, унтан Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче икӗ ҫул пӗлӳ илет. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ульяновск хулинчи шоферсен курсне вӗренме кӗрет. Ҫар тивӗçне Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пурнăçлать, запасри лейтенант. Ҫар служби хыҫҫӑн тӑван енне таврӑнать. Таврӑнсан «Ирек» колхозра грузчик пулса ӗҫлеме пуҫлать. Колхозпа ял ертӳçисем унӑн йӗркелӳçӗ талантне ҫавӑнтах асӑрхаççӗ, ӑна клуб заведующийӗ пулма сӗнеççӗ. Ку ӗҫе вӑл икӗ ҫул пурнăçлать. Анчах хӑйӗн ялӗн уй-хирне, çаранӗсене юратакан чун-чӗри тӑван колхозӗ патнелле туртӑнать. Вӑл колхоза ӗҫлеме таврӑнать. Малтан комплекслӑ бригадирта, унтан тӗрлӗ ҫулсенче агроном-семеноводра, выльӑх апачӗ туса илес енӗпе ӗçлекен ертӳçӗн çумӗ пулса вăй хурать. Куҫӑмсӑр майпа вӗренсе вӑрлӑх ӗрчетекен-агроном специальноҫне алла илет, квалификацие ӳстермелли курссенче вӗренет. Ӑна «Ирек» колхозри парти организацийӗн секретарӗ пулма та çирӗплетеççӗ. 1985 ҫулта «Авангард» колхоз председателӗн ӗçне шанса параççӗ. Ун чухне «Авангард» колхоз виҫӗ яла пӗрлештернӗ: Чӑваш Ишлӗ, Матак тата Мучелей. Колхоз районта кая юлакансен шутӗнче пулнӑ. Шӑпах çак тапхӑрта Мучелей  ялӗ ҫӗнӗ колхоз пулса уйрăлса тухать. Рустем Харисовича колхоза ҫӗнӗрен ҫӗклеме тӳрӗ килет. Вăл ертсе пынӑ вӑхӑтра кунта фермӑсен ҫурчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, ӗне сӑвакансемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе ҫӑмӑллатас тесе пурне те тӑваҫҫӗ, социаллӑ учрежденисемпе объектсене ҫӗнетеҫҫӗ, кӗперсем тӑваҫҫӗ. Кирек мӗнле ӗҫре ӗҫленӗ пулсан та, вӑл ахаль ҫыннăн  ӗҫне яланах хисепленӗ. Ҫак ял ҫыннисем паян та колхоз председателӗ пулнӑ ҫынна ӑшӑ сӑмахсемпе аса илеҫҫӗ. Вӗсем ӑна тав тӑваҫҫӗ, «вӑл питӗ кӑмӑллӑ ертӳçӗччӗ, пурне те итлеме пӗлчӗ, ҫынна нихҫан та çур сăмахран пӳлмерӗ, вӑл ыйтнине итлесе пӗтерсен, ăна яланах пулӑшма тӑрӑшрӗ», теҫҫӗ ун ҫинчен Мучелей ялӗн ҫыннисем. Ҫак пахалӑхсене пула ăна пурте хисепленӗ.

Тӗрлӗ ҫулсенче районта «Агроснаб» организацире инженер, Альметьевск газ управленийӗн Ҫӗпрел уйрӑмӗнчи участокӑн начальникӗ пулса ӗҫлет. Упи, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗсене газификацилес енӗпе хастар ӗҫлет, районти газоопределитель станцийӗ те вăл ӗçленӗ хушăра хута каять. Тивӗçлӗ канăва тухиччен 10 ҫул хушши районти «Сельхозхимия» предприятийӗн Тутар Паснапуç карьеринче начальник ӗçне пурнăçлать.

Унӑн чыслă ӗçне тӗрлӗ ҫулсенче РФ тата Ял хуçалăх министерствин, районти агроуправленийӗн, районти комитетăн Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чыслаççӗ, нумай хут Пилӗкҫуллӑх ӗç ударникӗн паллисем парсахаклаççӗ. Ӗҫ ветеранӗ ятне тивӗҫнӗ, район 90 ҫул тултарнӑ ятпа медальпе парнеленет.

Рустам Харисович час-часах: «Эпӗ мӑшӑрӑмпа телейлӗ пултӑм, вӑл маншӑн яланах шанчӑклӑ пулăшакан тата çирӗп тӗрек пулма пултарчӗ, унăн пулӑшăвӗсен эпӗ ăнăçусем тӑвайман пулӑттӑм», – тесе калама юратать. Вӑл хӑйӗн ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе ăнăçăвӗсенче мăшăрӗн те пайӗ пысӑк тесе шутлать. Фирдауса аппа ӗмӗр тӑршшӗпех шкулта ӗҫлет, ачасене тутар чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӗсем икӗ ачине пурнӑҫ параҫҫӗ, вӗсене иккӗшне те тивӗҫлӗ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Рустампа Фирдауса Хамидуллинсен паян виҫӗ мӑнук: Лиана, Самира тата Раян. Ачисемпе мӑнукӗсем – вӗсен чи пысӑк мӑнаҫлӑхӗ, савӑнӑҫӗ. Хӗрӗсем Чулпан, ывăлӗ Раян ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ, ывӑлӗ Рафис ҫемйипе Хусанта тӗпленнӗ.

Рустам Харисович, тивӗҫлӗ канура пулсан та, районти ветерансен канашӗн пурнӑҫӗнче, районти ветерансемпе пӗрле тӗрлӗ спорт мероприятийӗсенче хастар хутшӑнать. Общество ӗҫӗпе интересленет, ҫавӑн пекех  ветерансен районти совечӗн ертӳçин çумӗ ӗçне те пурнăçлать. Хăйсен кил хуҫалӑхсенче те выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп усраса пурăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев