Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

65 çул пӗр сукмака такăрлатаççӗ

Ăмсанмалăх çынсем

Ĕмĕтĕн ĕмĕрĕ вăрăм, теççĕ. Кивӗ Шемӗршел ялӗнче  пурăнакан Александр Александровичпа Юлия Александровна Никифоровсем мĕн пĕрлешсе çемье çавăрнăранпах ĕмĕтпе хавхаланса пурăнаççĕ.

Вӗсен иккӗшӗн те ачалăхӗ вăрçă çулӗсене тӳрӗ килнӗ, ир ӗçе кӳлӗнме тивнӗ. 1955 çулта, пӗр-пӗрне тӗл пулса çемье çавăрсан пурнăçри мӗнпур йывăрлăха пӗрле çӗнтерсе пыма тытăннă вӗсем. Пурăна-киле кил-йышра тăватă ывăлпа пӗр хӗр хушăннă, вӗсене ура çине тăратас тесе ялти хисеплĕ мăшăр ырми-канми тăрăшнă, ӗçе хăнăхтарнă, вӗрентсе кăларса, аслă пӗлӳ пама пулăшнă. Çав вăхăтрах чылай çемье пекех çурт-йĕрне лартнă, хуралтисене çĕнетнĕ, тĕп ĕçпе пĕрлех хуçалăхри ытти тивĕçе те чыслăн пурнăçланă.

Никифоровсен ӗç çулӗ тăван колхозӗпе çыхăннă. Александр Александрович мӗн ӗмӗрӗпех колхозра шофер пулса ӗçленӗ. Яланах тӗслӗхлӗ, çамрăксен наставникӗ пулать. Нумай хутчен чыслă ӗçӗшӗн Хисеп грамотисемпе, медальпе парнеленнӗ. Районти малта пыракан ял хуçалăх ӗçченӗсен слетӗнче те хутшăнать.

Юлия Александровна вара,  тӗрлӗ ӗçсенче ӗçленӗ: колхозăн анлă уй-хирӗнче гектарӗ-гектарӗпе чӗкӗнтӗр çитӗнтернӗ, кӗлетре вăрлăхлăх валли тырра ӗçе кӗртнӗ. Пур ӗçре те тăрăшулăхӗпе палăрнă.

– Пурнăç вăл кирек камшăн та пыл та çу мар. Пирĕншĕн те çавах пулчĕ. Çапах та пурнăçра нăйкăшнине, йывăрлăхсемшĕн ӳпкелешнине астумастăп. Ватлăх кунăмăрсенче çурт умне тухса ларса савăнмалăх, сап-сарă пӗренесенчен урамалла тăрăх пӳрт туса та лартрăмăр. Çапла ачасем ӳстерсе, ӗçлесе ӗмӗр иртни сисӗнмерӗ те, – тет Юлия Александровна.

Ӗç ветеранĕсем юнашар пĕр сукмака такăрлатма пикенни шăпах 65 çул çитрĕ. Ултă теçетке ытларах çула хыçа хăварнă ватăсем паян та шăкăл-шăкăл калаçса кунпа çĕре черетлеççĕ. Çемье пуçлăхĕ 89 çулта, кил хуçи хĕрарăмĕ 85ре-çке. Мухтав Турра, паянхи кун пĕрне-пĕри хавхалантарса, кӗçӗн ывăлӗпе кинӗн тимлӗхӗнче пурăнаççĕ. Ытти ачисем тӗрлӗ çӗрте: Ульяновск, Ишеевка, Самара, Пăва хулинче çемйисемпе, пурте вырăнти ӗçсенче ӗçлесе пурăнаççӗ, час-часах килеççӗ, ашшӗпе амăшне савăнтарсах тăраççӗ. Никифоровсен куç тулли савăнмалăх 10 мăнук, 14 кӗçӗн мăнук пур.

Никифоровсем хăйсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн, ял-йышшăн, кỹршĕ-аршăшăн та ырă тĕслĕхлĕ çемье. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пурăннăран вĕсем паян та мăшăр кăвакарчăн пек куçран-куçа пăхса ăнланаççĕ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев