Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

44 çул пӗр ӗçре

Ялти хисеплӗ çын

Çын хăйӗн ӗмӗрӗнче мӗн кăна курмасть-ши, мӗн кăна тӳссе ирттермест-ши: аваннине те, начаррине те. Ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем: «Ӗмӗр сакки сарлака»,  – тенӗ.

Эпӗ кунта хисеплӗ вӗрентекен Владимир Николаевич Ильин çинчен çырса кăтартасшăн. Вăл  Хулаçырми ялӗнче 1951 çулхи февралӗн 26-мӗшӗнче çут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ ӗçе ир-ирех тухса кайнă та, каçпа кăна килне таврăннă. Амăшӗ вара пир-авăр тӗртнӗ, ялта чаплă çӗвӗçӗ пулнă. Пӗчӗк Володьăна мӗн ачаранах килти выльăх-чӗрлӗхе пăхма тӳрӗ килнӗ, ӗçе юратакан ача ӳссе çитӗннӗ.

1958 çулта пӗрремӗш хут парта хушшине ларнă. Ялти 8 çул вӗренмелли шкула лайăх паллăсемпе кăна вӗçлесен, Аслă Аксу ялне вăтам пӗлӳ илме çул тытнă. Çак шкултан вӗренсе тухсан Владимир Николаевич колхозра тӗрлӗ ӗçсенче ӗçленӗ. 1969-1970 çулсенче ялти клубра библиотекарь çумӗ пулса вăй хунă. Ялта Культура çурчӗ тума пуçласан колхозран  ăна Хусан хулине, 9 уйăхлăх курса, баянист-хоровик специальноçне алла илме, вӗренме янă.  Унтан таврăнсан çак Культура çуртӗнче ӗçлеме пуçланă.

Владимир Николаевич салтака 1971 çул кайса, Витебск облаçӗнчи Полоцк хулинче Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçласа, сержант званийӗпе, 1973 çулта тăван ялне таврăнать. Унтан каллех Культура çуртӗнче баянист тата спорт енӗпе методист ӗçне илсе пырать. Каярахпа ялти вăтам шкула физкультура вӗрентекенӗ пулса ӗçе вырнаçать. Вăл яланах пӗлӗвне аталантарса пыма тăрăшать, çавна май куçăмсăр майпа Альметьевск  хулинчи физкультура техникумӗнче вӗренет. Ульяновск хулинчи И.Н.Ульянов ячӗллӗ патшалăх институчӗн физкультура уйрăмне пӗтерсе, диплом илет.

1998 çултан вара аслă квалификаци категориллӗ вӗрентекен, шкулта хӑрушсӑрлӑхпа пурнӑҫ никӗсӗ енӗпе уроксем илсе пыма пуçлать. 20 çул Хулаçырми вăтам шкулӗнче профсоюз организацийӗн ӗçне те пурнăçлать. Вӑл кирек ӑҫта ӗҫлесен те, вӑй хуни уҫҫӑнах курӑнать. Чыслӑ та тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн «Раççей Федерацийӗн çутӗç отличникӗ» паллăна та, районти профсоюз организацийӗн тата Тутарстан Республикин наукăпа çутӗç ӗçченӗсен профсоюзӗн Хисеп грамотисене, Тав çырăвне те тивӗçнӗ. Агитатор-пропагандист ӗçне тивӗçлипе илсе пынăшăн унăн сăн ӳкерчӗкне районти комитетăн Хисеп хăми çинче курма пулнă. Вăл, çаплах, «Ӗç ветеранӗ» те.

Шкулта ӗçленӗ çулсенче ачасене патриотизм туйăмӗпе воспитани панă çӗрте те унăн тӳпи пысăк пулать. Вӗренекенсене республика шайӗнче иртекен çарпа спорт мероприятийӗсене, конкурссене хутшăнтарма май туса парать. Çаплах, чăваш кӗрешӗвне йӗркелесе янă. Ачасемпе пӗрле районти, регионсенчи ăмăртусенче кӗрешсе, нумай грамотăсем çӗнсе илнӗ. Унăн спортсменӗ Юрий Мугин вара «Спорт мастерӗ» ята тивӗçет. Владимир Николаевич 44 çул тăван шкулӗнче ӗçленӗ хыççăн, 2019 çулта, тивӗçлӗ канăва кайрӗ.

Реклама

Владимир  Ильин обществăлла ӗçсенче те хастар. Ăста купăсçă ялта иртекен творчество отчечӗн концертӗнче те хаваспах хутшăнать, ташласа, юрласа ял халăхне савăнтарать. Районта йӗркеленӗ пенсионерсен «Хӗлхем» чăваш фольклор ансамблӗн коллективӗпе пӗрле Шупашкар, Хусан хулисенче ирттерекен фестивальсенче хутшăннăшăн Дипломсене тата лауреат ятне тивӗçлӗ пулать. Хастар спортсмен, аслă çулсенче пулнине пăхмасăр, район шайӗнче тата кӳршӗ регионсенче ирттерекен йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче, 60-70 çулсенчи арçынсем хушшинче, малти вырăнсене çӗнсе илет. Районти пенсионерсен хушшинче чупса, винтовкăран персе, дартс енӗпе иртекен ăмăртусенче те, çаплах, малти вырăнсене çӗнсе илсе, дипломсемпе парнесем илме тивӗçлӗ пулать. Ялта иртекен ырă ӗçсене йӗркелесе, ӗçе пуçаракан та вăлах.

Çемьере те тимлӗ мăшăр, ачисемшӗн юратнă атте. Мăшăрӗпе Екатеринăпа, икӗ хӗр пăхса ӳстерсе, пурнăç çулӗ çине тăратрӗç. Халӗ Николай Владимировичăн 5 мăнук.

Çапла, пурнăç урапи шав малалла чупать, пурнăç тулли те илемлӗ пулнишӗн савăнатăн.

Зинаида Манякова, Хулаçырми ялӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев