«34 миллион тенкӗлӗх налуксемпе тӳлевсем ҫинчен 252 ӗҫлӗ документ пур»
Суд приставӗсем
Кӑҫалхи çулăн ултӑ уйӑхӗнче суд приставӗсен федераллă службăн Тутарстан Республикин управленийӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗ 92 млн. тенкӗлӗх 2960 ӗçлӗ производство хускатнă, 45 миллион тенкӗлӗх 2512 ӗçлӗ производствине пăнчă хунă.
Кун çинчен пире уйрăмăн пуҫлӑхӗ – Раççей Суд приставӗсен федераллă службин ТР енӗпе управленийӗн Çӗпрел районӗн аслӑ суд приставӗ, шалти службăн лейтенанчӗ Рамиль Калимуллин пӗлтерчӗ.
– Юридически сӑпатсенчен бюджета тата бюджет тулашӗнчи патшалăх фончӗсен парӑмӗсене шыраса тӳлеттересси ҫинчен 296 исполнительнăй производствӑна чарса лартнӑ. Мӗнпурӗ ӗç хакӗ енӗпе 452000 тенкӗлӗх парăма тӳлеттересси çинчен 9 исполнительнăй производство пăхса тухнă. Çаплах, пирӗн уйрăм 34 млн. тенкӗлӗх налуксем тата тӳлевсем тӳлеттересси çинчен 252 исполнительнăй документ пурнăçланă, çак категорири производствăсен пӗтӗмӗшле шучӗ 2020 çулта 24 млн. тенкӗлӗх 102 исполнительнăй производства тӳрӗ килет. Суд вăхăтӗнче судсем административлă правона пăснăшăн хывнă штрафсене тӳлеттерес енӗпе ӗçлӗ производствăсен пӗтӗмӗшле шучӗ 1 млн. 642 тенкӗлӗх 442 исполнительнăй документ регистрациленчӗ, 865000 тенкӗлӗх 228 исполнительнăй производство вӗçленчӗ. Пирӗн уйрăмра 2020 ҫулхи 6 уйăх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 3 млн. та 688 пин тенкӗлӗх алимент парăмӗсене тӳлеттересси çинчен 81 исполнительнăй производство пурнӑҫланать.
«Исполнительнăй производство çинчен»хи федеральлӗ закон тӗлӗшпе 899 пин тенкӗлӗх 20 исполнительнăй производство пур. Икӗ исполнительнăй производствӑна суд приставӗсен тепӗр уйрăмне ятăмăр. Пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2 млн. та 456 пин тенкӗлӗх 59 исполнительнăй производствăн 21-шӗ алимент тӳлевне хӑй ирӗкӗпе пурнӑҫлать. 30 ӗҫлӗ тӑвакан производство енӗпе парăмсем ӗç хакӗнчен тата ытти тупăшран тытăнаççӗ. Алимент тӳлемен çичӗ çыннăн пурăнмалли вырăнӗсем паллă пулманнипе вӗсене шырав пӗлтернӗ.
2020 ҫулхи ултӑ уйӑхра суд приставӗсем – исполнителӗсем парăмлă çичӗ çынна РФ КоАП 5.35.1 ст. енӗпе административлă наказани панă. Ҫавӑн пекех Уголовнăй кодексăн 157 статйинчи 1 пайӗпе парăмлă 1 ҫын тӗлӗшпе обществăлла ӗç хускатнă. Вӑл ачасене воспитани парассишӗн укҫа тӳлемерӗ, урӑхла каласан, ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне пурнӑҫламаншӑн айӑпланать.
Алимент тӳлеме тивӗҫлӗ вунӑ ҫыннӑн пурлӑхне арестленӗ, парӑмлă 59 çыннăн Раҫҫей Федерацийӗн тулашне тухмалли правине чикӗленӗ. Парăмӗсене ӗҫ укҫинчен тытса юласси çинчен 30 решени кăларнă тата ӗç паракана ярса панӑ, – тет Рамиль Калимуллин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев