Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

30 ҫул иртсен тӗл пулчӗç

Хулаҫырми вăтам шкулӗнчен 1995 çулта вӗренсе тухнисем каллех пӗрле пухӑнчӗҫ

Пӗр çуллахи кун, Г. Т. Семенов ячӗллӗ Хулаҫырми вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнисем, тӑван шкула хаваспах пухӑнчӗ. Пӗрле вӗреннисем пӗр стильпе — илемлӗ атлас лентӑсемпе килчӗç, чӑн-чӑн шкултан вӗренсе тухакансен сӑнарӗсене калӑпларӗç. 

Шкулта хӑйне евӗр атмосфера хуҫаланчӗ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем шкул ҫулӗсене, вӑл вӑхӑтра питӗ кирлӗ те интереслӗ пек туйӑнакан вӗҫӗмсӗр уроксене ӑшшӑн аса илчӗҫ. Тӗлпулӑва чылай ҫул каялла хăйсене наукӑсене кӑна мар, пурнӑҫа та вӗрентнӗ вӗрентекенӗсене чӗннӗччӗ. Ҫак кун педагогсем хӑйсен ӳссе ҫитӗннӗ вӗренекенӗсене ăшă кулӑпа сӑнарӗç.

Хӑшӗ-пӗри хăйсен ачисен историйӗсемпе паллаштарчӗ, хӑшӗ-пӗри карьерӑри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен калаçрӗ, хӑшӗ вара ҫамрӑклӑхпа шухӑшсӑрлӑх атмосферипе киленчӗ. Ҫак кун пурте асаилӗве путса, хӑйсен кулленхи ӗçӗсене, чăрмавӗсене манчӗҫ. Виҫӗ теҫетке ҫул сисӗнмесӗр иртнӗ иккен, анчах шкулти туслӑх, пурне те вӑхӑтӑн куҫа курӑнман ҫипписемпе ҫыхӑнтарса, чӗрисене ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлнӑ. 

Юбилейлӑ тӗлпулу нумайлӑха асра юлмалли, чӑн-чӑн пулӑм пулса тӑчӗ. Пӗрле вӗреннисем ҫамрӑк чухнехи хӗрӳлӗхе тата хутшӑну савӑнӑҫне упраса хӑварчӗҫ. Мероприятие питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ, малтанхи самантсенчех пӗрлӗх тата савӑнӑҫ палăрчӗ. Вӗрентекенсемпе шкултан 30 çул каялла вӗренсе тухнисем пӗр-пӗрне туллилентерсе, ӑшӑ та чун-чӗрене ҫӗклентерекен атмосфера туса хучӗç.

Вӗрентекенсене тав туса парнесем: термоссем, чечек ҫыххисем тата палантинăсем пачӗҫ. 1995 ҫулта вӗренсе тухнисенчен шкул валли торжествăлла уявсем ирттерме паха сӗтел ҫитти юлчӗ. Фуршет та йӗркеленӗччӗ.

«Тавах вӗрентекенсене ҫак илемлӗ куна пирӗнпе пайланӑшӑн! Ҫак тӗлпулу асаилӗвӗсем чӗресене ӑшӑтчӑр, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалант-арччӑр!» — тесе тав турӗç пӗрле вӗреннисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев