Реклама
Хыпарсем
3-7 çулхи ачасене пособие çӗнӗлле тӳлӗç
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен ачана ҫӗнӗ виҫепе пособи илме ыйтса заявлени пама май пур.
Заявление электронлă майпа Пӗрлехи патшалăх тата муниципаллă пулăшусен порталӗ е Тутарстан Республикин патшалӑх тата муниципаллă пулăшусен порталӗ урлӑ пама май пур. Кун çинчен республикăри пурлăх пулăшăвӗн центрӗн 18-мӗш уйрăмӗн заведующийӗ Гульназ Аюпова пӗлтерет.
Çемьене пулăшу кирлине шутлассишӗн, ӗҫленинчен тата предпринимательство ӗҫ-хӗлӗнчен кӗнӗ тупӑша, пенсие, стипендисене, вкладсем енӗпе процентсене, пурлӑха арендӑна панинчен илӗннӗ тупăша, алиментсене тата социаллӑ тӳлевсене те кӗртсе, пособие палăртас умӗнхи юлашки 4 уйăхри тупăшсем çинченхи даннăйсемпе усӑ курӗҫ.
Енчен пособи ыйтса заявлени çырнă датăна çемьен çын пуçне тӳрӗ килекен тупăшӗ Тутарстанра палӑртнӑ çын пуçне тӳрӗ килекен пурăнмалли минимумӗнӗнчен иртмесен, 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачасене кашни уйӑхсерен палăртакан тӳлеве пурӑнмалли минимумăн 50 проценчӗ шайӗнче палӑртаҫҫӗ. 2021 ҫулта ку 4 997,50 тенке тӳрӗ килет (пурӑнмалли минимум – 9 995 тенкӗ).
Енчен ҫемьен çын пуçне тӳрӗ килекен вăтам тупăшӗн калăпăшӗ, ачасемшӗн уйӑхсерен тӳлеве шута илсе 50 процент калăпăшӗнче шута илнӗ пулсан, заявлени кӗнӗ дата тӗлне Тутарстанра палӑртнă пурӑнмалли минимум калăпăшӗ ӳсмесен, кашни уйӑхсерен палăртакан тӳлевсене пурӑнмалли минимумăн 75 проценчӗ туса тӳлеҫҫӗ, урăхла каласан 7 496,25 тенкӗ.
Енчен ҫемьен çын пуçне тӳрӗ килекен вӑтам тупӑш калăпăшӗ, ачасемшӗн уйӑхлăх тӳлеве шута илсе, пурӑнмалли минимумăн 75 процент калăпăшӗнче шутланнă пулсан, заявлени кӗнӗ дата тӗлне Тутарстанра палăртнă пурӑнмалли минимумăн калăпăшӗнчен иртмесен, вăл пурăнмалли минимумăн 100 проценчӗ (9 995 тенкӗ) чухлӗ тӳленет.
Справка
Уйӑхлăх тӳлев палӑртнӑ граждансене, вӗсен заявленийӗсемпе килӗшӳллӗн, пособисене çӗнӗрен шутлӗç.
Заявленисене 2021 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев