Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

2026 ҫулта социаллӑ пенси камсене тивӗçӗ

Тутарстанра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ватлӑхпа социаллӑ пенсие 2026 ҫулта илме пултарӗ.

Тутарстан çыннисем ватлӑхпа икӗ пенси илеҫҫӗ: страховани тата социаллӑ пенси. Хальхи правилӑсем тӑрӑх, страховани пенсине илес тесен 15 çултан кая мар ӗҫ стажӗ, ҫавӑн пекех 30-тан кая мар пенси балӗ пулмалла. Тивӗçлӗ стажӗ е балӗсем пулман республикӑра пурӑнакансем социаллӑ пенси илекенсем пулса тăраççӗ.

2026 ҫулта ватлӑхпа социаллӑ пенсие 1957 ҫулта ҫуралнӑ арҫынсем тата 1962 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмсем тухма пултарӗҫ. Кун пек чухне ҫыннӑн социаллӑ пенсие тухассинчен пӑрӑнма тата хушма стажпа пенси балӗсем ӗҫлесе илес, социаллӑ пенсирен пысӑкрах страхлав пенсине тивӗҫес тесе малалла ӗҫлеме ирӗк пур.

2026 ҫулта социаллӑ пенсийӗн чи пӗчӗк виҫи 9424,1 тенкӗпе танлашӗ. Енчен те ку пенсионерăн илме пултаракан пӗртен-пӗр тупăшӗ пулсан ăна пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫине ҫитмелӗх социаллӑ хушма тӳлев парӗç. Вӑл Тутарстанра çитес çул 16 098 тенкӗпе танлашӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев