2026 çулта ГТО енӗпе улшӑнусем
Спорт
2026 ҫулхи январь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ВФСК «ГТО» нормативӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ, уйрăмлăх паллине илнӗ физически çынсем НДФЛ енӗпе уйăхне 1 000 тенкӗ шайӗнче налог вычетне илме пултарӗç.
Пӗр календарлă ҫулталăкра çак вычета илес тесен виҫӗ условие пурнӑҫламалла:
ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫламалла;
ГТО уйрӑмлӑх паллине илмелле е ҫирӗплетмелле;
диспансеризаци е профилактика медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла.
Унчченрех налук вычетне илессишӗн пурӗ те диспансеризаци кăна кирлӗ пулнă. Халӗ професси тӗрӗслевӗ те ҫителӗклӗ, ҫакӑ процедурӑна чылай ҫӑмӑллатать, уйрӑмах 40 ҫултан кӗҫӗнреххисем валли, вӗсем диспансеризацие виҫӗ ҫулта пӗр хут иртеҫҫӗ, професси тӗрӗслевӗ вара – ҫулсерен иртет.
Налог вычечӗ мӗнпур условисем пурнăçланнă çулталăкăн кашни уйăхӗшӗн, медицина тӗрӗслевӗ иртнине тата нормативсене панине пăхмасăр, парăнать. Чи пахи – мӗнпур условисем те пӗр çулталăкăн декабрӗн 31-мӗшӗччен пурнăçланччăр. Çавна май, çак сумма çулталăкра 12 000 тенке тӳрӗ килме пултарать.
Налук вычетне, ҫавӑн пекех, ГТО палли пулнă, анчах ӑна ҫирӗплетмешкӗн нормативсене тепӗр хут пурнӑҫланӑ граждансене ҫав календарлă ҫултах, медицина тӗрӗслевӗ е диспансеризаци иртсен параҫҫӗ.
Нормативсем
Нормативсен ӳсӗм картлашкисене палӑртнӑ:
6 ҫултан пуҫласа 19 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем валли – икӗ ҫула пӗр утӑм;
20 ҫултан аслӑраххисемшӗн – пилӗк ҫула пӗр утӑм;
6 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасем шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче физкультура урокӗсенче алла илнӗ хӑнӑхусем енӗпе сăнав иртеççӗ.
Уйрăмлăх паллисене илмелли йӗркене улӑштарнӑ. Маларах спорт званийӗсем е разрячӗсем пулнă хутшӑнакансем кӗмӗл паллӑна ылтӑнччен ӳстерме ирӗк пулнӑ, анчах та 2025 ҫулхи июлӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа кун пек май ҫук. Халӗ ылтӑн паллӑ илмешкӗн, спорт кӑтартӑвӗсене пӑхмасӑр, пур тӗрӗслеве те ӳсӗм картлашкийӗн норма-тивӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев