Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

2025 çулта 120 канмалли кун пулать

Ӗнер. Паян. Ыран

Пилӗк кунлӑх графикпа ӗҫлекен Раҫҫей ҫыннисем 2025 ҫулта 247 кун ӗҫлӗҫ, 118 кун канӗҫ. Кун ҫинчен РФ Правительствин постановленийӗсенчен паллă пулчӗ.

Ҫитес ҫул январӗн 1-8, февралӗн 23-мӗшӗ, мартăн 8-мӗшӗ, майӑн 1-мӗшӗ, майӑн 9-мӗшӗ, июнӗн 12-мӗшӗ, ноябрӗн 4-мӗшӗ кану кунӗсем пулса тăраççӗ. Хӑш-пӗр уяв кунӗсем канмалли кунсене тӳрӗ килнӗрен, Министрсен Кабинечӗ ӗҫлемелли мар кану кунӗсене майӑн 2-мӗшпе 8-мӗшӗсене, июнӗн 13-мӗшне, ноябрӗн 3-мӗшне тата декабрӗн 31-мӗшне куҫарма ҫирӗплетрӗ.

Ҫӗнӗ ҫул каникулӗ 11 кун (декабрӗн 29-мӗшӗ —январӗн 8-мӗшӗ), май уявӗсем — икӗ хут тӑватӑ кун (майӑн 1-4-мӗшӗ, майӑн 8-11-мӗшӗ) иртеҫҫӗ. Июнь уйӑхӗнче те Раҫҫей ҫыннисем тӑватӑ кун умлӑн-хыҫлӑн (июнӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен) канаҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне Тутарстанра канмалли кунсем мартăн 30-мӗшӗ (Ураза-Байрам), июнӗн 6-мӗшӗ (Курбан-Байрам), августӑн 30-мӗшӗ (Тутарстан Республикин кунӗ) тата ноябрӗн 6-мӗшӗ (ТР Конституци кунӗ) пулса тӑраҫҫӗ. Мартăн 30-мӗшӗпе августӑн 30-мӗшӗ вырсарникунсене тӳр килеççӗ, канмалли кунсене куçармаççӗ.

Çитес ҫул республикӑра пурӑнакансем икӗ кун ытларах — 120 кун канӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев