2024 ҫулта уйрӑм предпринимательсем валли улшӑнусем кӗртеҫҫӗ: обязательнӑй «страховой взнос» ӳсет
Программăсем
Кӑҫал уйрӑм предпринимательсем валли — «индивидуальный предпринимательсем» валли улшӑнусем кӗртеҫҫӗ.
— Налог хумалли ансат системăн (УСН-упрошенная система налогооблажения) потребителӗн лимичӗ ӳсет. Кун пирки интернет пӗлтерет. УСНпа усӑ курассишӗн ҫулталӑкри тупӑш 265,8 млн. тенкӗ пулмалла.
Анчах ҫулталӑкри тупӑш 199,35 пин тенкӗрен иртсен, «Доходы» енӗпе налог стандарчӗ 6 процентран пуҫласа 8% таран, «Доходы минус расходы» енӗпе — 15 процентран пуҫласа 20 процент таран ӳсет.
2024 ҫулта уйрӑм предпринимательсем валли взноссем ӳсеççӗ — ку сумма 49500 тенке тӳрӗ килет. Ку вӑл 2023 ҫулхинчен 3658 тенкӗ ытларах. Малтанхи пекех, 300 пинтен ытларах тупăшшăн пӗтӗмӗшле тупӑшран 1% ытла тӳленет, анчах 277571 тенкӗрен ытла мар. «Страховой взноссен» чи пысӑк виҫи —327071 тенкӗ.
Уйрӑм пред-принимательсемшӗн шут-хисеп тăвасси улшӑнать. Тупӑшсемпе тӑкаксен кӗнекин — «Книга учета доходов и расходов» форми улшăнать. Ӑна мӗнпур предпринимательсем те илсе пымалла. Ӑна илсе пыманшăн е тӗрӗс мар тултарнăшăн 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Деклараци бланкӗ улшӑнать.
Ӗҫлекенсемшӗн отчет формисем улшӑнаҫҫӗ.
Ӗҫлекенсемшӗн «страховой взнос» сумми улшӑнать. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи — МРОт 19242 тенкӗ. Предпринимательсем ӗҫлекенсемшӗн МРОТ суммишӗн 30 процент чухлӗ взнос тӳлеҫҫӗ, ҫак суммӑран иртнӗ суммăшăн — 15 процент.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев