Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

2024 çулта ППЭ памалли кунсене çирӗплетрӗç

Экзаменсем

Раççейре Пӗрлехи патшалăх экзаменне 2024 çулта памалли кунсене палăртрӗç.
Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен тӗп тапхăрӗ майăн 23-мӗшӗнчен пуçланать, июлӗн 1-мӗшӗччен пырать. ППЭ палăртнă вăхăтран маларах парас текенсем мартăн 22-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 22-мӗшӗччен тытма пултараççӗ, хушма тапхăр — сентябрӗн 4-23-мӗшӗсенче иртӗ.

Тӗп тапхăрти экзамен тытмалли предметсен кунӗсем çапларах:
Майăн 23-мӗшӗнче — географи, вырăс литература тата хими; майăн 28-мӗшӗнче — вырăс чӗлхи; майăн 31-мӗшӗнче — математика; июнӗн 4-мӗшӗнче — обществознани; июнӗн 7 тата 8-мӗшӗсенче — информатика; июнӗн 10-мӗшӗнче — истори тата физика; июнӗн 13-мӗшӗнче — биологи тата ют чӗлхе (çырса);
июнӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче — ют чӗлхе (сăмахпа каласа).

Июнӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 1-мӗшӗччен пӗрлехи патшалăх экзаменне пур предметпа памалли резервлă кунсем палăртнă, тесе пӗлтерет Рособранадзорăн пресс-служби.

ОГЭ ирттермелли кунсем

9-мӗш класс пӗтерекенсемшӗн те патшалăхăн тӗп экзаменне памалли вăхăта виçӗ тапхăр çине пайланă: апрелӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа майăн 18-мӗшӗччен — вăхăтран малтанхи тапхăр, майăн 21-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 2-мӗшӗччен — тӗп тапхăр, сентябрӗн 3-24-мӗшӗсенче — хушма тапхăр.
Информатикӑпа Тӗп патшалăх экзаменӗ (ОГЭ) тата патшалӑх кӑларӑм экзаменӗ (ГВЭ) экзаменӗсене тытмалли тӗп тапхӑр виçӗ кунра (майӑн 27-мӗшӗнче, июнӗн 11 тата 14-мӗшӗсенче) компьютер оборудованийӗпе усӑ курмалли сăлтавпа иртӗç.
Ведомствӑсем хушшинче майăн 24 тата 25-мӗшӗсенче палӑртнӑ 9 класшӑн экзаменсене куҫарасси ҫинчен пӗлтерчӗç. 
Кăçал вӗсем ку кунсенче ирӗклӗ пулӗç — «Юлашки шăнкăрава» лăпкăнах уявлама пултарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев