Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

2020 çулхи августӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитрӗ

Район 90 ҫулне палăртрӗ

Çавна май, çӗршыври эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе, ытларах уяв мероприятийӗсем онлайн форматпа иртрӗç.

Интернет уçлăхӗнче  #Песни Дрожжаное #Стихи Дрожжаное 90 лет Дрожжаное хештегпа видеостатьясем вырнаçтарнă. Районăн 90 ҫулхи юбилейӗ тӗлне ӗçӗпе палăрнă, мухтава тивӗçлӗ ҫынсене, ентешӗмӗрсене, паянхи кун район аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ ертӳçӗсене район администрацине йыхравларӗҫ, чысларӗҫ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприятире хутшӑнакансене уяв ячӗпе саламларӗ, тава тивӗçлӗ ӗçӗсемшӗн тав сӑмахӗсене пӗлтерчӗ.

– Районăмăрта пысӑк уяв. 90 ҫуллăх пуян историйӗ пулнă Çӗпрелӗмӗр кунран-кун чечекленет, республикӑра та тивӗçлӗ  вырӑн йышăнса тăрать.  Ăна аталантарас тесе вӑй хунӑ ҫыннисемпе виҫесӗр мухтанатпӑр. Пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп. Сывлӑх, телей тата ҫутӑ малашлӑх сунатӑп, – терӗ Марат Гафаров.

Мероприяти малалла пынă май, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов «Ҫӗпрел районӗн ТАССРăн социаллӑ экономика аталанӑвне кӗртнӗ пайӗ ҫинчен» доклад туса пачӗ. Уявра Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗн Саламлă çырăвӗсене тата «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» юбилей медалӗсене тата Хисеп Хӑми çине кӗртесси ҫинчен калакан свидетельствӑсем пачӗ.

 

Ӗçӗсене  хисеплесе

ГАФУРОВ Барис Аппаувич, СТЕПАНОВА Любовь Васильевна, ЮСУПОВ Иршат Хайруллович, АРТЕМЬЕВА Мария Степановна, АЛИУЛЛОВ Шаукат Ахметсафович, СЕРДЦЕВА Людмила Петровна, АЛИМОВ Абдулхарис Абдулхакович, БОРИСОВ Иван Григорьевич, ЗАКИРОВ Роберт Файзрахманович, ВЕЛИКАНОВА Ираида Дмитриевна, ЗАКИРОВ Иршат Заирович, ГЕРАСИМОВ Николай Петрович, Алимов Дамир Даулетович, МУСКАТИНОВ Петр Николаевич, ЗЯББАРОВ Талгат Тагирович, НИЗАМЕТДИНОВА Глия Иниятовна, БАГАУТДИНОВ Радик Амирзянович  Тутарстан  Автономиллӗ Совет Социализмла Республикин  аталанӑвӗшӗн тивӗçлӗ тӳпе хывнӑшӑн «ТАССР йӗркеленнӗренпе  100 ҫул» юбилей медалӗсемпе парнеленчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев