Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«10000 утӑм» акци

Акцие Ҫӗпрел районӗнчи пенсионерсен Союзӗн ертӳçи Дилюза Азизова йӗркелерӗ.

Ватӑ ҫынсен кунӗн тата Декада шайӗнче Ҫӗпрел районӗнче «10000 утӑм» акци иртрӗ. Унта хутшăннă ҫынсем Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн урамӗсемпе иртсе районти паллă вырӑнсенче пулчӗç. Акцие те Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунне (сентябрӗн 29-мӗшӗнче) тата Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна (октябрӗн 1-2-мӗшӗ) халалланӑччӗ.

Акцие Ҫӗпрел районӗнчи пенсионерсен Союзӗн ертӳçи Дилюза Азизова йӗркелерӗ. Пенсионерсем ҫумне 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ.

Акцие хутшӑнакансене саламласа, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов: «Пенсионерсем – пирӗн районти чи хастар ҫынсем, вӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – тесе палӑртрӗ. Вӗсене çакӑн пек активлӑ пурнӑҫ позицийӗшӗн тав турӗ. Уяв ячӗпе саламларӗ, çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм, савӑнса пурăнма сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев