Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Чи нумай вуланаканни

Курпунлă ту куççулĕ

Совет çарне Афганистанран кăларнăранпа февралӗн 15-мӗшӗнче 37 çул çитет

Ют хĕвел, ют çĕр, ют уйăх

Совет салтакĕн куçĕ умĕнче.

Сăрт-ту, вăрăм тарăн çурăк

Пăшăлтатрĕç  хăйсен чĕлхипе.

 

Çамрăк  шурă ӳт тĕсĕ

Тĕксĕмленчĕ хăвăрт хĕвелпе.

Пуçри çамрăк шухăш

Çĕтрĕ ирхи тĕтрепе.

 

Кирза атă ура лаппине  «юратрĕ»,

Хывăнмарĕ кун пайне курса.

Бронежилет кăкăра çупăрларĕ

Тăхлан ан лектĕрччĕ – сыхла.

 

Калăн, ту пĕлĕтпе танлашнă,

Кур, шур  юр выртать çӳлте.

Çӳçентерчĕ  чуна тĕксĕм  каçĕ,  

Турăçăм! Пар тӳсĕмлĕх пире.

 

Ăшă  тар çурăма йĕпетрĕ,

Тумран шыв юхать пăрсан.

Çĕçĕ евĕр куçа тăвар касрĕ,

Вай-хал пырать тарса ураран.

 

Ура айĕнчен чул татăкĕ  хускалчĕ.

Шăп тавралăха вăратрĕ ыйхăран.

«Асăрхануллă пулăр» – терĕ

Çар  çынни мăкăртатса хуллен.

 

Çӳле  çитме нумай юлмарĕ,

Хырăм ыйтать шыв çине-çине.

Чĕре сиккипе тăпăртатрĕ

Кăкăртан ак тухса ӳкесле.

 

Тинех, хушнă тĕллев умра,

Курпунлă ту пирĕн «алăра».

Вăй-хал пĕтнĕрен-ши

Ыйхă усать хуллен пуçа.

 

Минтер вырăнне пуç айне

Хурăнать йывăр кутамкка.

Тӳшек вырăнне хытă чул, 

Пирĕнпе каçхине эсĕ пул.

 

Бронежилет кĕлеткене хупла,

Чĕре ăшшине кăштах упра. 

Каçхи сивĕ çан-çурăма 

 Хыпалать ыйха татса. 

 

Хуралçă, ан çывăр,

Пурнăç санăн аллунта.

Тăшман аллинчи çĕçĕ

Ан кастăрччĕ пуçа. 

 

Сапалансан ирхи тĕтре,

Кур, инçетре мĕлке.

Пер тăшмана, ан шелле!

Ан кĕт вăл перессе!

 

Çакăнтан  пуçланчĕ çапăçу.

Юрать, килчĕ пулăшу.

Иртмерĕ пăрăнса çухату,

Йĕр куççульпе, курпунлă ту.

 

Чул витĕнчĕ хĕрлĕ тĕспе.

Мĕн куртăн, яш,  ĕмĕрĕнте?

Ют çĕрте пӳрмен пире

Пуç хума, Турă, шелле.

 

«Хура тюльпан» çӳлте вĕçет,

Çак  инкек çĕршыва килет.

Ял пуçĕнчен усал хыпар

Çиçĕм  пек килсе çитет.

 

Эй, Турăçăм, тӳсĕмлĕх пар,

Ашшĕ-амăшĕн куççульне чар.

Ху панă çамрăк  яш чунне 

Çĕклетĕр  пирĕшти çӳле.

Петр Мулеев,  воин-инернационалист,  Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев