Юратнă мăшăрăм, аннемӗр, кукамай – Çӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакан Елена Васильевна Ярухина сентябрӗн 12-мӗшӗнче 70 çул тултарать.
Юбилейпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӳсене пурнăçлама вăрăм ӗмӗр, пурнăç илемне туйса пурăнма çирӗп сывлăх, кашни кунпа савăнма савăк кăмăл, иксӗлми вăй-хал сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа çывăх çыннусене нумай çул савăнтарса, вӗсен ăшшине туйса пурăнмалла пултăр!
Нихăçан кулянмалли ан пултăр,
Эс хавас чунпа ялан çӳре.
Саншăн савăнса хӗвелӗ култăр,
Çакă кӳрӗ савăнăç пире.
Саламлаканӗсем: мӑшӑрӗ, 3 хӗрӗпе 3 кӗрӗвӗ, мӑнукӗсем тата çывăх тăванӗсем.
Нет комментариев