Хаклӑ та юратнă çыннăмăра – Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Лариса Витальевна Романована 60 ҫулхи юбилейпе ӑшшӑн саламлатпӑр.
Таймапуç сана, аннемӗр, иксӗлми чун ăшшине парнеленӗшӗн, пире ӳстерсе анлă пурнăç çулӗ çине кăларнăшăн. Тӗнчери мӗнпур ыррине çеç сунатпăр, хӗвеллӗ те çутă пултăр пурнăçу, нумай-нумай çул пире, ачусемпе мăнукусене, тăванусене савăнтарса, кил ăшшине упраса пурăнма Турă сывлăх патăр сана, ытарайми çыннăмăр.
Эсӗ пирӗн телей, хаклӑ çыннăмăр, анне,
Сывлӑхна упрасам, ан хавшат чӗрӳне.
Эс чипер пурӑнни – питӗ хаклӑ парне,
Эс ан ватӑл нихçан, ӗмӗр пурӑн, анне.
Саламлаканӗсем: ывӑлӗпе кинӗ, хӗрӗсемпе кӗрӗвӗсем, мӑнукӗсем, Ивановсен, Романовсен, Тяхинсен, Черновсен çемйисем, çывăх тăванӗсем тата хăтăшӗсемпе тăхлачăшӗсем.
Нет комментариев