Саламлатпăр!
Поздравления

Саламлатпăр!

Хаклă мăшăрăм, аннемӗр, асанне – Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Мария Николаевна Бушуева августăн 18-мӗшӗнче 75 çул тултарать.
Эпир ăна юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр.

Юратнă аннемӗр, пире чун парса, тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстернӗшӗн, пурнăç çулӗ çине тăма пулăшнăшăн, паянхи кун та пирӗншӗн тӗслӗх пулнăшăн çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр сана.
Хастарлăху нихăçан та ан иксӗлтӗр, ӗçчен аллу ывăннине ан пӗлтӗр, ӗмӗр сукмакӗ вăрăм пултăр. Çирӗп сывлăх, виçесӗр телей, канлӗ ватлăх сана аннемӗр, аттепе пӗрле тата нумай çул пире савăнтарса, кил ăшшине упраса, ачăрсен, мăнукăрсен пархатарне курса пурăнмалла пултăр. Эсӗ – пирӗн чи хаклă пуянлăх.

Саламлаканӗсем: мăшăрӗ, 3 ывăлӗпе 3 кинӗ, 10 мăнукӗ, Шихрановсен çемйи, хăтăшӗсемпе тăхлачăшӗсем.

 

Нет комментариев