Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Congratulations

Саламлатпăр!

17 апреля 2026, 10:44

12

0

0

Саламлатпăр!

Хаклă мăшăрăма, юратнă аннене, ырă чунлă асаннене, кукамая – Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче пурăнакан Зоя Ивановна Григорьевана апрелӗн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун чӗререн саламлатпăр.

Юратнă аннемӗр, пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, пурнăç çулӗ çине тăма пулăшнăшăн, паянхи кун та пирӗншӗн тӗслӗх пулнăшăн çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр сана.
Хастарлӑху нихӑҫан та ан иксӗлтӗр, ӗçчен аллу ывăннине ан пӗлтӗр, ӗмӗр сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр. Çирӗп сывлăх, виҫесӗр телей, канлӗ ватлăх сана аннемӗр, аттепе пӗрле тата нумай çул пире савăнтарса, кил ăшшине упраса, ачăрсен тата мăнукăрсен пархатарлăхне курса пурăнмалла пултăр. Эсӗ – пирӗн чи хаклă пуянлăх.

Саламлаканӗсем: мăшăрӗ, ывăлӗпе кинӗ, хӗрӗсемпе кӗрӗвӗсем, 5 мăнукӗ, çывăх тăванӗсем.

 

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев