Саламлатпăр!
Пирӗн чи ҫывӑх та хаклӑ ҫыннӑмӑр – Чӑваш Ишлӗ ялӗнче пурӑнакан Альбина Вячеславовна Аттина мартăн 23-мӗшӗнче 50 ҫул тултарать.
Юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи çепӗç сăмахсемпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Хурҫӑран та ҫирӗп сывлӑх, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр. Пурнӑҫри кашни утӑму ырлӑхпа, юратупа, ҫутӑ ӗмӗтсемпе тултӑр. Ӗмӗрӳ вӑрӑм пултӑр, ачу-пӑчу хисеплетӗр, ял-йыш сума сутӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр. Эпир санпа мухтанатпӑр, эсӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑ.
Саламлаканӗсем: юратнӑ мӑшӑрӗ, 2 хӗрӗ, 2 кӗрӗвӗ, мӑнукӗ, амӑшӗ, 2 шӑллӗ, вӗсен мăшăрӗсем, ачисем тата тӑванӗсем.
Нет комментариев