Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Congratulations

Саламлатпăр!

18 марта 2026, 09:32

1

0

0

Саламлатпăр!

Сăпайлă мăшăрăм, ытарайми аннемӗр, тарават кукамай-асанне, хисеплӗ тăванăмăр –  Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Раиса Валерьяновна Борисова мартӑн 21-мӗшӗнче хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. 

Хаклă çыннăмăра çывхарса килекен çуралнă кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Паянхи вашаватлăхпа хастарлăх санра нихçан та ан чакчăр, ырă кăмăлу малашне те упрантăр. Турă панă ӗмӗрӗн сукмакне такăрлатма тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр: уйăх пек çутă кун-çул, инçе çул пек вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх, тулăх пурнăç, куç тулли телей. Малашне те пурнăçра мăшăрупа ачусемпе мăнукусен ăшă ытамӗнче ырă курса, вӗсемпе савăнса пурăнмалла пултăр. Çӗр ҫинчи мӗнпур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.

Сан ятупа çанталăк та хӗвеллӗ,
Куçпа виçеймӗн пӗтӗм илеме.
Пулсам эс яланах телейлӗ,
Тур патăр сывлăх çӗр çула çитме. 

Ырă сунса саламлаççӗ: мăшăрӗ, хӗрӗ, ывăлӗпе кинӗ, мăнукӗсем тата Борисовсен, Тимофеевсен, Сабировсен çемйисем.

 

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев