Николай Петровичпа Галина Васильевна Мулеевсене саламлатпăр!
Юратнă аттепе аннене, асаттепе асаннене, кукаçипе кукамая – Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Николай Петровичпа Галина Васильевна Мулеевсене çемье çавăрнăранпа январӗн 24-мӗшӗнче 50 çул çитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр.
Пурнăçри кашни утăмăр ырлăхпа, юратупа, çутă ӗмӗтсемпе тулччăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса пурăнма çирӗп сывлăх, тулли телей, вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх сунатпăр. Эпир сире юрататпăр, сирӗнпе мăнаçланатпăр. Эсир пурришӗн савăнатпăр.
Саламлаççӗ: ывăлӗ Владимир, кинӗ Ольга, хӗрӗсем Татьяна, Наталья, кӗрӗвӗ Сергей, мăнукӗсем Полина, Вадим, Анастасия, Анжелика, Владислав, Станислав, кӗçӗн мăнукӗсем Кирилл, Александр.
Нет комментариев