Январӗн 1-мӗшӗнчен ЕНВД налогне пăрахăçлаççӗ
Предпринимательсене
2021 çулта налог хывмалли ҫӑмӑллатнӑ системăпа (УСН) усӑ курассишӗн 2020 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен налог хывмалли ҫӑмӑллатнӑ система çине куҫасси ҫинчен налог органне пӗлтермелле.
Раççей Федерацийӗн Тутарстан Республики енӗпе 8-мӗш районсем хушшинче федераллă налог службин инспекцийӗ 2012 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнчи 97-ФЗ номерлӗ Федераллă законпа килӗшӳллӗн çак тупӑшшăн пӗрлехи налог евӗр ятарлă налог режимне 2021 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăйран кăлараççӗ тесе аса илтерет.
Тупăшшăн пӗрлехи налога (ЕНВД) пӗтерни, Раҫҫей Федерацийӗн субъектне тата ӗҫ-хӗл тӗсне пӑхмасӑрах, налог тӳлекенсене пурне те пырса тивет. Çав вăхăтра налог учетӗнчен тупӑшшăн пӗрлехи налог тӳлекен форминчен кăларни çинчен заявлени памалла мар, учетран кӑларса хăварасси автоматла майпа пурнӑҫланать. Тупăшшăн пӗрлехи налога пӗтернӗ хыççăн организаципе уйрӑм предпринимательсен налог хывмалли çăмăллатнă системи çине, индивидуаллă предпринимательсен налог хывмалли патент системи çине (ПСН) е хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекен «налог на самозанятость» ҫине куҫма право пур.
2021 çулта налог хывмалли ҫӑмӑллатнӑ системипе (УСЕН) усă курассишӗн 2020 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен налог хывмалли ҫӑмӑллатнӑ система ҫине куҫасси ҫинчен налог органне пӗлтермелле.
2021 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа уйрӑм предпринимательсен налог хывмалли патент системипе (ПСН) усӑ курассишӗн 2020 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен налог органне заявлени памалла. Енчен налог тӳлекенсем ҫулталӑк вӗҫлениччен çӗнӗ налог йӗркине хӑйсем тӗллӗн суйласа илмесен, вӗсене автоматла майпа налог тӳлес пӗрлехи режим çине куҫарӗҫ.
Туллинрех даннăйсене Раççей Федераллă налог службин сайтӗнче (Раҫҫей (https://www.nalog.ru/rn77/taxation/taxes/envd2020/) пама май пур.
Хăвăра тӳрӗ килекен налог хывмалли режима Раççей Федераллă налог службин сайтне вырнаçтарнă сервис пулăшăвӗпе суйласа илме те пулать (https://www.nalog.ru/rn77/service/mp/). Пӗрлехи контакт-центр телефонӗ: 8 800-222-22-22.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев