Ял ҫыннисене пулӑшу палӑртнӑ
Ялсенче пурăнакан халăх шутне ӳстерес, вӗсене ӗçпе тивӗçтерме пулăшу, хуçалăхсен пӗчӗк формисене аталантарас ыйтусене пӑхса тухрӗç зонăри семинар- канашлура.
Атăл тăрăхӗн зонине кӗнӗ сакӑр район: Апас, Кайпăç, Зеленодольск, Анат Кама, Пӑва, Верхний Услон, Теччӗ, Ҫӗпрел предпринимателӗсен, тӗрлӗ министерство представителӗсене, ял пуҫлӑхӗсене пӗрлештернӗ семинар-канашлу пирӗн районта пулчӗ. Вӑл Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн ертӳçин ҫумӗ Марат Ахметов ертсе пынипе иртрӗ. Ҫӗпрел тӑрӑхӗнче хӑнасене саламламалли сăмахпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тухрӗ.
Семинар-канашлу, ирхине, тӗрлӗ ушкăнсене, пайланса «Çавра сӗтел» хушшинче калаçнинчен, предпринимательсене пăшăрхантаракан ыйтусене анализланинчен пуçланчӗ. Пленарлă пайра Тутарстан Республики тата ял хуҫалӑх министрӗ Марат Заббаров, Тутарстан Республикин Экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ – предпринимательствăна пулăшу паракан департаментăн директорӗ Рустам Сибгатуллин, тӗрлӗ районсен бизнес представителӗсем тухса калаçнисене итлерӗç.
Марат Ахметовпа Марат Гафаров залта ларнă Кивӗ, Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнчи ветеранӗсен кăкăрӗсем çине «Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе – 75 ҫул» юбилей медалӗсене çакрӗҫ. Бизнес сферинче малта пыракансене парнелемелли мероприяти те пулчӗ. Семинар-канашлура Ҫӗпрел районӗн ултӑ предпринимателӗ хăйсен предприятийӗсенче туса илекен продукцийӗсене «Тутарстанăн 100 ҫуллăхӗ» бренчӗпе кӑларма сертификат илчӗç.
Хуçалăхăн пӗчӗк формисене аталантарасси
Юлашки теçетке ҫулсенче ялсенче пурăнакан халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессишӗн, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассишӗн, ҫамрӑксем хулана куҫса каяссине чарассишӗн патшалăх енчен тӗрлӗ программӑсем вăя кӗреççӗ. 2020 çулшăн, пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра 50 яхӑн программа ӗҫлет. Тата Раҫҫей Президенчӗ енчен ырланӑ «Наци проекчӗсем» те халӑхăн пурнӑҫӗн кулленхи шайне лайăхлатассине шута илеççӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех юлашки ҫулсенче ялсенче ӗçлекенсен, хӑйсен бизнесӗсене тăвакансен шучӗ те ӳсрӗ.
Пирӗн районта, сӑмахран, иртнӗ çул «Ялти хуҫалӑхсен пӗчӗк формисене пулăшу» программипе виҫӗ хуҫалӑх грант выляса илнӗ. 11 уйрăм хушма хуҫалӑх пӗчӗк фермӑсем тума пулӑшу илнӗ. Программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа паянхи кунчченех районта 81 пӗчӗк ферма туса лартнӑ. Тутарстанăн Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви енчен ӗнесен пуç шутне сыхласа хăварас, сăвакан качакасен шутне ӳстерес енӗпе субсиди çул-йӗрӗпе район шайӗнче 18,1 млн. тенкӗрен ытла субсиди илӗннӗ.
Халӑха ӗçпе тивӗçтересси
Пăва тата Теччӗ, Зеленодольск районӗсемсӗр пуçне, Атӑл тăрăхӗн зонине кӗрекен ытти районсенче ял майлă пурнăç сыхланать. Пирӗн районта бизнес структурин 26 проценчӗ ял хуҫалӑхне тӳрӗ килет. Районта 101 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пур. Вӗсем мӗнпур акăнакан ҫӗрсен 25 процентне ӗçе кӗртеççӗ тата вӗсенче 1119 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраççӗ. Уйрăм пулăшакан хуçалăхсем вара районта – 7879. Вӗсене тӳрӗ килнӗ 2019 ҫулхи укçа тупăшӗ вăтамран 141 пин тенке яхӑн шутланать. Хресчен-фермер хуçалăхӗсенче ҫулталӑкӗпе 2,5 пин тонна сӗт туса илнӗ. Районӗпе пӗтӗмӗшле сӗт туса илмелли кăтартура хресчен-фермер хуçалăхӗсенче туса илни 9,8%. Аш – 11,7%. Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене, выльăх-чӗрлӗх усракансене, пахчаҫимӗҫ, чӑх-чӗп ӗрчетессипе интересленекенсене район шайӗнче те тӗрлӗ пулăшу кăтартаççӗ. Çак майпа, ялта хуçалăхсен пӗчӗк формисене аталантарма пулăшакан районсем хушшинче Çӗпрел районӗ иккӗмӗш пусмана йышăнать.
Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса регистрациленнисенчен нумайӑшӗ хӑйсен продукцийӗсене сутмалли çул-йӗрсене тупса, ăнăçлă ӗçлесе тăраççӗ.
Ялсенче пурăнакан халӑх шутне ӳстерни
Ҫак ыйтӑва татса парассишӗн те ялсенчи ҫамрӑк ҫемьесем тӗрлӗ пулӑшу программисем ҫине шанма пултараҫҫӗ. Çавсенчен – 2020–2025 çулсем валли хисепленнӗ. «Ял территорийӗсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе килӗшӳллӗн пӗри ялта ҫурт тӑвакан ҫемьесене ҫӑмӑллӑхлӑ условисенче ипотека кредичӗсем парасси. Çак кредитсен процент ставки пурӗ те виҫӗ процент кăна. Çакăн пекех кредитсем ял тӑрӑхӗнчи ҫурт лартакансене, çурчӗсене юсакансене, подряд организацийӗсем урлӑ параҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев