Республикӑра тырӑ йышăнакан предприятисемпе элеваторсен кӑҫалхи тухăçа йышăнма хатӗр пулнине тишкерме пуҫларӗҫ
«Государев Амбар» тырӑ йышăнакан предприяти çак тишкерӗве ӑнӑҫлӑ иртрӗ.
– Пирӗн предприяти 130 пин тонна тӗштырă йышăнма пултараять. Çавăн 90 пин тоннине элеватора хывсан, 40 пин тонни складсене вырнаҫăнать. Кунне 5 пин тонна тӗштырӑ йышӑнма пултаратпӑр. Уй-хирсенчен илсе килнӗ тырра тасатса, типӗтсе, ăна тивӗçлӗ кондицие çитерсе вырнаҫтарни паха. Çакăншăн кунти техникӑн хӑвачӗ те ҫителӗклӗ. Кӳршӗ районсенчен те, Ульяновск облаҫӗнчен, Чăваш Республикинчен те тырӑ турттараҫҫӗ. Предприятире хальхи оборудованисем вырнаçтарнă, çăнăх тăвакан комплекс ӗçлет, – тет элеваторăн директорӗ Василь Салахов. – Хутăш апат тăвакан тата тепӗр пысӑк комплекс пур. Уйӑхсерен комплексра 11 пин тонна хутăш апат туса кӑлараҫҫӗ. Пахалӑхӗ лайӑх пулнăран, ыйтакансем те пур. 20 тӗслӗ хутăш апата кун каҫиччен чӑх-чӗп фабрикисемпе ытти предприятисене те тиесе ăсатаҫҫӗ.
Предприятире кӑҫалхи тырра йышӑнас тата упрама хурас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Тӗштырӑ упрамалли, типӗтмелли вырăнсене, авто виçевсене, лабораторисене кирлӗ пек йӗркеленӗ.
Кадрсем енӗпе те кăткăслăх ҫук, паян предприятире 260 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен кашниех хӑйӗн тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Ӗçлекенсем ӗҫ условийӗсемпе те, ӗҫ укҫипе те кӑмӑллӑ.
– Тыр çи вӑхӑчӗ – пирӗншӗн пуриншӗн те яваплӑ тапхӑр. Предприяти 20% таран нӳрӗлӗхпе тырра йышӑнма пултарать. Унӑн пӗр пӗрчи те сая ан кайтӑр, пахалӑхлӑ упрантӑр тесен, эпир пурне те ӗçлеме тивӗçлӗ, – тет лабораторийӗн начальникӗ Венера Сагдиева.
Ҫапла, тырпул пухса кӗртмелли пӗр звенона та иккӗмӗш черете лартма юрамасть. Тырӑ кӗлете кӗрес умӗн пур тапхӑрта та ӑна кирлӗ пек ӗçе кӗртмелле. «Уйри мар, кӗлетри пуянлӑх», – текен сӑмах хӑйне пӗтӗмпех тӳрре кӑларать.
Комисси пур объектсене те пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, коллективăн ӗҫӗ-хӗлне пысӑк хак пачӗ. 2022 ҫулхи тырпул тухӑҫне йышăнса илме пысăк хатӗрлӗхлӗ пулнӑшӑн тӗштырă складне (1 вырӑн), элеватора (2 вырӑн), лаборатори ӗçченӗсене (3 вырӑн), ҫавӑн пекех, обществӑра нумай ҫул хушши чыслă ӗҫленӗ ветерансене тивӗҫлӗ парнесем те пачӗç.
– Тыр çи вăхăтӗнче мӗнпур кӗлетсем çӗнӗ тухăçпа тулччăр, коллектива ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ăнăçусем сунатӑп, – терӗ ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин апат-çимӗç рынокне аталантарас енӗпе уйрăмӗн начальникӗ, комиссийӗн ертӳçи Артур Шамсиев, ӗҫе пӗтӗмлетӳ туса.
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов та пулас тухăç лайӑх пуласса ӗмӗт пӗлтерсе, предприяти коллективне ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Нет комментариев