Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Тухфатуллин Ф.М.» фермер хуçалăхӗнче 1200 тен ытла хура çунтарчӗç

«Кайăк-кӗшӗк грипӗ» пирӗн района та килсе çитрӗ.

Нумаях пулмасть кăна Пӑва районӗнчи Карлы ялӗнче Мударрис Хайруллов ертсе пыракан фермер хуçалăхӗнче  кайӑк-кӗшӗк грипӗ тупса палăртнăччӗ. Унăн пинрен ытла хур-кӑвакалне ҫунтарчӗç. Ун хыççăн çак чир Муслюмовăра пурăнакан Лина Шакирзянова фермерăн тата халӗ, темиçе кун каялла кăна Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Фанис Тухфатуллин фермерăн хуçалăхӗнче те килсе тухрӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Апас, Ҫӗпрел, Теччӗ, Кайпăç тата  Камское-Устье районӗсенче карантин пӗлтерчӗҫ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе оперативлӑ лару та иртрӗ. Унта Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов, район прокурорӗ Ильдар Маликов, районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Айрат Иматдинов, «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи патшалăх инспекторӗ Гульнара Арсланова, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем тата чрезвычайлӑ лару-тӑру службин ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Унта Ҫӗпрел район территорийӗнче кайӑк-кӗшӗк грипӗ енӗпе эпизоотикăлла лару-тӑру тата кайӑк-кӗшӗк грипӗн вучахне пӗтерес енӗпе мӗнле мерăсем йышăнни çинчен информаципе Айрат Иматдинов тухса каларӗ. Унăн сăмахӗсенчен курăннă тăрăх, Фанис Тухфатуллинăн хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче районăн патшалăх ветеринари служби Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин 2006 çулхи мартăн 27-мӗшӗнчи Э2061 номерлӗ решенийӗпе килӗшӳллӗн ветеринарипе санитари мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.

Эпир çавна май, фермер хуçалăхӗн ертӳçипе те калаçса илтӗмӗр.

– Октябрӗн 20-мӗшӗнче хурсем вилме пуҫларӗҫ. Пăшăрхантăмăр, сехӗрленсе ӳкрӗмӗр. Вилнӗ икӗ хура илсе Чӑваш Ен районӗсен лабораторине кайрӑм. «Эпир ют республикӑнне пăхмастпăр», – терӗҫ. Ун хыççăн Ульяновскине кайрӑм.  Унта – карантин. Хусана кайрăмăр. Унти лабораторире хурсем кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен вилнине палăртрӗç, – тесе калаçать фермер хуçалăхӗн пуçлăхӗн мăшăрӗ Резеда.

Пӑва районӗнче, сӑмахран, кайăк-кӗшӗк грипӗ хуҫалӑха Чӑваш Енрен туянса илсе килнӗ чăх-чӗпрен лекнӗ, терӗҫ. Тухфатуллинсем вара, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, хурсем ниҫта та тухман, урӑхла каласан, чир ютран лекмен. Специалистсем ку чир тискер кайăк-кӑвакалсенчен ернине уçăмланă. Вӗсем хурсене ятарласа тунă ангара ҫӗр каҫма хупнă, кӑнтӑрла вара вӗсене улӑх-çарана илсе тухса çӳретнӗ, унтан инҫех те мар шыв хӗррине те илсе анкаланă. Шывра вара тискер кӑвакалсем вӗçсе анма пултарнă. Вӗçен кайăксем вара, ҫав инфекци çăлкуçӗ.

– Юлашки виҫӗ кун хушшинче 40 ытла хур вилчӗ. Ҫакӑ сасартӑк пулса иртрӗ. Хӑйсем питӗ лайӑх ӳсрӗç вӗт. Пуçа шăнăçман лару-тăру килсе тухрӗ. Ҫавна май хам та чирлесе ӳкрӗм, халӗ больницӑра сипленетӗп, – тет Резеда Тухфатуллина. – Килсе тухнă сиене шутланинчен мар ытларах хăйсене питӗ шел, 1200тен ытла  хур вӗт...

Ҫак чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пула тата чир анлӑрах ан сарӑлтӑр тесе халӑха килти хур-кӑвакалсене хӑвӑрт хушăра пусса тата тирпейлеме сӗнеççӗ.

ЦИТАТА: Октябрӗн 20-мӗшӗнче хурсем вилме пуҫларӗҫ. Пăшăрхантăмăр, сехӗрленсе ӳкрӗмӗр. 1242 хура çунтарчӗç.

Справка

Килти кайăк-кӗшӗк сасартăк вилнине, чир паллисене асăрхасан районти ветеринари пӗрлешӗвне 2-23-77, 2-25-77 телефон номерӗпе пӗлтермелле.

Çак темăпа

Ҫывӑх вӑхӑтра килти хур-кăвакалсене пусса тирпейлеме май ҫук пулнă вăхăтра та вӗсене тата кăвакалсене,тискер вӗҫен кайӑксемпе хутшăнтарас мар тесен, хупса усрамалла. Ҫапла эсир хур-кăвакалăрсене чир-чӗртен сыхласа хăварма пултаратăр.

 

«Кайăк- кӗшӗк грипӗн» чирӗн паллисем

«Россельхознадзорăн» Тутарстанри управленийӗн тата районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн специалисчӗсен канашӗ.

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ – вирус чирӗ. Вӑл апат органӗсене, сывлӑш çулӗсене сиенлет, кайӑк-кӗшӗке йышлă пӗтерме пултарать. Сипленмелли меслетсем ҫук. Ҫавӑнпа та  чирлӗ хур-кăвакала, чăх-чӗпе тӗп тăваççӗ.

Асӑннӑ чирӗн клиника паллисем: чӑх-чӗп тӗкӗ тӑрса кайни, ҫӑмарта тӑваслӑх чакни, кайӑк-кӗшӗк пуҫне каялла хурса утни, вӗсем апат ҫиме тата шыв ӗҫме пӑрахни, шывра ункӑ туса ишни, хӗсӗккӗн те васкавлӑн сывлани, ӳт-пӳ температури 44 градуса ҫити ӳсни, час-часах симӗс тӗслӗ е юнпа хутӑш каяш пулни, вырӑнти хӑрушлӑхсене асӑрхаманни, суккӑрланни, сӑмсаран шӗвек юхтарни, чӑхсен киккирикӗсем  шыҫса хурални, вӗсем йышлӑн вилни.

Чирсен тӗп профилактика меслечӗ –  вакцинаци ирттерни, ревакцинаци туни шутланать. Кайӑк-кӗшӗксем ытти кайăк-кӗшӗксемпе ҫыхӑнура ан пулччăр. Апатне те хупӑ зданире упрамалла.

Кайӑк-кӗшӗке чир пулман регионсенчен кăна туянма сӗнеҫҫӗ. Туяннӑ хыҫҫӑн, 10 кун уйрăм усраса, тӗплӗн пӑхса тăмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев