Реклама
Тӗп хыпар
Тăван чĕлхе управçисем
Февралӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ
Тăван чӗлхепе калаçма вӗренесси ҫемьерен пуҫланать пулсан, унӑн аталанӑвне тата унпа анлӑн усӑ курассине тивӗҫ-тересси вӗрентӳ тытӑмӗ ҫине ӳкет. Пӗлӳ паракан учрежденисенче, çавна май, мӗнле мероприятисем ирттерни, ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен районти çутӗç пайӗн методисчӗпе Светлана Ларионовапа калаçу йӗркелерӗмӗр.
– Кăçалхи çула Тутарстан Республикинче Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗç. Çавăнпа вӗрентӳ тытăмне те çирӗп тивӗçсем палăртнă. Ҫӗпрел районӗнчи шкулсенче тӑван чӗлхепе вӗрентес ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ?
– Ҫапла, наци вӗренӗвӗ паянхи кун çӗнӗ сăнавсем умӗнче тăрать. Пирӗн тӗллев – тăван чӗлхепе пӗлӳ тата воспитани паракан шкулсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси. Ҫакна вара ҫемьепе ашшӗ-амӑшӗн, общественность тата педагогсен пӗрлехи вӑйӗпе кӑна тума пулать.
Паянхи кун пирӗн районта 13 вăтам тата 5 пуçламăш шкулсенче, ача сачӗсенче чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Пурĕ – 1062 ача вĕренет çак чĕлхене.
Чӗлхесене упрас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе чăваш чӗлхи енӗпе уçă уроксем, çине-çинех регионсен шайěнче иртекен конференцисем, фестивальсем, çавра сěтелсем, хамăр таврари çыравçă-краеведсемпе тěлпулусем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленеççӗ.
Районти чăваш чĕлхине вĕрентекенĕсем пурте тăрăшуллă. Ку, паллах, районти вěрентӳ пайěн пуçлăхě, И.А.Халитов тата унăн çумӗ Э.С.Замалтдинова вĕрентӳ процесне тĕрĕс те тухăçлă йĕркелесе пынинчен те нумай килет. Коллектива килĕштерсе чăмăртаса, тĕрĕс çул-йӗрпе илсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кăçал Тăван чĕлхепе халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкӗ пулнă май, «Тăван чěлхене вěрентес енěпе чи лайăх практика (тутар, чăваш, удмурт, мари, мордва)» ятпа иртекен республикăри конкурсра пилӗк чăваш шкулӗ хутшăнчӗ: Алешкин-Саплăк (ертӳçи М.А.Халиуллов), Аслă Аксу (ертӳçи Ю.С.Мутин), Матак (ертӳçи М.И. Ермолаева), Хурăнвар (ертӳçи В.В.Волкова), Упи (С.В. Хованская). Паллах, çак шкулсем олимпиадăсенче те, республикăри тата класс тулашěнче иртекен конкурссенче те малта пыни сисěнетех. Мала тухаканĕ вара Аслă Аксу шкулĕ пулса тухрĕ. Ку çитĕнӳ чĕлхе ăслăлăхне вĕрентекенĕсĕр, В.Н.Ярмушовасăр, пулман. Паллах, çак гранта районти чăваш ачисене вĕрентекенĕсем пурте тивĕç.
Республикăра иртекен олимпиадăсенче кашни çулах Шемĕршел (З.П.Федорова), Хурăнвар-Шăхаль (вĕрентекенĕ Г.Н.Сандиярова), Матак (вĕрентекенĕ М.И.Ермолаева), Упи (вĕрентекенĕ Н.А.Сердцева), Алешкин-Саплăк (вĕрентекенĕ Н.В.Григорьева), Аслă Аксу (вĕрентекенĕ В.Н.Ярмушова), Çӗнӗ Йӗлмел (вӗрентекенӗ Т.М.Карсакова), Чăваш Çĕпрел (вӗрентекенӗ В.Н.Петрова), Кивӗ Çĕпрелĕнчи нумай профильлӗ лицей (вĕрентекенĕ А.Н.Арсентьева), Хулаçырми (вĕрентекенĕ Л.П.Давыдова) шкулĕсем хутшăнса, хăйсен çитӗнӗвӗсене кăтартса параççĕ. Г.Н.Сандиярован ачисем вара регион шайĕнчи олимпиадăран та хисеплĕ вырăнсăр таврăнмаççĕ. Матак шкулĕн директорӗн ӗçне илсе пыракан М.И.Ермолаева пур çĕре те ĕлкĕрни тĕлĕнтерет. Кунне 24 сехет ĕçлет тесен те йăнăш пулмĕ.
Республикăра тата унăн шайĕнче иртекен конкурссенче тăван чĕлхене вĕрентекенсем «Мастер – класс» конкурссенче хутшăнаççӗ. Виçĕм çул В.Н.Петрова, маларах Н.А.Сердцева та призера тивĕçлĕ пулчĕç, В.Н.Ярмушова та хăй вăхăтĕнче Хусанта пулчĕ.
Кулленех, вӗрентекенсем чи лайăх уроксен, тĕрлĕ сценарисен конкурсĕсенче те хутшăнаççĕ. Ку енĕпе яланах Шупашкарта тата Хусанта иртекен конкурссенче мала тухаççĕ. Хастар хутшăнакансем: Матак, Хурăнвар, Упи, Çĕнĕ Упи, Аслă Аксу, Алешкин-Саплăк, Чăваш Çĕпрел, 1 номерлӗ Кивӗ Çĕпрел вăтам шкулӗсем, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче вĕрентекенсем.
Çулталăк тăрăшшĕпе урокпа класс тулашĕнчи ĕçсемсĕр пуçне пӗр-пӗрин опычĕпе паллашма шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри – семинар. Уйрăмах, çак мероприятисенче Л.А.Ярухина (Çĕнĕ Упи), Н.В.Ларионова (Аслă Аксу), А.В.Артемьева (Чăваш Çĕпрел), Л.П.Давыдова (Хулаçырми), С.Ф.Савельева (Матак), Н.Н. Кадушкина (Чакă), А.П.Исхакова, О.В.Шуркина, Н.А.Шишкина (1 номерлӗ Кивӗ Çĕпрел) ачасемпе кăмăллă, пĕтĕм чуна парса ĕçленине куратпăр. Тĕрлĕ шайра иртекен коференцисенче те хутшăнаççĕ. Çулсеренех, «Хусанкай вулавĕсем», Н.И.Ашмарина, И.Я.Яковлева, Çеçпĕл Мишшине тата ытти паллă çынсене халалласа йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕсенче те хутшăнни вĕрентекенсемпе вĕренекенсене чăвашлăха аталантарма пулăшать.
– Тӑван чӗлхепе калаçасси, чи малтан, ҫемьере пуçланмалла тетпӗр эпир...
– Шел пулин те, хальхи чăваш ҫемйисенчен нумайăшӗнче ашшӗпе амӑшӗ те, ачисем те тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ. Асламăшӗсемпе аслашшӗсем те чӗлхене «ватса», мӑнукӗсемпе урӑх чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Правительство, вӗренӳ енӗпе кирек мӗнле пысӑк ӗҫсем пурнăçлансан та, тӑван чӗлхене вӗренесси чи малтан ҫемьерен пуҫланмалла. Чи малтан ачана тăван чĕлхене юратма, тăван чĕлхепе калаҫма вĕрентмелле, вара вăл вĕренӳре те малта пырĕ, пурнăҫра та хăйĕн вырăнне тупĕ.
Сăмах та çук, ытти чӗлхесене те вӗренмелле, пӗлмелле. Анчах та тăван чӗлхене манас марччӗ. Ҫавăн чухне тин чăвашăн малашлăхĕ ăнăҫлă пуласса ҫирĕппĕн шанма пултаратпăр.
Темăна малалла тăсса
Надежда Григорьева, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен ушкăнне ертсе пыракан:
– Тăван чӗлхене вӗрентекенсем çине пысăк тивӗç çирӗплетнӗ. Тăван ене, тăван культурăна, тăван чĕлхене юратасси пĕчĕкрен – атте-аннене, çемьене, кӳршӗ-арша, ял-йыша, тăван шкула юратнинчен пуçланать. Çак туйăм майĕпен ӳссе-сарăлса пырса Тăван çĕршыва, унăн историне, каярахпа, пĕтĕм этемлĕхе куçать. Çав туйăма вăратасси – тăван чӗлхене вĕрентекенĕн пысăк тивĕçĕ.
Районта чăваш чӗлхине вĕрентекенсен шучĕ – 21. Аслă категориллӗ вĕрентекенсем 4ăн, ыттисем пурте 1-мĕш категориллĕ.
Вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕнĕ чăваш ăрăвĕ хăйĕн тымарĕсене ан мантăр, тăван халăх историне ăса хывтăр, çемьесенче парайманнине шкулта та пулин илччĕр тесе чунне парса ĕçлеççĕ.
Манӑн тӑван чĕлхе
Маргарита Карасёва, Аслă Аксу вăтам шкулӗ.
Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ халӑх пурӑнать. Кашни халӑхӑн хӑйĕн тӑван чĕлхи пур: тутарӑн тутар чĕлхи, пушкӑртӑн пушкӑрт чĕлхи, мӑкшӑн мӑкшӑ чĕлхи...
Эпĕ вара чӑваш ачи. Манӑн тӑван чĕлхе – чӑваш чĕлхи. Ку чĕлхе вӑл маншӑн чи хакли, чи пахи, чи пуянни, чи илемли, чи çепĕççи. Мĕншĕн тесен вӑл атте-анне, асатте-асанне чĕлхи-çке! Вĕсем мана чӑвашла калаçма вĕрентнĕ, чӑваш юррисене юрласа панӑ, чӑваш кĕввипе ташлаттарнӑ.
Шкулта та пире Алена Петровна тӑван халӑхӑн йӑли-йĕркипе, культурипе паллаштарать. Чӑваш чĕлхи тата литература вулав урокĕсенче И.Я.Яковлевӑн ĕçĕ-сем çинчен нумай калаçатпӑр. Вӑл мĕнле йывӑр вӑхӑтра та чӑваш чĕлхине аталантарнӑ. Иван Яковлевич тӑван чĕлхене ытти чĕлхесемпе тан тунӑ. Пирĕн, чӑваш ачисен, Яковлев ĕçне малалла тӑсмалла, тӑван чĕлхене аталантарсах пымалла. Чӑвашла калаçма манмалла мар, тӑван чĕлхепе иртекен конкурссене, олимпиадӑсене, чӑваш уявĕсене хутшӑнмалла, чӑваш халап-юмахне, сӑвви-калавне юратса вуламалла. Çак ĕçсене тусан пирĕн чĕлхемĕр упранса юлатех çĕр çинче. Пирĕн чĕлхен малашлӑхĕ пулнӑ, пур, пулать тесе шутлатӑп эпĕ. Вӑл пĕтĕмпех хамӑртан килет.
Хамӑр чӑваш пулнишĕн вӑтанар мар, пуçа çĕрелле усар мар. Тӑван чĕлхене, атте-анне, асатте-асанне чĕлхине, упрар, ӑна ӳссе пуянланма пулӑшар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев