Саламлани Уяв ячӗпе!
Хисеплӗ хӗрарӑмсем!
Хӗрарӑм – пирӗн пурнӑҫӑн илемӗ. Вӑл – йӑмӑк, вӑл – аппа, вӑл – арӑм, вӑл – Анне! Мартӑн 8-мӗшӗ – Хӗрарӑмсен уявӗ ҫывхарса пынӑ май, пӗр самантра, ҫуркунне килсе çитнине пӗлтерсе, ҫутҫанталӑк чӗрӗлет. Калăн, этемӗн черчен çуррийӗн чун-чӗринчен тухакан ӑшӑлăх шурӑ юра ирӗлтерет, тӗнчене тасалӑх, ачашлӑх, илем хушать.
Хӗрарӑм мӗн авалтан çемье вучахне сыхлакан, упӑшкине, ачисене пăхакан, малашнехи ҫынна воспитани паракан, тӳсӗмлӗ, сапăр, хӗрхенӳллӗ, пурнăç тыткăччи пулнă.
Ӗмӗр тӑршшӗпе пурнăçри йывӑрлӑхсене пӗччен тӳссе ирттернӗ, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнман мăшăрӗсене, ывӑлӗсене халӗ те сапăрлăхпа тӳсӗмлӗн кӗтекен асаннесемпе кукамайсем, çемье вучахне сӳнтермесӗр сыхлакан, çӗршыва тивӗçлӗ паттӑрсем ҫитӗнтерекен савнӑ йӑмӑксемпе аппасем! Сире пурсӑра та ҫурхи пӗрремӗш уявпа – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп. Ҫурхи ачаш хӗвел сирӗн чун-чӗрӗрсене çепӗçлӗх, çемьесене ырлӑх, юрату, телей, ӑнӑҫу кӳтӗр. Уявăр кăмăллă ирттӗр!
Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев