Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Сабантуйсемпе, Акатуйсемпе илемлӗ пирӗн район

Июнӗн 11-мӗшӗнче Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче, июнӗн 12-мӗшӗнче район центрӗнче – тутар наци уявӗсем, июнӗн 13-мӗшӗнче Упи ялӗнче чӑваш халӑхӗн çурхи ака хыҫҫӑн ирттерекен уявӗ –«Акатуй» иртрӗ

«Сабантуя» уявлассине Кӗçӗн Чăнлă ялӗ пуçласа ячӗ. Палӑртса хӑвармалла, кӑҫал çакă район шайӗнче ялсенче иртекен «Сабантуйăн» пӗртен-пӗри пулчӗ.

Паллах, ун пек уявсене вӑйлӑ спонсорсем пур чухне ҫеҫ ирттерме пулать. Кӗҫӗн Чăнлăра вара çавăн пек спонсор  – Барис Гафуров ертсе пыракан «Цильна» общество. Барис Гафуров тухса калаçнă чухне те: «Çитес çул та «Сабантуй» уявне ирттерме сывлăх патăрччӗ пире. Кашниех паянхи уявран пӗр ҫуллӑха çитмелӗх лайӑх туйӑмпа, çӗкленӳллӗ кăмăлпа каймалла пултăрччӗ!», – терӗ.

Уявра «Цильна» хуҫалӑхра малта пыракансене чысларӗç. Парнесене лайӑх хатӗрленӗччӗ – тӑватӑ çын лаптăк варрине тухса «Тава тивӗҫлӗ ӗçчен» ятпа удостоверени илчӗç. Уй-хир ӗҫӗсен паттăрӗсене, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене икӗ камерăллă холодильникран пуҫласа укҫан премисем таран пачӗç. Кăçал тивӗҫлӗ канӑва каякансем те тимлӗхсӗр юлмарӗҫ. Кашнинех ертӳçӗн аллинчен парне илме, тав сӑмахӗсене итлеме кӑмӑллӑ пулчӗ.

Уявра хутшăннă район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та, Кӗçӗн Чăнлă çыннисем ӗҫлеме те, канма та ăста пулнине палӑртрӗ. «Эсир тӑрӑшсах ӗҫлетӗр, илемлӗ канма пӗлетӗр, – терӗ вӑл. – Чи лайӑх механизаторсем, чи лайӑх дояркӑсем – «Цильна» хуçалăхра. Сирӗн ҫӗршыв шайӗнче тимлӗхе илмелӗх ӗҫ кӑтартӑвӗсем пур», – тесе саламларӗ район пуçлăхӗ  уявра хутшӑнакансене.

Сабантуй вӑйӑсӑр, кӗрешӳсӗр пулмасть. Яланхи пекех, пур ҫӗрте те пӗрремӗшӗсем пулма тăрăшрӗç вӑйăсенче хутшӑнакансем. Кӗçӗн Чăнлă – кӗрешӳçӗсен ялӗ те. Район Сабантуйӗн паттăрӗсене, спорт мастерӗсене, легендарлӑ кӗрешӳҫӗсене ӳстернӗ ен те. Кӑҫал Сабантуйăн абсолютлă паттӑрӗ вара Наиль Низамов пулса тӑчӗ.

* * *

Районти Сабантуй, яланхи пек, каҫран пуҫланать. Вӑхӑтра ӗлкӗрес тесе суту-илӳ речӗсемпе тӗрлӗ аттракционсене каҫ пулсанах карса хураççӗ. Кӑҫал та «ача-пӑча хулинче» иртенпех батутсемпе ярӑнас, эрешленӗ лашасемпе, картингсемпе тата ытти аттракционсемпе ярӑнас текенсем питӗ нумайăнччӗ.

Çулсеренех тенӗ пек, ял тăрăхӗсен пуҫлăхӗсем йӗркеленӗ тутар тата чӑваш ҫурчӗсем наци апачӗсене, вăйă-кулă, наци илемӗ евӗрлӗ ытти мероприятисене ир-ирех сӗнме пуçларӗç. Кунта наци апачӗсене – кулинари изделийӗсене, сӑра, пыл тутанса пăхма май пулчӗ.

Районти Культура çурчӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ Сабантуй уявне чаплӑн уҫни – театрализациленӗ курăну  юлашки ҫулсенче масштаблă тата интереслӗ пулнипе хӑнасене, уява килнисене тӗлӗнтерет. Кӑҫал та вӗсем содержаниллӗ тата хумхантаракан театрализациленӗ представлени кӑтартрӗҫ. Унта пурте: юрӑ-ташӑсенчен пуҫласа, кӳлнӗ лашасем, тутарсемпе чăвашсен туслăхне хăпартлантарса наци костюмӗсене тӑхӑннӑ, лаптăк тавра ларса тухнă халăх таранах пурччӗ.

Уявăн савӑнӑҫлӑ пайӗнче ял ҫыннисемпе хӑнасене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллă Пухăвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Максим Топилин саламларӗҫ. Вӗсем пурне те тӑнӑҫлӑх, ырлӑх, килӗшӳ тата ăнăçусем сунчӗҫ. Хусантан килнӗ хисеплӗ хăна Альберт Хайрутдинов ял халăхне Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн саламлӑ телеграммине вуласа пачӗ. Çакна та палăртса хăварас пулать, уяв мероприятийӗ районти мухтасиб Данир хазрат Шарафутдинов пилленипе пуҫланчӗ.

Ун хыççăн ял хуҫалӑхӗнче малта пыракансене –  чи лайӑх уй-хир ӗçченӗсене, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене, механизаторсене, тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсене лаптăк варрине чӗнсе кăларса парнелерӗç, ӗҫ династийӗсене чысларӗç, вӗсене Хисеп грамотисем, дипломсем, укҫан премисем пачӗç.

Сабантуй вăл – суха уявӗ, урăхла каласан, ҫуракине ирттернӗ хыҫҫӑнхи уяв. Ҫавӑнпа та кунта уй-хир паттăрӗсене чысласси – ӗлӗк-ӗлӗкрен килнӗ йӑла.  2022 ҫулта çурхи уй-хир ӗҫӗсене пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра ирттернӗшӗн  «Пысӑк ҫӗрӗҫ культурин хуҫалӑхӗ» конкурсӑн I степеньлӗ Дипломне тата укçан премие «Цильна» общество (директорӗ Барис Аппаувич Гафуров); «Бикчуров Р.А.» хуҫалӑхӗ (пуҫлӑхӗ Равиль Адиевич Бикчуров); II степеньлӗ Диплома тата укҫан премие – «АгроТрансПорт» общество (ертӳҫи Фанис Фаянович Багаутдинов); «Махмутов И.Ф.» хуçалăхӗ (пуҫлӑхӗ Ильмир Фиркатович Махмутов); III степеньлӗ Диплом тата укҫан премие «Рассвет Агро» общество (ӗҫ тӑвакан директорӗ Олег Иванович Чалмаев); «Низамов А.А.» хуҫалӑхӗ (пуҫлӑхӗ Альберт Альфикович Низамов) тивӗҫлӗ пулчӗç.

«Ака Паттӑрӗ» ята кӑҫал Фаниль Вазихович Сулейманов, Алексей Петрович Манякова, Ильдус Мидхатович Алиуллова, Владимир Васильевич Митрофанова, Радик Касимович Фаизова, Марат Наримович Нигманова, Джамиль Абдрахманович Хисамова пачӗç.

Уяв лаптăкӗнче районти Хисеп хăми çине кӗртни çинчен калакан свидетельствӑсене, Заки Нури премине парасси те пулчӗ.

Официаллӑ чаҫ хыҫҫӑн спорт тата вăйăсен программи пуҫланчӗ. Михӗ тăхăнса чупас ăмăртăва хутшăнас текенсем те тупăнчӗç. Нумайӑшӗ дистанцие ҫӑмӑллӑн иртрӗç, хăшӗсене малтанхи утӑмӗсем аран-аран парăнчӗç. Ҫӳллӗ те яка юпа ҫине хӑпарасси нумайӑшсемшӗн пысӑк сăнав пулса тӑчӗ. Куҫӗсене ҫыхнă май, чӳлмексене ҫӗмӗрни, турăх ăшӗнче укҫа шырани, канат туртни, вылямалли теттесене касса илни, кӗвентесемпе ăмăртни, кире пуканӗсем ҫӗклени тата ытти вӑйӑсем те пурне те интереслентерчӗç. 150 килограмлă (тулӑ тултарнă) миххе кăна кӑҫал никам та парӑнтараймарӗ – лаптăк варринчех ларса юлчӗ.

Тутарсен кӗрешӗвӗ нумайӑшне илӗртрӗ. Спортсменсем 70, 80, 90 килограма çитиччен тата унран та ытларах виçе категорийӗсенче ӑмӑртрӗç. Сабантуйăн 2022 ҫулхи абсолютлă паттӑрӗ Нияз Низамов (Кӗçӗн Чăнлă каччи) пулса тӑчӗ.

Хӑнасемпе куракансем ӑмӑртусемпе хавхаланнă вăхăтра та, сцена ҫинчи музыка чарӑнмарӗ. Уяв концертӗнче районти артистсемпе, пултарулӑх коллективӗсемпе пӗрле Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ильназ Бах хӑйӗн юррисене парнелерӗ.

Районти Сабантуй хаваслӑн, анлăн иртрӗ. Ҫутҫанталӑк та ӑна пиллӗх пачӗ – кун уяр та хӗвеллӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ тӳсӗмсӗррӗн килес çулхи Сабантуя кӗтесси кăна юлчӗ.

Реклама

Юланутсем сиккипе чупни – халӑхăн юратса пăхакан ăмăртăвӗ

Ҫӗпрелӗнчи Сабантура иртнӗ лашасен ӑмӑртӑвне 16 лаша хутшӑнчӗ.

Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри Комсомольски, Патӑрьел районӗсенчен, Ульяновск облаҫӗнчи килнисем те пурччӗ. Пирӗн районтан лашисене ытларах (4 лаша) ӑмӑртăва Сергей Ишмуков илсе килнӗччӗ. Унӑн лашисем малти иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗç. Этапсем тӗрлӗ пулчӗç – «бега», «скачки», ăмăртусенче лашасем те, вӗсен çăвахланă юланутҫӑсем те вăй виçрӗç.

«Скачкисенче» те финиша чи малтан «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен «Кипарис» ятлă лаша килсе ҫитрӗ. Юланутҫи – Виталий Козлов.

«Бега» ăмăртăвӗнче  пӗрремӗш вырăна «АгроТрансПорт» обществӑн «Воевода» ятлă, унӑн юланутҫи Масум Абайдуллов пулнӑ лаша çӗнсе илчӗ.

Июнӗн 13-мӗшӗнче Упи ялӗнче «Акатуй» чӑваш наци уявӗ иртрӗ.

Акатуй уявӗ пуҫланас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑнасемпе пӗрле Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе хӑйӗн ҫар тата служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ ентешсене тата, çаплах, ял ҫыннисене – тыл ӗҫченӗсемпе вӑрҫӑ ачисене халалласа лартнă палăксем умне чечексем хучӗç.

Уява район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин, Раҫҫей тата тутар театрӗн, общество деятелӗ, «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн учредителӗ, унăн директорӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ Дмитрий Туманов, РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен запасри полковникӗ Валерий Колпаков, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, «Чӑваш пики» конкурсăн директорӗ Сильвия Чаркина, Чăваш Республикинчи Красноармейски  районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Долгов, краевед, милицин отставкӑри полковникӗ Владимир Ярухин тата ытти хисеплӗ хăнасем килнӗччӗ. Хӑнасене районти «Хӗлхем», «Çӗпрел» тата Шупашкартан ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» тата «Суварята» ташă ушкăнӗсем кӗтсе илчӗҫ. Тӗрлӗ суту-илӳ речӗсем йӗркеленӗччӗ. Ачасем валли савăнма чуччу, карусель, батутсем вырнаçтарнă.

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров саламлă сăмаха пӗтӗмпех чăвашла каласа, ял халăхне чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сыхласа хӑварнӑшӑн тав турӗ, вӗсене телей, сывлӑх тата ăнăçу сунчӗ.

Хӑнасем те ял ҫыннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ, сывлӑх, ăнăçусем сунчӗҫ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин «Акатуй» уявне ирттерме пулӑшакансене пурне те тав турӗ.

Уяв пуҫламӑшӗнче малта пыракансен пӗр ушкӑнне район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсем, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа асӑнмалӑх медальсем, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Хисеп грамотисене, районти Чӑваш наципе культура центрӗн Хисеп грамотисене, Тав ҫырӑвӗсене, «Сувар» хаҫатӗн Тав ҫырӑвӗсене тата ытти парнесем те пачӗҫ.

Уявра ял тăрăхӗсен пуҫлăхӗсем йӗркеленӗ чӑваш ялӗсен  çурчӗсем ӗҫлерӗҫ. Унта хӑнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, килти сăрапа сăйларӗç.

Кӑнтӑрла «Акатуй пики – 2022» илемпе талант конкурсӗ пуҫланчӗ, уяв хӑнисем сцена çине тухнă чӑваш пикисен юрри-ташшисене, илемлӗ сăмахӗсене итлесе киленме пултарчӗҫ. «Акатуй пики – 2022» конкурса жюри пӗтӗмлетӳ тунă хыççăн, 1 вырăна Василиса Павлова (Упи), 2 вырӑна – Алиса Искендерова (Аслă Аксу), 3 вырӑна – Виктория Еремеева (Хулаçырми) йышӑнни паллă пулчӗ.

Торжествăлла пай хыҫҫӑн лаптăкра спорт ӑмӑртӑвӗсем, вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Ҫитӗннисем те, ачасем те кӗрешӳ, канат туртасси, армспорт, юпасем ҫине хӑпарасси, михӗ тăхăнса чупасси, пӗрене ҫинче михӗпе кӗрешесси, кире пуканӗсем ҫӗклесси, ҫӑмӑл атлетика, турник çинче йăтăнасси пек вăйăсенче хăйсен вăйӗсене сăнаса пăхма пултарчӗç. Унтан кашни спорт тӗсӗ енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ, грамотӑсемпе наградӑсем пачӗҫ.

Матак ялӗнчи Алексей Шингарев кӗрешӳ енӗпе абсолютлă паттӑр ята çӗнсе илчӗ тата кӗрешӗвӗн чи пысӑк парни те – така та – ăнах тивӗçрӗ.

Кунӗпех халăха лаптăкра тата сцена ҫинче хăйсен юрри-ташшипе пултарулăх коллективӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем савӑнтарчӗҫ. Уявра хутшăнакансем, килнисем вӗсемпе пӗрле хутшăнса ташларӗç, юрларӗç...

Редакцирен

Пирӗн енри наци уявӗсенче составӗнче Р.Замалтдинова, Р.Алиуллова, В.Бальбеков, Р. Мавлютова, Т.Игнатьева пулнă редакцийӗн творчество ушкăнӗ ӗçлерӗ. Уявсенчен репортажсене хаçатăн электронлă версине, социаллӑ сетьсенчи ушкăнсене хунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев