Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Рустам Фаткуллин: «Ял хăйӗн ҫыннисемпе илемлӗ»

Районти чи пысӑк ялсенчен пӗри шутланнă, икӗ яла пӗрлештерекен Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Рустам Фаткуллинпа йӗркеленӗ калаçу Ял тăрăхӗнче ӗçчен халӑх пурăнать

Паян пирӗн пурнӑҫ кунӗ-кунӗпе, сехечӗ-сехечӗпе улшӑнса тăрать. Ҫак улшӑну тапхӑрӗнче ял тăрăхӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ? Кун ҫинчен эпир Кивӗ Кахăрлă ял пуҫлӑхӗпе Рустам Фаткуллинпа калаҫатпӑр.

— Рустам Фатыхович, Кивӗ Кахăрлă ял халӑхӗн кулленхи пурнăçне лайӑхлатас енӗпе мӗнле ҫул-йӗрсене ытларах тимлӗх парăнать?

— Кивӗ Кахăрлă ял тăрăхне Кивӗ Кахăрлă тата Тутар Тӗкки ялӗсем кӗреççӗ. Паянхи куна ял тăрăхӗнче 458 хуҫалӑх шутланать, 923 ҫын регистрациленнӗ. Паллах, аталану, улшӑнусем ҫинчен сӑмах пынӑ чухне, унӑн хӑйӗн приоритетлă çул-йӗрӗсем те пур. Ку тăрăхра ӗлӗк-ӗлӗкренех ял хуҫалӑх отраслӗ аталанса пынă. Иртнӗ ҫулсенче кунта икӗ колхоз кӗрлесе ӗçлесе тăнă, ҫынсем çавăнта ӗҫленӗ. Паллах, улшӑнусем хыҫҫӑн уйрӑм хуçалăхсем курӑнма пуҫларӗҫ. Уйрӑм хуçалăхсенче паян 400 пуҫ шултра мăйракаллă выльăх пур, вӗсенчен 100тен ытларахăшӗ сăвакан ӗнесем. Пирӗн те хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, хӑйсен продукцине тăвакан, туса илекен тăрăшуллă çынсем пур. 2017 ҫултанпа, сӑмахран, «Раиль Камараев» хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Хуҫалӑх сӗт тата аш туса кӑларассипе интересленет. 2021 ҫулта вӑл 4 млн. тенке яхăн «Агростартап» программӑпа грант çӗнсе илнӗ. Паянхи кун тӗлне 80 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх валли шутланнă ферма строительствине вӗçленӗ. Унсӑр пуҫне, Камаревсем 57 гектар чухлӗ пай çӗрӗсене ӗçе кӗртеççӗ. Индивидуаллă предпринимательсенчен: Фаргать Камкаев, Ирек Айметов, Гелина Салахова тата ытти ял ҫыннисем темиҫе ҫул ӗнтӗ ăнăçлă ӗçлесе пурăнаççӗ. Ял çыннисем Альфат Залалтдинов темиçе çултанпа ӗнтӗ виктори ҫитӗнтерсе сутать. Фатих Замалтдинов шыв кӗртес енӗпе ӗçлӗ пулӑшу парать. Ильгиз Галиуллов 100 пӑру тытать, Ильгам Шаммасовӑн теплица пур, хӑярпа помидор ӳстерсе сутать. Унсӑр пуҫне, Кивӗ Кахăрлăра сӗтел-пукан тӑвакан цех туса хучӗç. Ку ӗҫе Ринат Камалов пуҫласа ячӗ. Паянхи кун унта 5 ҫын вăй хурать. Пирӗн ял çыннине Айрат Усманова нумайӑшӗ тахçантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗçе сӗт пухассинчен пуҫласа ярса, паянхи кун вӗсен сӗт-ҫу туса кăларакан цех пур. Айрат ялта иртекен тӗрлӗ мероприятисен тӗп спонсорӗ те пулса тӑрать.

Ялта пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре Хусан хулинче пурӑнакан Азат Мударисов пысӑк пулӑшу пачӗ. Вăл яла пушар сӳнтерме оборудованиленӗ «Урал» автомашинӑна яла илсе килчӗ, пӗрле эпир «Уйрӑм пушар посчӗ» туса хутăмăр. Ҫапла шутласа кайсан, тӑван енне пулӑшакан пултаруллă ҫынсем пирӗн питӗ нумай. Ҫав вӑхӑтрах тата ытларах пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр та.

Ялта пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе кулленхи йӑла условийӗсем лайӑхланаҫҫӗ. Инфратытӑма ҫӗнетес тӗлӗшпе тӑтӑшах ӗҫлетпӗр. Тирпей-илем кӗртесси, тасатасси, ҫул-йӗр тӑвасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйăратпăр. Ял вăл хӑйӗн ҫыннисемпе те илемлӗ вӗт. Ял пуласлӑхӗ ҫинчен ӗмӗтленетӗн пулсан, ҫамрӑксемпе ӗҫлессине пӗрремӗш плана хумалла. Ҫамрӑксене спорт занятийӗсене явӑҫтарасси, наци чӗлхине, культурине упрасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине, тӑван ҫӗре, ҫутҫанталӑка, историе юратма, патриотизм туйăмӗпе воспитани парассине пирте конкретлӑ мероприятисем урлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ку ӗҫре пирӗн ентешсем, ялтан тухнă çынсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. 2022 ҫулта чикӗ тăрăхӗнчи ҫарсен ветеранӗ Рамиль Асадуллин ертсе пыракан ҫар çыннисем монумент вырнаҫтарчӗç. Татар Тӗкки ялӗнче ҫулленех Кадыкай Абыз бабайăн вилтӑпри патӗнче тӗн пухӑвӗ иртет. Шкулта «Кӗрешӳ» секцийӗ ӗҫлет. Культура ӗçченӗсем, библиотекарьсем халӑхшӑн кану мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Культура çурчӗ çумӗнче «Ляйсан» тутар фольклор коллективӗ, «Кахăрлă çамрăкӗсем» ачасен хореографи коллективӗ пур, виҫӗ мечӗтрен азан сасси янӑраса тăрать.

— Эсир ял-йыш пулӑшӑвне асӑнса иртрӗр, тен, ял тăрăхӗ республика программисенче те хутшӑнать?

— Паллах. Пирӗн ял кӑна ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ программӑсенчен аякра юлмасть пуль ӗнтӗ! Программа тӑрӑх пурнăçланă ӗçсем те нумай. Юлашки ҫулсенче полици ҫурчӗ хута кайрӗ, спорт площадкине йӗркеленӗ. Тутар Тӗккинче фельдшерпа акушер пункчӗ, модульлӗ магазин уҫӑлчӗ, клуб та пулӗ тесе кӗтетпӗр. 
Кӑҫал эпир Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗ варринчи кану паркне хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр, паян вӑл вӗҫленнӗ, темелле. Парк варринче кӳлӗ чавнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку кӳлӗ ӗлӗк те пулнӑ-ха. Эпир ӑна ҫӗнетрӗмӗр ҫеҫ. Ял ҫыннисем каласа панӑ тӑрӑх, шӑпах ҫак кӳлӗ патне виҫӗ тӑван килсе, Кивӗ Кахӑрлӑ ялне никӗс хывнă. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку кӳлӗ хупланса пынă. Чӑнах та, ку вырӑн шурлӑхлӑ, эпир ӑна тасатсан, шыв каллех тухрӗ. Кӳлӗ ҫумӗнчи кивӗ ҫуртӑн пуссине те ҫӗнетрӗмӗр, парк варрине хӑвартăмăр. Ял тăрăхӗн çӗнӗ зданийӗн никӗсӗ те ҫак парк территорийӗнче пулӗ тесе шутлатпăр. Хальхине вара эпир музей туса улӑштарăпăр тесе шутлатпăр.

2021 ҫулта эпир Кивӗ Кахӑрлӑ ялне кӗнӗ ҫӗрте «Тургай» вӑрман паркӗ тӑвас енӗпе ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. 90 гектар ҫине 500 пине яхӑн ҫамрӑк йывӑҫ лартрӑмăр. Тата 30 гектар ҫинче тӗмсем лартма планланă. Çак парка малашлӑхра халӑх валли канмалли вырӑн пулӗ. Ҫавӑнпа та унта тата пысӑк калӑпӑшӗ ӗҫсем пулӗç, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вӑрттӑнра юлччӑр, тетпӗр.

— Ун пек пуҫарусене ял ҫыннисем ырлаççӗ-и, пулӑшма килеҫçӗ-и?

— Пирӗн халӑх ӗçчен, уҫӑ кӑмӑллӑ, пӗрлӗхлӗ. Шкул, ял тăрăхӗн коллективӗ, культура, библиотека ӗҫченӗсем пулӑшаҫҫӗ, пирӗн ялшӑн тăрăшса çӳрекен çынсем, ентешсем пур. Ял çынни, «Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗ» Ассоциацийӗн ертӳçи Агзам Губайдуллин пирӗн мӗнпур пуҫарӑва ырлать. 

Сулăм укçи программипе Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пӗр ҫын — 750 тенкӗ, Тутар Тӗрки ялӗнче 1000 тенкӗ пани те халăх ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшни пирки калать.

— Рустам Фатыхович, эсир Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса икӗ ҫул ҫеҫ ӗҫлетӗр пулин те, ҫынсем сире кăмăллани палăрать. Малашне те кăтартуллă ӗç çулӗ сунатпӑр. Тавтапуҫ калаçăвăршăн.

Кӗскен истори

Ял 1665-1667 ҫулсенче пуçланса кайни паллă (пӗр верси тӑрӑх, Хусан ханстви вӑхӑтӗнче никӗсленнӗ).
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 25 суту-илӳпе промышленность заведенийӗ, 4 мечӗт, 3 медрессе пулнӑ. 
1959 ҫулта ял çумӗнче ТАССР Коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви кирпӗч завочӗ туса лартнӑ. 1960-мӗш ҫулсен варринче «Татколхозстрой» пӗрлешӗвне куçарнă. 1971 ҫул тӗлне продукци калӑпӑшӗ ҫулталӑкра 8 миллион кирпӗчпе танлашнӑ. Администраци зданийӗсем, складсем, автозаправка станцийӗ, столовӑй, пекарня тӑваҫҫӗ. 

1926 ҫулта ялта пуҫламӑш шкул уҫӑлать, 1965 ҫулта вăтам шкул (1988 ҫулта ҫӗнӗ здани туса хунă) пулса улшăнать.
Ялта ача сачӗ (1993 ҫултанпа, 2007 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартнӑ), Культура çурчӗ (1969 ҫултанпа), библиотека (1926 ҫултан вулав ҫурчӗ, 2003 ҫултанпа Культура çурчӗн зданийӗнче), фельдшерпа акушер пункчӗ пур. Хальхи вӑхӑтра ялта «Нурфасых», «Самат», «Миннулла» мечӗтсем ӗҫлеҫҫӗ. 

Паллӑ ҫынсем

Э. С. Губайдуллин (1953 çулта çуралнă) — патшалӑх тата хуҫалӑх-влаç деятелӗ, биологи наукисен кандидачӗ, ял хуҫалӑх наукисен докторӗ, ТР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗçченӗ, «ТР Муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗ» Ассоциацийӗн ертӳçи (2017 ҫултанпа), Туслӑх орденӗн кавалерӗ;
Э. З. Мавлетшина (1945 çулта çуралнă) — слесарь-сборщик, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Хисеп Палли» орденӗн кавалерӗ;
Р. З. Тазетдинов (1961-2017) — музыкант, юрӑҫӑ, композитор, педагог, ТР халӑх артисчӗ, ТР культура тава тивӗҫлӗ деятелӗ, профессор;
И. Г. Хабибуллин (1944 çулта çуралнă) — химик, хими наукисен докторӗ, профессор, ТР тава тивӗҫлӗ наука деятелӗ, СССР союзӗн хисеплӗ изобретателӗ;
Ф. Г. Халиуллин (1962 çулта çуралнă) — фармацевт-химик, фармацевтика наукисен докторӗ, профессор;
Ш. А. Хусанов (1953 çулта çуралнă) — педагог, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫи, педагогика енӗпе философи докторӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев