Район территорийӗнче тирпей-илем кӗртес енӗпе конкурс пӗлтерчӗç.
Конкурсра хутшăнассишӗн заявленисене тата фотоальбомсене, видеоматериалсене комисси 2020 ҫулхи августӑн 20-мӗшӗччен: Ҫӗпрел районӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Центральнӑй урамӗ, 13-мӗш çурт (204-мӗш пӳлӗм) адресӗпе йышăнать.
Конкурсăн тӗллевӗ – халӑха, мӗнпур харпăрлăх форминчи организацисен коллективӗсене район территорине санитари енчен тасатас тата тирпей-илем кӗртес ӗҫе явӑҫтарасси, халӑхӑн йӑла-йӗркипе канӑвне тивӗҫтересси. Унта район ҫыннисем, предприятисем, организацисем, учрежденисем тата уйрӑм предпринимательсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.Конкурса «Чи лайӑх предприяти», «Тӗслӗхлӗ, таса, илемлӗ ҫурт», «Чи лайӑх пахча» (ветерансен хушшинче), «Чи лайӑх ял тăрăхӗ» номинацисемпе 3 этапра ирттереççӗ. Конкурсра ҫӗнтерекенсем хаклӑ парнесемпе: мотоблокпа, курăк çулмалли хатӗрпе, бензопилапа – парнеленӗç. Конкурсра хутшăнассишӗн заявленисене тата фотоальбомсене, видеоматериалсене комисси 2020 ҫулхи августӑн 20-мӗшӗччен: Ҫӗпрел районӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Центральнӑй урамӗ, 13-мӗш çурт (204-мӗш пӳлӗм) адресӗпе йышăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев