Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров Гафаров Раштав уявӗпе саламлани 

Кашни пурнăçланă ӗç телее пултăр!

Хисеплӗ район çыннисем!

Хаклă Çӗпрел ҫыннисем тата Ҫӗпрелӗн хаклӑ хӑнисем!

Тата тепӗр ҫул, савӑнӑҫсемпе, пӑшӑрханусемпе, ӗҫри ҫитӗнӳсемпе, йывăрлăхсемпе, чун хавалӗпе пурнăçланă ӗçсемпе тулнӑскер, истори страницине кӗрсе юлать. Чун-чӗрере вара иртсе пыракан ҫулӑн çутă астăвăмӗсем, манӑҫми ӑшӑ асаилӗвӗсем, тупӑшсем, ҫухатусем...

Çӗр ӗҫченӗсен, выльӑх-чӗрлӗх пăхакансен 2020 çулти пӗрлехи тăрăшуллă ӗҫӗсене пула пирӗн сӗтелӗмӗр паян тулăх. Организацисен, предприятисен, учрежденисен специалисчӗсен, ӗҫченӗсен ӗҫӗ те чунсене савӑнтарать. Эсир кашниех хăвăр вырăнăрта пулса, район аталанăвне май пулнă таран хăвăртан пай кӗртме пултартăр. Çӗнсе илнӗ ăнăçусем, район çыннисен ӗҫ кӑтартӑвӗсем, ялсенчи строительствăсем, ҫул-йӗр юсавӗ, эпир пӗрле ӗҫлеме пӗлни Çӗнӗ ҫул çитсе пынă сехетсенче, кашни куна, малашлăха ӗмӗт, шанчӑк ҫуратать.

 

Хаклă туссем! Сире пурне те Ҫӗнӗ 2021 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!

Реклама

Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӗсем пире ҫӗнӗ ӗмӗтсем парнелеҫҫӗ, ырра тата малашлӑха шанма вӗрентеҫҫӗ. Ҫак ҫул пире ырлӑх-сывлӑх, савӑнӑҫ илсе килтӗр. Çемьесенче тăнăçлăх хуçалантăр, ачасем телейлӗ ҫуралччăр. Ҫӗнӗ ҫул ҫӗнӗ тӗлпулусем, сывлӑх, хавхалану, çӗкленӳллӗ кăмăл, ӗҫлес вăй-хăват кӳтӗр.  Савăнăç-телейпе пурăнмалла пултăр!

Ҫӗнӗ ҫул – тӗлӗнмелле, Ҫӗнӗ ҫул – асамлӑх.

Ҫӗнӗ ҫулта мӗн туни пурте телее пултӑр!

Юрпа пӗрле чуна ырă ӗмӗт вырнаҫтăр.

Ҫӗнӗ ҫулта пур çӗрте те тӑнӑҫлӑх хуҫалантӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев