Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Раиль Гатауллин: «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ хамăртан килет»

Районти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн лару-тăрăвӗ, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçипе Раиль Гатауллинпа калаҫрӑмӑр

Ку пурнӑҫра нумай яваплӑхсемсӗр пуҫне эпир ҫуран çӳрекенӗн, е водитель рольне те пурнӑҫлатпӑр. Ҫул-йӗр правилисем ҫине, пӗлсе тӑрсах, «пӳрнесем витӗр» пӑхакансем те пур.  Чи хăрушши – çак шухăшсăрлăха пула çын пурнăçӗ татăлать.

– Раиль Равилевич, закон требованийӗсем ҫулсерен ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Апла пулин те, çул-йӗр правилисене пӑсакансен шучӗ чакмасть, аварисен шучӗ те палăрать. Ҫавна май 2021 ҫулхи пӗтӗмлетӳсем енӗпе районти çулсем çинчи лару-тӑру ҫинчен каласа иртсемӗрччӗ.

– Шел пулин те, иртнӗ çул район территорийӗнче аварисенче вилекенсен шучӗ ӳсни палӑрчӗ.

2021 ҫулта районта  çичӗ ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗ палăрчӗ, вӗсенче 6 ҫыннăн пурнăçӗ татăлчӗ тата 7 çын тӗрлӗ шайри çан-çурăм суранӗ илчӗ. 2020 ҫулхипе танлаштарсан ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен шучӗ виҫӗ хут сахалрах пулчӗ, ҫав вӑхӑтрах вилнисен шучӗ те ӳсрӗ. Çулсем  çинче вилнисенчен тăваттăшӗ – Чӑваш Енре, пӗри – Ульяновск облаҫӗнче пурӑнакансем тата тепри – Ҫӗпрелӗнчен.

Вилӗмпе вӗçленнӗ çул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсем, пӗрремӗшӗнчен, ҫанталӑк условийӗсене пăхса, çул çинче хӑвӑртлӑх режимне тӗрӗс мар суйласа илни пулса тӑрать. Сӑмахран, 2021 ҫулхи август уйӑхӗнче Шăмăршă – Пăчăрлă-Пашьел çулӗн  11945 ҫухрӑмӗнче Мицубисси Лансер автомобиль водителӗ тивӗçлӗ хăвăртлăхпа çӳременнипе, машинипе ҫаврӑнса çапăнать, илнӗ суранӗсене пула, медицина ӗçченӗ киличчен, вилет.

Иккӗмӗшӗ – çуран ҫӳрекенсем çул-йӗр правилисене тӗрӗс мар пурнăçлани. Иртнӗ çул  çул-йӗр правилисене пăснă 216 çын тӗлӗшпе протокол тултарнă. Икӗ ҫуран ҫынна ҫухатрӑмӑр. Икӗ тӗслӗхре те, ҫуран ҫӳрекенсем талăкăн тӗттӗм вăхăтӗнче халӑх пурӑнакан вырӑнтан аякра вырнаҫнӑ çулăн ҫутӑ пулман участокӗнче çулпа пынă, тумӗсем çинче çутта каялла тавăракан элеменчӗсем те пулман, кунсӑр пуҫне тата ӳсӗр пулнă. Тӗслӗхшӗн, 2021 ҫулхи май уйӑхӗнче Шăмăршă – Пăчăрлă – Пашьел автомобиль ҫулӗн 7-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ аварие илсе кăтартма пулать. Ҫӑмӑл автомобильпе çӳрекен район çынни ҫак ҫулпа пынă, кунăн каç енне сулӑннӑ вăхăтӗнче, тумтирӗ çинче ҫутта тавăракан элементсем пулман ҫуран пыракан хӗрарăма çаптарса хăварать. Хӗрарӑм çавăнтах вилет, вăл ӳсӗртекен шӗвек ӗҫни паллă пулать.

Виҫҫӗмӗш сӑлтав –  ӳсӗр пуçпа автотранспортпа çӳрени. Ҫакӑ – ҫул-йӗр правилисене тӳрккес пӑснисенчен пӗри.

2021 ҫулта ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснӑшӑн 4877 административлӑ материалсем йӗркеленӗ, вӗсенчен 68шне – ӳсӗр пуçпа транспорт хатӗрӗсене тытса пынӑшӑн, тӑххӑрăшне – ӳсӗрле транспорт хатӗрне тепӗр хут тытса пынăшăн, вӗсен тӗлӗшпе 9 уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ, материалсене суда янӑ.

Сӑмахран, ӑна унччен те автотранспорта ӳсӗрле çӳретнӗшӗн патшалăх автоинспекцийӗн ӗҫченсем тытса чарнӑ пулин те, 1983 ҫулхи арҫын ӗçсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн татах транспорт хатӗрне вăрласа тарать. Ун пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вара ӑна ирӗкӗнчен хăтарнă. Çакăн пек тӗслӗхсене татах та илсе кăтартма пулать: 2021 ҫулхи июль уйӑхӗнче Çӗпрел – Тутар Шатрашан – Хулаçырми автомобиль çулӗн 8-мӗш çухрăмӗнче, 1966 ҫулта çуралнă арҫын июль уйӑхӗнче ӳсӗрле, мотоблокпа çӳренӗ вăхăтра хӳме çине пырса тăрăнать. Ҫавна пула, ӳт-пӳ суранӗсем нумай пулнӑран, ӑна больницӑна ӑсатнӑ.  Ҫавӑн пекех, август уйӑхӗнче тата тепӗр ҫул-йӗр аварийӗ пулса иртет. 1979 ҫулхи Лада-Калина автомобилӗн водителӗ Кивӗ Ҫӗпрел – Тутар Шатăршан ҫулӗ ҫинче çул аяккине анса каять. Инкеке пула хӑй тата унпа юнашар ларса пынă 1988 çулхи пассажир суранланать. Водитель тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Кӗçӗн Чăнлă – Кивӗ Шемӗршел автомобиль çулӗ çинчи аварире вара, шел пулин те, кӳршӗри районтан ӗҫе килнӗ арҫынпа хӗрарӑм вилчӗҫ. Ку тӗслӗхре те водитель ӳсӗрле руль умне ларать. Кунта ҫынсем пӗр-пӗринпе сӳрӗк пулнине палӑртас килет. Пӗрле ӗҫекен тӑванӗ, тусӗсем ӑна руль умне ларма чармаҫҫӗ тата ГИБДД ӗçченӗсене те пӗлтермеҫҫӗ. 

– Çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснисен тӗлӗшпе мӗнле мерӑсемпе усӑ кураҫҫӗ?

– Çулталӑк тăршшӗпе ГИБДД ӗҫченӗсем тӗллевлӗ ӗç илсе пыраççӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ – рейдсем. Ҫавӑн пекех, хӑвӑртлӑх режимне пӑхӑннине контрольте тытас енӗпе видеосăнавсем те вырнаçтарнă. 2021 ҫулта районти ҫулсем çинче ҫакӑн пек икӗ ҫӗнӗ оборудовани вырнаçтарнă, кӑҫал вара тата икӗ вырăна çӗнӗ видеосӑнав хурӗç.

Районта пурӑнакансемпе ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене чӗнсе каласа, ӳсӗрле транспорт хатӗрӗсене çӳретекен е ҫул-йӗр правилисене тӳрккессӗн пӑсма пултаракан ҫынсене асӑрхасан шалти ӗҫсен уйрӑмне 20-20-45 е 20-31-02 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа пӗлтерме ыйтатпӑр.

Халӗ эпир «Ҫӗпрелӗн ӳсӗр водителӗ» («Нетрезвый водитель Дрожжаноя») телеграмм-канал туса хутӑмӑр. Унта право йӗркине пӑсакансем çинчен хыпарсем, видеосем хураççӗ, пулӑшу ыйтӑвӗсем вырнаҫтараҫҫӗ. Район çыннисене ҫак канала ҫырăнма ыйтатӑп.

– Час-часах «Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмӗ – ку чухнехи ҫӗршыва автомобилизацилекен инкек»,  теҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем те нумай ҫул хушши пыракан тӗп проблемăсенчен пӗри пулса тӑраҫҫӗ.

– Шел, юлашки виҫӗ ҫулта ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем пирӗн районта та палăрчӗç. 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх район территорийӗнче ҫул ҫитмен пассажир хутшӑннипе ҫыхӑннӑ пӗр ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртрӗ, унта пӗр ача çан-çурăм суранӗ илчӗ, ăна медицина учрежденине ăсатнă.  2020 ҫулта çул-йӗр-транспорт аварине пула пӗр ача вилчӗ. 2019 ҫулта тата ҫул ҫинчи 2 транспорт инкекне регистрациленӗччӗ, унта пӗр ача вилчӗ, виҫҫӗшӗ суранланчӗç. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, вилнӗ тата сиен курнӑ ҫынсем пурте – пассажирсем.

Пассажир ачасен хӑрушсӑрлӑхне тивӗçлипе тивӗҫтерменнинче ытларах ашшӗ-амӑшӗсем айӑплӑ, ачасене машинӑра ятарлӑ хатӗрсемсӗр, хӑрушсӑрлӑх пиçиххине çаклатмасăр илсе çӳреççӗ. Статистика тӑрӑх, кашни виççӗмӗш çул-йӗр-транспорт аварийӗ çуран ҫӳрекен ача хутшăннине килсе тухать. Ҫуран çӳрекен ача ҫул ҫинче аслисем контрольте тытнипе ҫеҫ пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ҫул-йӗр правилисене вӗрентме, тумӗ çинче çутта тавăракан элементсемпе усӑ курма кирлине ан манччӑр тесшӗн. Ҫавна май пӗлӳ паракан учрежденисенче, ача сачӗсенче тӑтӑшах калаҫусем ирттермелле, вӗрентмелле.

Ачана ятарлӑ хатӗрсӗр турттарнӑшӑн 3 пин тенкӗ виҫепе штраф пама палăртнă. 2022 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен çӗнӗ проекта йышӑнсан, штраф сумми 5 пин тенкӗ пулать.

– Кăçалхи çул шалти ӗçсен уйрăмӗн ГИБДД ӗçченӗсен умне мӗнле тӗллевсем лартаҫҫӗ?

– «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» федераци проекчӗн «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне пурнӑҫлас шайра кăçалхи çулăн тӗп çул-йӗрӗ пулса, ӳсӗр водительсен айăпӗпе ҫул-йӗр инкекӗсене профилактикăласси тата пултарас марри, ҫулсем ҫинче инженери мерисене: ятарă чикӗлевсем, çул урлă каçмалли, искусствӑлла тикӗс марлӑхсем вырнаçтарасси, автомобиль ҫулӗсен тӑрӑмне тӗрӗслесе тӑрасси, хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе усă курнипе курманнине тишкерсе тăрасси (çакă уйрӑмах тимлӗх ыйтать. Ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен вăхăтӗнче шăпах хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсене çаклатманни суранланасси, час-часах тата вилӗм патне илсе ҫитерет) тата, паллах,  правилӑсене пӑснӑшӑн палăртнă наказанисемшӗн явап тыттарассине тивӗçтересси, урӑхла каласан, парăмлисен тӗлӗшпе Федераллă суд приставӗсен службипе тивӗҫлӗ мерӑсен комплексне туса хурасси.

Анчах эпир кирек мӗнле ӗçлесен те, кирек мӗнле контроллемелли мерăсем йышăнсан та, район çыннисене ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑхшӑн çул çинче çӳрекен хӑй яваплă пулни çинчен тепӗр хут аса илтерес тетӗп.

Ҫул-йӗр правилисене пурне те тӗрӗс пурнăçласа, çул çинче пӗр-пӗринпе тимлӗ пулса çӳресенччӗ.

– Калаçăвăршăн тавтапуҫ!

 

Правило

Правона административлă майпа пăснин Кодексӗнчи 12.8 статьяпа килӗшӳллӗн, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн, 30 пин тенкӗ штраф парăнать.

Унсăр пуçне айăплă çыннăн 1,5 çултан пуçласа 2 çул таранччен водитель удостоверенине туртса илеççӗ.

Енчен те ҫын административлӑ наказание иртнӗ май, удостоверение каялла илнӗ хыҫҫӑн, ҫулталӑк хушшинче каллех хӗрӗнкӗ пуçпа лексен, вӑл закона тепӗр хут пӑсакан пулса шутланать. Çакӑншӑн

200 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штраф кӗтет. Водитель удостоверение 1,5 ҫултан пуҫласа 3 ҫул таранччен туртса илеççӗ, икӗ çула ирӗкӗнчен хăтарма пултараççӗ. 

Транспорт хатӗрӗн хуҫи ӳсӗр çынна руль тыттарнăшăн, штраф транспорт хатӗрӗн хуҫине те, руль умӗнче ларакан ӳсӗр ҫынна та парăнать. Транспорт хатӗрне ӳсӗрле çӳретекен çын ҫуран ҫынна çаптарса

хăварсан тата унӑн сывлӑхне пысӑк сиен кӳрсен, 4 ҫул таранччен ирӗкӗнчен хăтараççӗ.

Сăмах

Врачсем каланӑ тӑрӑх, спирт пысӑках мар виçепе пулсан та организма хавшатать, çул-йӗр юхăмӗнче вара урӑ тата тимлӗ пулмалла.

Цифрăсем

2021 ҫулта районта  çичӗ ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ палăрнă, вӗсенче 6 ҫыннăн пурнăçӗ

татăлнă тата 7 çын тӗрлӗ шайри çан-çурăм суранӗ илнӗ. 2011 çулта ӳсерле транспорт хатӗрӗпе çӳренӗ 68 çынна тытса чарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев