Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Раҫҫей почти кунӗпе!

Саламлани

Хисеплӗ  почта çыхăнăвӗн ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе – Раҫҫей почти кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп.

Почта вӑл – ӗлӗкхи ҫыхӑнусенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра та вӑл коммуникацийӗн чи ансат тата популярлă меслечӗ пулса юлать. Саманасем улшăнса тăрсан та, отраслӗн ӑнӑҫлӑ тата пахалӑхлӑ ӗҫӗ почта ӗҫченӗсемпе çыхăннă, вӗсем тав сăмахӗсене тивӗҫ.

Районти почта ӗҫченӗсем яланах яваплӑхпа, професси ӑсталӑхӗпе, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленипе уйрăлса тӑчӗç. Хальхи  вăхăтра та вӗсем кунсерен  корреспонденцисене йышăнаҫҫӗ тата ӗçе кӗртеççӗ, абонентсене вуншар  хаҫат-журнал салатаççӗ, пенси, пособисем валеҫеҫҫӗ, коммуналлӑ тата ытти пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлевсем йышăнаççӗ.

Професси уявӗпе сире ҫирӗп сывлӑх, ыранхи куна шанӑҫ, ăнăçусем, телей сунатӑп.  Вун-вун çулсем хушши почта çыхăнăвӗн хăватлă системине тунă ветеранăмăрсене уйрăмах ӑшӑ сӑмахсем калас тетӗп. Уяв ячӗпе сире!

Ҫӗпрел  муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ  Марат Гафаров.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев