Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Православи тӗнне ӗненекен районти мӗнпур çынна Мăнкун ячӗпе ăшшăн саламлатăп!

Çутă та Аслă Мăнкун ячӗпе Хисеплӗ православи христианӗсем!

Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн Мăнкун яланах чи пысăк уяв шутланнă. Çак уяв пĕр-пĕрне пĕрлештерет, килĕштерсе, юратса пурăнма вĕрентет. Мӑнкун уявӗ турра ӗненекенсемшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех  пирӗн халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хакла­кан кашни ҫын­шӑ­нах пӗл­терӗшлӗ.

Сире пӗтӗм чӗререн тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, чун хавалӗпе ҫи­рӗп сывлӑх, ырлӑхпа çитӗнӳсем су­натӑп!

Марат Гафаров, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ.

 

 

Мăнкун - аслă та çутă уяв

Мăнкун, Христос чĕрĕлсе тăнă кун - православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк та паллă уявĕ. Чиркӳ ăна праçниксен праçникĕ, чаплă уявсен уявĕ тесе паллă тăвать.

325 çулта Вселенски Соборĕ Мăнкуна пĕрремĕш хут уявлама пуçланă. Çак кун православи тĕнне ĕненекен мĕнпур этем Иисус чĕрĕлсе тăнине паллă тăвать, вăл хăй вилсе ытти çынсен çылăхĕсене каçарттарнă, чĕрĕлсе тăнă хыççăн вĕсене пурнăç шанчăкне панă. Çапла вара Хăй чĕрĕлсе тăнипе пирĕн тăшмансене, тамăкпа вилĕме çĕнтернĕ, пире ĕмĕрлĕх пурнăç панă, рай алăкне уçса панă. Çав ĕмĕрлĕх пурнăçа эпир Христоспа пĕрлешнĕ тăрăх кĕретпĕр. Эпир Христоспа унăн ӳчĕпе юнне хамăр ăша илсе пĕрлешетпĕр.

Вселенски Соборĕ йышăнăвĕ тăрăх, Мăнкуна çурхи кунпа çĕр танлашнă хыççăн пĕрремĕш тулли уйăх хыççăнхи пĕрремĕш вырсарникунĕнче паллă тумалла. Çапла вара Христос чĕрĕлсе тăнă кун кашни çул тĕрлĕрен килет. Апрелӗн 4-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 8-мĕшĕ таран пулма пултарать.

Кăçал Мăнкун апрелӗн 19-мĕшĕнче килет. Эпир уява чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Мăнкун каçхине чиркĕве каясси те йăлана кĕнĕ. Мăнкун умĕнхи каç çӳл тӳпере çăлтăрсем те нихçанхинчен нумайрах та çутăрах. Христос чĕрĕлсе тăнă çак Аслă кун хĕвел те ташласа тухать теççĕ. Мăнкунта аслисем те, ачасем те çĕнĕ тумтир тăхăнаççĕ. Килте яланах тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, кукăль пĕçереççĕ. Çак кун пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн-чăн чĕрĕлнĕ!» – тесе саламлаççĕ, ырлăх сунса виçĕ хутчен чуптăваççĕ. Тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ, çăмарта шаккаса паттăр пулаççĕ. «Çапах та çăмартине мĕншĕн хĕретеççĕ-ха?» – ыйтаттăм аннерен пĕчĕк чух. Вăл: «Ку Христос чĕрĕлсе тăнине, унăн сăнне хĕрлĕ тĕс çапнине пĕлтерет», – тетчĕ.
Уяв ячĕпе сире, вулакансем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев