Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗр ялта икӗ савăнăçлă пулăм

Ноябрӗн 3-мӗшӗ Кивӗ Упи ялӗнче пурӑнакансемшӗн икӗ хут асран кайми дата пулса тӑчӗ. Ялта халăха кирлӗ объектсем уҫӑлчӗç.

Тӗп урамри объектсенчен пӗри – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асӑнса лартнă обелиск. Иккӗмӗшӗ – халăх сывлăхӗн хуралӗнче тăракан фельдшерпа акушер пункчӗ.

 Кивӗ Упи ялӗнчен вӑрҫа 89 арҫын кайнӑ, вӗсенчен 34-шӗ таврӑнайман. Обелиска район ертӳçисем, ҫавӑн пекех, «Стройблок» организаци, ял ҫыннисем тӑрӑшнипе, Аслă Çӗнтерӗве 75 çул çитнӗ май туса лартнă.

Халăх сывлăхӗн хуралӗнче тăракан фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ те çак обелиск çумӗнче вырнаçнă. Кӗске вӑхӑт хушшинче ҫак здание «Перспектива» организацийӗн тăрăшулăхӗпе хута янă.

Кивӗ Упи ялӗнче ӗлӗкхи çулсенче фельдшерпа акушер пункчӗ çукчӗ, тесе каласа парать унччен медицина сестри пулса ӗçленӗ Нина Чернова.

 – Ял ҫыннисем пирвайхи пулӑшӑва Упи участок  участок больницине кайса илетчӗ. Эпӗ те унта ӗҫлерӗм. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валентина Юманова тата больницӑн тӗп врачӗ Владимир Макаричев тӑрӑшнипе кивӗ çурт туянчӗç. Унăн пӗр енче фельдшерпа акушер пункчӗ вырнаçсан, тепӗр енчен пуҫламӑш шкул ӗçлеме пуçларӗ. Эпӗ вара фельдшер пулса вырнаçрăм. Ҫурта вутăпа хутса ăшăтатчӗç, условисем те аванах марччӗ. Ҫапах та лайӑх ӗҫлерӗмӗр. 58 ҫула çитиччен ӗçлесе, ӗçӗме паянхи кун пурнăçлакан фельдшера Ирина Калмыкована парса хăвартăм. Паянхи кун ФАП уҫăлни, паллах, пысӑк савӑнӑҫ. Илемлӗ, ҫӗнӗ, пуринчен ытла мӗнпур условисем пур. Çӗнӗрен ӗҫлес килсе кайрӗ, – тет медицина пулăшăвӗ паракан ветеран.

Ял халăхӗн савăнăçне пӗрле пайлама мероприятисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов, ертӳçӗсем килнӗччӗ.

– Ял халӑхӗн пурнăç  условийӗсене хăтлă тăвассишӗн республикӑра 40 яхӑн программа ӗҫлет, районта та вӗсем пурте вăйра. Паянхи ФАП ял-йышшӑн нумай çул хушши ӗҫлетӗр, пурӗ те профилактикăшăн кăна ҫӳрекенсем пулччăр, – терӗ Марат Гафаров.

Справка

Республика программин йӗркипе туса лартнӑ çак объект районта – вун пиллӗкмӗш. Кивӗ Упи ял тăрăхӗнче вара виҫҫӗмӗш, çӗнӗ, ку чухнехи модуль пункчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев