Реклама
Тӗп хыпар
Октябрӗн 1-мӗшӗ – Ватă çынсен кунӗ ячӗпе район пуҫлӑхӗ саламлани
Уяв ячӗпе!
Ҫак уяв – ӑрусен пӗрлӗхӗ, ҫулсен ҫыхӑнӑвӗн символӗ, ҫавӑн пекех атте-аннемӗрсене, асанне-асаттесене, кукаçей-кукамайсене, вӑрҫӑ, ӗç ветеранӗсене, аслă çулсенчисене район аталанӑвне кӗртнӗ пайӗсемшӗн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пурнӑҫ опычӗшӗн, ырă кăмăлӗсемшӗн ӑшӑ сӑмахсем калама май пурри.
Аслă çулсенчисем питӗ нумай йывăрлăхсем, выçлăх, нуша-терт курнă çынсем. Вӗсен илемлӗ, савӑнӑҫлӑ ачалӑхӗ пулман. Ӑна вӑрҫӑ туртса илнӗ, выҫлӑх, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чухӑн пурнăç кашнин шăпине пырса тивнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗçре, вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыççăнхи йывăрлăхсене, колхоз нушине пӗрремӗш кунранах туртнă асаттесемпе асаннесем, кукаçейсемпе кукамайсем, аслă çулсенчисем ватлăх кунӗсенче пысӑк тимлӗхпе хисепе тивӗҫлӗ. Вӗсем пирӗншӗн çирӗплӗх, сапăрлăх тӗслӗхӗ, çамрăк ăрăва хӑйсен ҫӗршывне мӗнле юратмаллине кӑтартакан тӗслӗх. Пирӗн тивӗç – вӗсем хӑйсене патшалӑх пулӑшнине тата общество сума сунине куллен туйса тӑччӑр, ватлăх кунӗсем канăçлă иртчӗр тесе мӗн кирлине йӑлтах тӑвасси. Пурсăра та ҫирӗп сывлӑх, ачăрсенчен ырлӑх, чун хавалӗ, телейлӗ кун-çул сунатăп. Уяв ячӗпе сире, хаклӑ аслă çулсенчисем!
Марат Гафаров, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев